Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика

Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен ялта ӗҫ укҫин шайӗ аван ӳссе пырать.

Ҫак статистика органӗ ял хуҫалӑхӗнчи, сунарти тата вӑрман хуҫалӑхӗнчи уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тишкернӗ те, кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче шалу 13 пин те 26 тенкӗ те 80 пуспа танлашнине шутласа кӑларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхрипе илсе пӑхсан вӑл 11,7 процент ӳсни курӑнать иккен. Статистсем республикӑн экономикинчи вӑтам ӗҫ укҫипе те танлаштарса кӑтартнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче, сунарта тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑл 64,5 процента ларать-мӗн. Экономикӑн мӗнпур отраслӗнчи шалу хӑпарнине илес тӗк, унта ӳсӗм 4 процентпа танлашнӑ.

Ҫапах та маларах асӑннӑ 13 пин тенкӗ вӑтам цифра иккенне тӗпе хурсан, кунта хуҫалӑх ертӳҫин те, фермӑра ӗне сӑваканӑн шалӑвӗ те кӗнине манмалла мар-тӑр.

 

Республикӑра

Наркотикпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, ӑна ҫӗртмен 26-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, республикӑра наркотике хирӗҫ фестиваль иртет. Ӑна Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енти управленийӗ йӗркелет. Мероприятие ирттерме Наркотика хирӗҫле ӗҫлекен республикӑри комисси те пулӑшать.

Фестиваль тӗллевӗ пирки каласа кайнӑ май маларах асӑннӑ Управленин пресс-служби наркомание сарассине хирӗҫ тӑрасси, ҫамрӑксен хушшинче ҫак усала хирӗҫ хыпар сарассине, кӑмӑл-сипет пахалӑхне ҫирӗплетессине асӑннӑ. Кунсӑр пуҫне йӗркелӳҫӗсем наркотикпа кӗрешекен ирӗклӗ юхӑма сарас тӗллев те лартаҫҫӗ иккен.

Фестивале ачасемпе студентсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Конкурс материалӗсемпе унта хутшӑнтарма ыйтса ҫырнине ҫӗртмен 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 23-01-86.

 

Хулара

Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗнӗ конкурс пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, хулари чи илемлӗ, чи чечеклӗ картише палӑртӗҫ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ.

Конкурса общество хӑйтытӑмлӑхӗн 57 органӗ хутшӑнма пултарӗ. Картишсене хакланӑ чухне клумбӑсен шутне, вӗсене мӗнле илемлетнине шута илӗҫ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ шӑматкунлӑх ирттернине те хаклӗҫ.

Конкурса картишсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта пурӑнакан халӑхшӑн хӑтлӑ пултӑр. Кашнине 10 балл таран хаклама пултарӗҫ.

Конкурса хутшӑнас тесен сӑнӳкерчӗксем тата видеоматериал утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон — 23-51-01. Конкурса утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чыслӗҫ, укҫан хавхалантарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77857
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ.

Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ.

Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ.

Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.

 

Ӳнер

Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни.

Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.art-4.ru/news/74
 

Республикӑра

Ачасем каникулта. Анчах ӑна нумайӑшӗ усӑллӑ ирттересшӗн, урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупасшӑн мар. Ав Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗн вӗренекенӗсем Хусана экскурсие ҫитсе килнӗ. Вӗсем икӗ культурӑна пӗрлештерекен Кремле кӗрсе курнӑ.

Экскурсие ертсе пыраканни Хусан пирки халап, вӑл 16-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унтан ачасем мӑсӑльмансен йӑли-йӗркипе паллашнӑ.

Шӑпӑрлансем Хусанти илемлӗ вырӑнсене ҫитсе курнӑ. Бауман урамӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем метропа ярӑннӑ. Кайран Океанариума ҫитнӗ, тӗрлӗ пулӑпа паллашнӑ, акӑшсене тӑрантарнӑ. Крокодила 5 сантиметртан курма пултарнӑ.

Алтышево ачисем экскурсирен лайӑх кӑмӑлпа таврӑннӑ. Вӑл вӗсен тавракурӑмне пуянлатма пулӑшнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.

Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.

Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.

Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.

 

Сывлӑх

Республикӑри сиплев учрежденийӗсем ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Гладков урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра, «А» корпусра вырнаҫнӑ) ҫав кун 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-00-25.

Республикӑри наркологи диспансерӗ 8 сехетрен 14 сехетчен кӗтет. Унта нарколог-психиатр, психолог тата психотерапевт консультаципе пулӑшӗҫ. Вӗсем патне лекме 23-41-68 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш номерлӗ поликлиники те (тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнать. Тухтӑр патне лекес тесен 26-03-03 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Тухтӑрсем направлени парсан ҫын ультрасасӑпа, электрокардиограмма, флюорографи, тӗрлӗ анализ парсах тӗрӗсленме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча поликлиники те Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Унти ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 76-33-80.

 

Республикӑра

Кӗҫех Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗ иртмелле. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 8-21-мӗшӗсенче Патӑрьел районӗнче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна Турхан ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна чӑваш професси ӳнерне йӗркелекенӗсенчен пӗрине Алексей Афанасьевич Кокеле халаллаҫҫӗ. Вӑл 1880–1956 ҫулсенче пурӑннӑ.

Пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗнче этюдсем ӳкерме тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ӳнерӗн пӗтӗмлетӳ куравӗ те пулӗ.

Плэнера Чӑваш Енри, Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи, Украинӑри, Беларуҫри профессионал ӳнерҫӗсем (живописҫӑсем, графиксем) хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77864
 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи Катькас халӑхӗ ял уявне 1989 ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Кӑҫал ача-пӑчана савӑнма батут та пулнӑ. «Уява пухӑннӑ халӑх ӗлӗкхипе хальхи ял пурнӑҫне сӑнласа паракан тӗрлӗ стендсемпе паллашрӗ», — тесе пӗлтерет вӑл тӑрӑхри А. Угарова. Стендсене ял историйӗпе интересленекен Алексей Петров тата ялти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ иккен.

Чӑваш йӑлине асра тытса уява ҫӑкӑр-тӑварпа пуҫланӑ. Ял халӑхне Алевтина Егоровӑпа Зоя Угарован килте вӗретнӗ сӑрипе сӑйланӑ. Уяв ячӗпе В.Н. Волкова ял депутачӗ, Чӑваш Наци конгресӗн пайташӗ Э.К. Бахмисов, республикӑри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи В.В. Сапожников саламланӑ.

Шкул ачисемпе пӗрле «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа «Тухас ҫук асӑмран нихҫан чӗрене кӗрсе юлнӑ суран» литературӑпа музыка композицийӗ хатӗрленӗ.

Ҫурлатӑрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫеҫпӗл» эстрада ушкӑнӗн концертне те халӑх пӑхса савӑннӑ.

Сӑнсем (33)

 

Страницӑсем: 1 ... 3080, 3081, 3082, 3083, 3084, 3085, 3086, 3087, 3088, 3089, [3090], 3091, 3092, 3093, 3094, 3095, 3096, 3097, 3098, 3099, 3100, ... 3978
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 06

1966
59
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2004
21
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...