Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енри тепӗр яла карантина хупнӑ. Хальхинче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялне. Карантина асаннӑ яла ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хупнӑ. Унта пурӑнакан Николай каланӑ тӑрӑх, ҫав ялта кушак урнӑ чирпе чирленӗ. Николай килти кушак хӑйне темӗнле тытнине пӗр эрне каялла сиснӗ. Вӑл аслӑ ҫынсене тапӑнса сикнӗ. Вӑл кушака тӳрех Шупашкарти ветеринари клиникине илсе кайнӑ. Специлистсем кушака тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ. «Мӗнле чир илсе килтӗр пирӗн пата? Каялла часрах илсе кайӑр!» — тенӗ вӗсем. Тӗрӗссипе, вӗсен кушака илсе юлмалла пулнӑ. Ара, урнӑ чир пулни тӳрех курӑнать-ҫке. Анчах специалистсем кушака ытти ҫынсенчен уйӑрма ҫеҫ хушнӑ. Николай кушака читлӗхе хупнӑ. Виҫӗ кунтан вӑл вилнӗ. Унтан ӑна лабараторине тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Роспотребнадзор диагноз палӑртнӑ: урнӑ чир. Ҫапла майпа яла карантина хупнӑ. Унтан чӗрчунсене пӗр уйӑх илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ ҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫӗршыв Президенчӗ амнисти пӗлтернӗ май айӑплисене халӗ каҫарма тытӑнчӗҫ. Анчах пурне те мар. Йӗпреҫ районӗнче арҫынна унти суд каҫарман. Кун пирки республика прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Хӗненӗшӗн арҫынна ирӗкрен хӑтармасӑр ҫулталӑклӑха сӑнав вӑхӑчӗ парса айӑпламалла тунӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл айӑплава пурнӑҫа кӗртекен инспекцире шутра тӑнӑ. Анчах унта вӑл йӗркеллӗ пырса ҫӳрементен унӑн айӑплав вӑхӑтне пӗр уйӑхлӑха тӑсса панӑ. Сӑнав вӑхӑчӗ вӗҫлениччен арҫын тата тепӗр икӗ хут пуҫтахланнӑ: ҫынна икӗ хутчен хӗненӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ку фактпа арҫын тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр икӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене пӗр ӗҫе пӗрлештернӗ те халӗ тӗпчев пырать. Хӑйсене ҫак арҫын пек тытакансен амнисти пирки шанмалла та мар. Ҫакӑ Йӗпреҫ район этеммине пырса тивнӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кил-ҫурта тата хваттере кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухма юратакан ҫынсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем тирпейлӗхе юратманни час-часах кӳршисене килӗшмест — тӗрлӗ харкашусем ҫуратать. Ҫавнашкал кил-йыш Кустӑрма (выр. Кострома) хулинче те пулнӑ. Хваттерӗ унӑн муниципалитетӑн шутланнӑран суд арҫынна тара илнӗ пурӑнмалли вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмалла йышӑннӑ, анчах вӑл ку хушӑва пурнӑҫлама васкаман имӗш. Приставсем кӗтнӗ-кӗтнӗ те ку ӗҫе хӑйсем пурнӑҫлама шутланӑ. Арҫын патне хайхи суд приставӗсем, Кустӑрма хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ — ҫӳп-ҫапа илсе тухма тытӑннӑ. Сахал мар сӗтӗрсе килнӗ иккен арҫын — коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен 5 тиев машини калӑпӑш илсе тухма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн асӑрхаттарса та хӑварнӑ: хваттерте тирпейсӗрлӗх малашне те хуҫаланӗ пулсан ӑна урӑх хваттерпе тивӗҫтермесӗр кӑларса яма та май пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри турист фирмисем 2014-мӗш ҫулта 35,6 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Виҫӗмҫул вӗсенчен пулӑшу ыйтнисем 39 пин ҫын пулнӑ, 2012-мӗшӗнче — 82,5 пин. Ют ҫӗршыври тура пӗлтӗр 23,8 пин ҫын тухса кайнӑ. Унчченхи икӗ ҫул пирки каласан, ют ҫӗршывра канакансем ытларах пулнӑ: 2013-мӗшӗнче — 24,4 пин ҫын, 2012-мӗшӗнче — 26,4 пин ҫын. Туристсем пӗлтӗр канма Египета ытларах чух тухса кайнӑ. Ӑна туристсен 27,5 проценчӗ суйланӑ. 2013-мӗш ҫулта унта туристсенчен 21,7 проценчӗн кӑна кӑмӑл туртнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта (27,3 процент) — Турци. Унчченхи ҫул Турцие туристсен 24,3 проценчӗ кайнӑ. Ытти енпе танлаштарӑм улшӑнман. Испание туристсен 6,3 проценчӗ кайнӑ, Пӗрлештернӗ Арабсен Эмирачӗсене – 6 проценчӗ, Грецине — 5,3 проценчӗ, Таиланда — 5,5 проценчӗ. Раҫҫей тӑрӑх туркомпанисем урлӑ курса ҫӳреме 11,8 пин ҫын кӑмӑл тунӑ. Ку цифра та унчченхи ҫулсенчинчен сахалланӑ. 2012-мӗш ҫулта, тӗслӗхрен, 58,1 пин турист ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Маларах асӑннӑ 12 пине яхӑн ҫынран 48 проценчӗ хамӑр патрах каннӑ. 20,6 проценчӗ Краснодар тӑрӑхне кайнӑ, 17,3 проценчӗ — Питӗре, 4 проценчӗ — Крыма, 3,4 проценчӗ — Мускава. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче самай вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, тӗнче пӗтсе килнӗн вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсен ҫурт-хуралтӑ ҫивиттине илсе кайса та вӗсен хуҫисене шар кӑтартрӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче 6 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе вара ӗнер республикӑра вут-ҫулӑм 11 хутчен алхаснӑ. Пӗрремӗш пушар Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тракушкӑнь ялӗнче 16 сехетре тухнӑ. Вӑл пурӑнман ҫурта ярса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем юнашар хуралтӑсене вутран ҫӑлса хӑварнӑ. Тепӗр 34 минутран Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнчен шӑнкравланӑ. Унта хуралтӑсем хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме сехет ытла иртсе кайнӑ. Шупашкарти хваттерсенче те ҫулӑм алхаснӑ. 17 сехет тӗлӗнче Хусанкай урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Подъездра вӑйлӑ тӗтӗм тӑнине кура 12 ҫынна урама кӑларма тивнӗ. Хваттерти сӗтел-пукан, кухньӑна илемлетни ҫунса кайнӑ, чӳрече хашакӗ сиенленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗп хулари Пролетарски урамри 5-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте кухня ҫунма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() ИФФ-22-75 ушкӑн студенчӗсем 1975 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче ушкӑн йӗркеленнӗ, ялсемпе хуласенче ӳснӗ хӗрпе каччӑсем пӗлӳ шыраса, «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть» каларӑша тӗпе хурса студентсен ретне кӗнӗ. Пилӗк ҫултан вӗсем вӗренсе пӗтерсе аслӑ шкултан ӑстасем пулса тухнӑ. Унтанпа 35 ҫул иртнӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ИФФ-21-75, ИФФ-22-75 ушкӑнсем хӑйсен ӗмӗт-тӗллевӗсем мӗнлерех ҫитсе пынине палӑртма тӗл пуласшӑн. Кӑмӑл пуррисене И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Е» ҫурчӗ умне 11:00 сехет тӗлне пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗн ҫыхӑну номерӗ: 8-919-658-44-99 (Леонид Порфирьевич). Ҫак ушкӑнсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем хушшинче паллӑ ҫынсем те пур: Андреева (Блинова) Евдокия Александовна (ЧППУ деканӗ пулса), Смирнова (Рахмулина) Надежда Григорьевна («Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ), Ильин Леонид Иванович (радиора ӗҫлесе, вӑхӑтсӑр пирӗнтен уйрӑлнӑ), Ержакова Нина Клеменьтева (хасӑт-телекуравра ӗҫленӗ) тата ыттисем. Нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫ ҫулне шкулсене тытнӑ — ачасене пӗлӳ панӑ. |
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине илсен, номиналлӑ укҫа тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 106,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан Чӑвашстат 15,8 процент пысӑкланнине пӗлтернӗ. Ҫынсен чӑн-чӑн тупӑшӗ пирки каласан, вӑл 2,9 процент хушӑннӑ. Ҫапах та ҫу уйӑхӗнче ака уйӑхӗнчинчен 4,6 процент чакнӑ. Тупӑшӑн тӗп пайне ҫынсем тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн татӑлма тӑкаклаҫҫӗ. Кирек епле пулсан та тӳлемеллех шутланакан тӳлевсемпе взноссем тӑкакӑн 9,7 процентне йышӑнаҫҫӗ-мӗн. Ӗҫлесе илнӗ укҫаран 1,4 процентне ҫынсем ют ҫӗршыв валютине туянма яраҫҫӗ. 19,4 процентне ҫынсем пуҫтарса пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӑкак тупӑшран 4,9 процент иртет. Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра республикӑри кашни ҫын пуҫне тупӑш вӑтамран 17 пин те 169 тенкӗ те 70 пуса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче газ пама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, Турра шӗкӗр, яланлӑха мар (ун пек пулсан республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру тесех хаклама тивӗччӗ), ик кунлӑха. Газпа тивӗҫтерекенсем кутӑнлашнипе те мар. Газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттернӗрен. Юсава Константиновскинчи магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна вӑл Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станцире пурнӑҫлӗ. Ҫавна пула асӑннӑ станцирен газ пачах пама пӑрахӗҫ: пӗрре — ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче; тепре — ҫӗртмен 30-мӗшӗнче. Ыран ирхи 7 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен газ пымӗ, 30-мӗшӗнче ирхи ҫиччӗрен каҫхи вуннӑчченех газсӑр ларма тивӗ. Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станци Васан, Карапай Шӑмӑршӑ, Палтиел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗсене тивӗҫтерсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ. Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ. Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсене йӗркелес тесен вӗсене тӗрӗслемелле. Ҫак ӗҫе пӗве-кӳлӗ хуҫисен санитарипе эпидемиологи службине те, шыв айӗнчи ӗҫсене тӑвакансене те явӑҫтармалла. Малтанхисем шыв пахалӑхне хаклаҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшсем — водолазсем — шыв управҫисен тӗпӗнче мӗн пуррипе ҫуккине пӑхаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тасатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама тӑкаклине шута илсе ял тӑрӑхӗсен чылай пуҫлӑхӗ «Ишме юрамасть» текен асӑрхаттарусем ҫырса ҫапать те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтет. Ара, асӑрхаттармасан тӗрӗслемен пӗве-кӳлӗре шыва кӗрекенсемшӗн вӗсем яваплӑ пек пулса тухать-ҫке... Муркаш районӗнчи Чуманкасси ял тӑрӑхӗ апла хӑтланас темен: ҫынсене ишмелли вырӑн туса парас тесе ҫав ялти Казанчик пӗвене водолазсене чӗнсех тӗрӗслеттернӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |