Персона
![]() Аэропорт пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Жирнов Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать. Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш. Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Комосольски район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Илдус Миннетуллин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев отставкӑна кайнӑ. Кун пек йышӑнӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫӗртмен 19-мӗшӗнче йышӑннӑ иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче тунӑ. Ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе пӑрахасси пирки М. Афанасьев хӑй ыйтса ҫырнӑ иккен. Ҫав кунах депутатсем район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ. Пуҫлӑх пуканне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Илдус Миннетуллина вӑхӑтлӑх шанса панӑ. Илдус Хадзятович 1954 ҫулта ҫуралнӑ. Ларура район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев руль умне ӳсӗрле ларса йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ. Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман. Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле. Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ. |
Вӗренӳ
![]() Улатӑрта вырнаҫнӑ юсанмалли 2-мӗш колонире айӑплав вӑхӑтне хӗрарӑмсем ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле режимлӑскер ытти ҫавӑн йышши учреждени евӗрех унта ларакансене вӗрентет те. Шкулта вӗренни ҫинчен калакан аттестат ҫуккисене вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ, пӗлӳ ҫуккисене алла пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче 2-мӗш колони 34 хӗрарӑма вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат тыттарнӑ. Ахаль кӑна мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Чи лайӑх вӗреннисене Хисеп хучӗсемпех палӑртнӑ. 4 ҫул тӑрӑшса вӗренсе ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернисене пылак парнепе те хавхалантарнӑ. Алла аттестат илнисем сӑвӑсем вуланӑ, вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ открыткӑсене парнеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе «Рада» художество пултарулӑх кружокне ҫӳрекенсем икӗ ташӑ лартса панӑ. Колонири шкул класӗпе сывпуллашакансене О. Хайам, О. Уальд каланӑ ӑслӑ сӑмахсемпе ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Садальский - реанимацире Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальский актер реанимацие лекнӗ. Халӗ вӑл тӑна кӗнӗ ӗнтӗ, ахаль уйрӑма куҫарасса кӗтет. Тӑна кӗрсенех актер селфи туса халӑх тетелӗнчи страницисене вырнаҫтарнӑ. Ҫакна вӑл ун пултарулӑхне хисеплекен, юратакан ҫынсем сӳтсе явччӑр тесе тунӑ-мӗн. Пульницӑна мӗншӗн лекнине Станислав Садальский пӗлтермен. «Бандит пульли» пулнӑ тесе шӳтлет ҫеҫ. Апла-и капла-и — анчах пульницӑра выртни ӑна плана кӗртнӗ спектакльсенче выляма чӑрмантармӗ. Сӑмах май, Станислав Садальский — паллӑ актер. Вӑл 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ, ЧР халӑх артисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йӗрке хуралҫисем пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Ахальтен мар. Вӑл йывӑр преступлени тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын йывӑр преступление Улатӑр хулинче тума пултарнӑ. Сӑнӳкерчӗкри арҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл хӗвелрен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме пултарать. Ведомство ҫав арҫын ӑҫта пулнине пӗлтерекене укҫан хавхалантарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашстат сайтӗнчи сӑн Чӑвашстат кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑрать, унта Чӑвашстатӑн ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле ӗҫленине ҫутатнӑ. Ведомство ҫак кӗнекене Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнеке «Чӑваш Ен статистики — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче» ятлӑ. Вӑл кун ҫути курни пирки ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Республикин вӑрҫӑчченхи, ун вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи экономикӑна тата социаллӑ тытӑма ҫутатнӑ. Документаллӑ материалсене официаллӑ статистика пуххисене, патшалӑх архивӗнчи документсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай. Сӑнӳкерчӗксене Чӑвашстат ӗҫченӗсен архивӗнчен илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуштӑ конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун пек тӗв туни – Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Монополипе кӗрешекенсем патне Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗри иртнӗ уйӑхра ҫӑхавпа тухнӑ. Вӑл вырӑнти пуштӑ филиалӗ абонент ешчӗкне тытса тӑнишӗн ытлашши хаклӑ ыйтать тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӑл Конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калкан саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе шухӑшланипе монополипе кӗрешекенсем филиал тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Ӗҫе ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Маларах ҫӗршывӑн Ҫыхӑну министерстви «Раҫҫей Пуштине» пуштӑ ешчӗкӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ, ыттисене абонентсенчен ҫыру ҫыртарса ирӗк илме хушнӑ. Анчах ҫакӑ пуштӑ ешчӗкӗ «Раҫҫей пуштин» харпӑрлӑхӗ шутланмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнче кӑҫалхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 36-ри арҫын Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ-ши — ӳсӗр пулнӑ. Пуҫне эрехпе минретнӗ пулин те вӑл ачасен пӳлӗмӗнче тӗтӗм мӑкӑрланнине асӑрханӑ. Ырӑ мара сиснӗскер котельнӑй витӗр тула тухса тарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре икӗ ҫул ҫурӑри тата пиллӗкри ачасем тата арҫыннӑн 78 ҫулти амӑшӗ пулнӑ. Вӑйпитти вӗсене ҫӑласси пирки те шухӑшламан, те ҫухалса кайнӑ... Вут-ҫулӑм алхасакан пӳртре халсӑрскерсем виҫҫӗшӗ те вилнӗ. Ку факт пирки арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна асӑрханмасӑр икӗ тата ытларах ҫынна вилӗм кӳнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Йӗрке хуралҫисен шучӗпе арҫыннӑн килтисене ҫӑлма май пулнӑ, анчах вӑл ку енӗпе нимӗн те туман. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |