Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче — карантин. Вӑл — урнӑ чир сарӑлнине пула. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Михаил Васильевич хушӑва кӑрлач уйахӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра карантин Шоссе урамӗ тавралӑхӗнче пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлӗ? Юлашки чӗрчун урнӑ чирпе чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен. Ҫак тапхӑрта Лапсарта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене тытма, килти чӗрчунсене сутма юрамасть-мӗн. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем урнӑ чир вучахне тӗп тумалли плана хатӗрлесе йышӑнмалли пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Юлашки кунсенче ҫынсем Шупашкар урамӗсенче тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнаҫҫӗ тейӗн. Чӑн та, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе пыма шуҫ тупан ҫеҫ ҫитмест. Пушмак пӑрлӑ тротуарсем тӑрӑх аван шӑвать! Унта та кунта иртсе ҫӳренӗ май ҫакӑ куҫ тӗлне тӑрӑнать: чылай ҫӗрте хӑйӑр сапмаҫҫӗ, пӑра катмаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманасси те инҫех мар. Амансан ҫеҫ юрӗччӗ-ха та… Иртнӗ эрнере урамра суранланнӑ ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 16-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пульницӑна урамра суранланнӑ 145 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ — ачасем. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче аманнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 11 ҫын. Палӑртмалла: кӑрлачӑн 10–16-мӗшӗсенче кунашкал ҫынсен шучӗ 60 ҫеҫ пулнӑ. Эппин, пӗр эрнере урамра суранланнисен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗр докуменчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха, анчах чылай чухне ку пурлӑх ҫын харпӑрлӑхӗнче пулни — хут ҫинче кӑна. Ӑна куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртмен-тӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур пулсан та ҫук пулаять. Етӗрне районӗнчи Надежда Борисовнӑна амӑшӗнчен ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли лаптӑк юлнӑ. Амӑшне ӑна хӑй вӑхӑтӗнче уйра уйӑрса панӑ, анчах документсене вӑл вӗҫне ҫитиччен хатӗрлесе пӗтермен. Надежда Борисовна еткере судпа килӗшӳллӗн хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Анчах лаптӑка темиҫе ҫултан ҫеҫ кайса курма май килнӗ. Вырӑна ҫитсен тӗлӗннипе шак хытманни ҫеҫ. Унта — карта, ун хыҫӗнче — пурӑнмалли ҫурт. Лешсен вара лаптӑк вӗсен пулнине ӗнентерекен пур документ та пур-мӗн. Надежда Борисовна пур пӗрех Росреестрӑн управленине ҫыру ҫырнӑ. Управлени тӗрӗсленӗ. Документсем йӗркеллех. Анчах Надежда Борисовнӑн лаптӑкне малтанах виҫмен. Унӑн амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче лаптӑк харпӑрлӑхра пулнине ӗнентерекен патшалӑх актне илмен. Ҫапла пулса тухнӑ та: документра ҫӗр пур, анчах вӑл чӑннипе — урӑх ҫыннӑн. Кунашкал тӗслӗхсем республикӑра чылай-мӗн. Надежда Борисовнӑн тепре суда кайма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑҫсем Литература ҫулталӑкне уҫма пухӑннӑ. Культура керменӗн ертӳҫи Шарова Е.А. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑ ҫыракансен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. Ҫуткассинчи Ефимова Людмила Исаевна ҫамрӑк мар, 75 ҫулта. Хӑй вӑхӑтӗнче «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем ҫырма юратнӑ. Алексеев Валерий Петрович, Бежанидзе Фаина Николаевна, Артемьева Римма Зиновьевна, Афанасьев Александр Афанасьевич, Кркалевская Елизавета Борисовна Кӑкшӑм ялӗнчен. Пурте хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура. Артемьева Р.З. медсестра пулса хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫынна сыватассишӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ. Бежанидзе Ф.Н. Пӑчанарта ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт хушши тӑван ялтан инҫетре пурӑннӑ, хӑйӗн темиҫе сӑввинче вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнчен сӑвӑсене вырӑсла ҫырнӑшӑн, ялтан тухса кайнӑшӑн каҫару ыйтрӗ. Афанасьев А.А. тата Алексеев В.П. чирленӗ пирки тӗлпулӑва килеймен. Вӗсен сӑввисемпе Шарова Е.А. паллаштарчӗ. Афанасьев А.А. хӑйӗн сӑввисене пухса тӑватӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн сӑввисем районта тухса тӑракан «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатра та час-часах кун ҫути кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Раҫҫей вулавӑш ассоциацийӗн вулав секцийӗ Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа тӗнче тетелӗнче «Литература сӑнарне — палӑк» акци ирттерет. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 31-мӗшӗччен иртӗ. Литературӑри йӑла-йӗрке пирки, хӑш хайлава килӗштерни ҫинчен ҫак сайтра сӳтсе явма пулать: www.rba.ru/content/news/vid_news_str.php?id=4048. Республикӑра хӑш сӑнара палӑк лартма сӗнетӗр — пӗлтерӗр. Пӗтӗмлетӗве секци ларӑвӗнче Самар хулинче 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17–22-мӗшӗсенче тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Галямин кӗнекесем парнелет Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать. Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой. Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман. Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 1-мӗш класс ачисем Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи вулавӑшра 2015-мӗш ҫул ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа, вулвӑша кашни ачанах явӑҫтарас тесе Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта кӑҫал пуҫласа шкула килнӗ ачасемпе эпир «Пулас вулавҫӑсем» пултарулӑх сехечӗ иртрӗ. Уява ачасемпе пӗрле вӗсен ашшӗ-амӑше те хутшӑнчӗ. Капӑр чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем ыйтусем ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тупӑшса хуравларӗҫ. Уява шӑпӑрлансем класс ертӳҫи Надежда Аркадьевна Хушкина тӑрӑшнипе хатерленӗ илемлӗ савӑ-юрӑпа, ташӑпа пуянлатрӗҫ. Адюкова Машӑпа Патшин Данил «Эп вӗрентӗм вулама» сценкӑна чӑн-чӑн артист евӗрех калӑпларӗҫ. Ачасем вулама пӗлнине шута илсе, вулавӑш ертӳҫи Адюкова Любовь Германовна вӗсене вулакансен ретне илнине пӗлтерчӗ те формулярсем уҫса пӗрремӗш кӗнеке илме сӗнчӗ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ. |
Персона
![]() Тӗрме тени тӗрӗсех мар пуль-ха. Ҫӗрпӳ районне ертсе пырать тени те тӗрӗсех мар. Сӑмахӑмӑр — Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫын пирки. Аса илтеретпӗр, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шаннӑччӗ. Кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче — улшӑну. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑ. Вӑл хӑй Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет. Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш наци музейӗнче кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патриот уйӑхлӑхӗ уҫӑлнӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн тата Афган вӑрҫисен ветеранӗсем, Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти 2-мӗш, ҫавӑн пекех 19-мӗш вӑтам шкул ачисем тата 4-мӗш шкулти кадетсен класӗ хутшӑннӑ. Уйӑхлӑха Ҫар мухтавӗн музейӗн ертӳҫи Тамара Федулова уҫнӑ. Ҫар тумӗллӗ ҫынсем Раҫҫейре яланах чыслӑ-мухтавлӑ пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл тӑван ҫӗршыва хӳтӗлемелли пирки аса илтернӗ. Ку вара, музейҫӑ шучӗпе, кашни ҫын хӑйӗн яваплӑхне туйнинчен тытӑнать. Ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, тӗрӗсрех, Курс патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Владимир Никитинский Прохоровка ялӗ патӗнчи танк ҫапӑҫӑвне куҫ умне кӑлармалла каласа кӑтартнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑннисен аса илӗвне те ачасем итленӗ. 14-мӗш шкулта вӗренекенсем патриотла сӑвӑсенчен литература монтажӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |