Сывлӑх
![]() Глаукомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кунпа килӗшӳллӗн Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем иртӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн ҫынсем пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен куҫри юн пусӑмне скрининг мелӗпе тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Пациентсене Хулари 1-мӗш клиника пульницинчи сывлӑх центрӗнче (Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 46-мӗш ҫурт), васкавлӑ медпулӑшу пульницин сывлӑх центрӗнче (Университет урамӗ, 24-мӗш ҫурт), Хулари П.М.Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче (К.Иванов урамӗ, 14-мӗш ҫурт) йышӑнаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Республикӑри клиника офтальмологи пульницинче те (Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) тӗрӗсленме пулать. ЧР Сывлӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кунсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӗрӗсленме пулать. Уҫӑ алӑксен кунне глаукомӑна тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. 51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма, тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑра урнӑ чир пирки шавлаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра урнӑ тилӗ ҫынна, килти чӗрчунсене тапӑнать. Ҫавна май Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикинче нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тилӗсемпе кашкӑрсене персе вӗлерме ирӗк пани пирки те пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Унти хӑш-пӗр ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑсан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн Етӗрне районӗнчи Тури Пӑрнаш тата Элешкушкӑнь ялӗсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче, Муркаш районӗнчи Милютакассинче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫакна урнӑ чире пӗтерес тӗллевпе тунӑ. Ҫав вырӑнсенче йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене тытма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери XIX балет фестивалӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Унччен нумаях вӑхӑт юлмарӗ — фестиваль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пуҫланать. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет фестивалӗ премьерӑпа — «Баядерка» спектакльпе — уҫӑлӗ. Ӑна 2002 ҫулта куракансем хапӑлласах йышӑннӑ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗрен «чӗртнӗ». Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куракансем Мари патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппипе киленӗҫ. Вӗсем кӑҫал Чӑваша «Лебединое озеро» постановкӑпа килӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче сцена ҫине Питӗрти тата Мускаври солистсем «Дон Кихот» спектакле кӑларӗҫ. Тепӗр кунхине премьера пулӗ. Чулхулари А.С.Пушкин ячӗллӗ патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ «Бахчисарайский фонтан» балет лартӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑсен кунӗ ҫывхарнӑ май хулара, республикӑри районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ. Арҫынсемпе каччӑсене Чӑваш наци музейӗ хӑйне евӗр тӗлпулу йӗркелеме сӗнет. Ӑҫта? Паллах, музейра. Чӑваш наци музейӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе акци ирттерет. Вӑл «Савнине музее илсе кай!» ятлӑ. Арҫынсен ҫак меллӗ самантпа усӑ курса ҫуркуннехи акцие хутшӑнмаллах ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче, уяв кунӗсенче, Чӑваш наци музейне савнине ҫавӑтса килнӗ арҫын е каччӑ пӗр билет ҫеҫ туянать. Пӗр сӑмахпа, пӗр билетпа иккӗн музей кӗрсе курӗҫ. Палӑртмалла: Чӑваш наци музейӗ «Савнине музее илсе кай!» акцие пӗр ҫул ҫеҫ ирттермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Транспорт налукне пӑрахӑҫлӗҫ-и? Ку ыйту водительсене, паллах, канӑҫсӑрлантарть. Ӑна бензин хакне кӗртме пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентствин корреспондентне Патшалӑх Думинчи ЛДПР фракцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ярослав Нилов пӗлтернӗ. Нилов шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт налукне бензин хакне кӗртме пулать. Ҫакна, хака, регионсем хӑйсем палӑртма пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, пӗрисем налука 10 пус тӑвӗҫ, теприсем — 7. Нилов ку проекта Патшалӑх Думине пӗрре мар сӗннине пӗлтернӗ. РФ Правительстви вара ку ыйтӑва акцизсене хӑпартса татса парасси ҫинче чарӑнса тӑма шухӑшланӑ. РФ Президенчӗ вара водителӗн налука урапапа ӑҫта ҫӳренине кура тӳлемеллине татӑклӑн палӑртнӑ. «Ытларах чухне ҫапла пулса тухать: урапана Мускавра регистрациленӗ, вӑл вара Смоленск облаҫӗнче ҫӳрет, унти экологие, ҫула япӑхлатать», — тенӗ Владимир Путин. Налук транспортне пӑрахӑҫлани урапапа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ ҫӳрекен водительсемшӗн те меллӗ пулмалла. Тӗслӗхрен, дачӑна ҫӳрекенсемпе пенсионерсем. Чылайӑшӗ транспорт налукӗ хаклӑ пулнӑран ӑна пачах тӳлемест. Мотоциклистсем вара хӑйсен транспортне регистрацирен илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мускаври ҫавра ҫул ҫинче Чӑваш Енри 11 ҫын шар курнӑ. Сарӑмсӑрлӑха республика правительствинчи планеркӑра сӳтсе явнӑ. Инкек курнӑ арҫынсем — Мускав облаҫне ӗҫлеме кайнӑскерсем иккен. Чӑваш Енри полицейскисем инкек пулнин сӑлтавне палӑртасшӑн-мӗн. Министрсен Кабинетне комисси пухма хушнине те пӗлтерет REGNUM информагентство. Инкек нарӑсӑн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ «Фиат» автобусра 18 ҫын пулнӑ, 11-шӗ аманнӑ, вӗсенчен пӗри ӗнер Мускаври пульницӑра вилнӗ. Транспорт бетон блокӗ ҫине пырса кӗсе тӳнсе кайнӑ. Пӗчӗк автобус водителӗ, пуҫ мимине чӗтретнӗскер, Шупашкара таврӑннӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу паракан пульницӑра выртать иккен. «Мӗншӗн Мускаври пульницӑна кайманни ыйту ҫуратать», — тенӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Автобус Патӑрьел районӗнче регистрациленӗскер пулнине те пӗлтернӗ вӑл. Ку инкек пирки правительство комиссийӗ пухма, лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн информацие муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне ҫитерме хушнӑ Игнатьев Элтепер. ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев инкек сӑлтавне тишкерме пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта WorldSkillsRussia — 2015 Чӑваш Ен чемпионачӗ пуҫланать. Унта рабочисем хутшӑнӗҫ. Конкурс тӑватӑ куна тӑсӑлӗ, уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чемпионата техникумсемпе коллеждсенче вӗренекенсем тата ҫамрӑк рабочисем хутшӑнмалла. Вӗсен ҫулӗ 18-тан тытӑнса 22-ччен пулмалла. Чемпионата 9 компентенципе ирттерме шухӑшласа хунӑ: «Плитка хурасси», «Кирпӗч хурасси», «Электромонтаж», «Веб-дизайн», «Сеть тата тытӑм енчен администрацилени», «Шӑратмалли технологисем», «Парикмахер ӑсталӑхӗ», «Кондитер ӗҫӗ», «Повар ӗҫӗ». Ӑмӑртӑва харӑсах Шупашкарти темиҫе вӗренӳ учрежденийӗнче: Апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче, Транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗнче, Экономикӑпа технологи колледжӗнче, электромеханика коллеждӗнче — ирттереҫҫӗ. Регионта ҫӗнтернисем Атӑлҫи федераци округӗнчи чемпионатра хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗнче Самарта иртӗ. Наци чемпионатне каярах Хусанта пуҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ҫурчӗ Шупашкарта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата укҫана кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ректор пулнӑ май ҫав ҫын 2007–2009 ҫулсенче Вӗренӗвӗн федераци агентствипе килӗштермесӗрех хӑйне хавхалантармалли тӳлев парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ӑна 4,5 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫакӑ хайхи ертсе пынӑ аслӑ шкула ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх шар кӑтартнине пӗлтерет. Ректор пулнӑ ҫынна Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ. Халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пепкисене ача пахчине ҫӳреттерме хаксем хӑпараҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Кӗсье мӗн чухлӗ ҫӳхелесси шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденийӗсенче ачамӑрсем мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнинчен килет. Унта 3–5 сехетлӗхе ярсан пӗр сехетшӗн унчченхилле 14 тенкӗ вырӑнне 14 тенкӗ те 70 пус тӳлеттерӗҫ. Шӑпӑрлансем хушшинче ачамӑрсем 10 сехет пулсан пӗр сехетшӗн унчченхи 36 тенкӗ вырӑнне 37 тенкӗ те 80 пус тӳлемелле пулса тухать, 12 сехетлӗхе ҫӳреттерекенсен малтанхи 44 тенкӗ вырӑнне 2 тенкӗ те 20 пус ытларах кӑларса хумалла. Пепкисене талӑклӑха ача пахчисене ӑсатакансен пӗр сехетшӗн малтанхи пек 47 тенкӗ мар, 49 тенкӗ те 30 пус тӳлеме лекӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑтамран хак 5 процент хӑпарӗ. Хушу ӑна официаллӑ майпа алӑ пуснӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Синяев сӑнӳкерчӗкӗ «Спектр» пултарулӑх студийӗ, унччен «Куратор» фильма ӳкернӗскер, ҫӗнӗ проект пунӑҫлама палӑртать. Хальлӗхе ӑна «Ветки» ят панӑ. Владимир Синяев режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Куратор» фильм экран ҫине тухсан унта ӳкерӗннӗ артистем хавхаланса кайнӑ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ фильмра ӳкерӗнме хатӗр-мӗн. Сӑмах май, халӗ туй кӗрекинче ларнине, ЧР Прокуратуринчи офисра ӗҫленине ӳкернӗ ӗнтӗ. Наркотиксемпе хирӗҫ кӗрешекен фильма пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех ӳкерме тытӑннӑ-мӗн. Владимир Синяев каланӑ тӑрӑх, фильм валли ҫынсем суйланӑ, халӗ вӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта общество деятелӗ Олег Никифоров, Таиланд боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем, студентсем тата ыттисем те ӳкерӗнӗҫ. Проекта ЧР Прокуратури пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑна та пысӑк экран ҫине кӑларӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, фильм экран ҫине кӑҫал раштав уйӑхӗнче тухмалла. Унта наркотике пула арканнӑ шӑпасене ҫутатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |