Хулара
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ. 5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть. Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Тутар ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш Хусанти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтах вӑл хӑй хастарлӑхне тата правурлӑхне кӑтартнӑ: факультетра комсомол ҫыруҫи пулнӑ. Е тата стройотряд йышне кӗрет те Украинӑна Чернобыль инкекне сирме тухса каять. Радиоактивлӑ вырӑнта вӗсем ҫӗнӗ ял тӑваҫҫӗ. Унти урамсенчен пӗрне Казански ят параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрте куҫакансене уҫӑ тыттарнӑ сӑнӳкерчӗк унӑн архивӗнче халӗ те пуррине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Сорокин пӗлтерет. Константин Яковлев Тутарстанра чӑваш чӗлхине аталантарас тесе самай тӑрӑшать. Вӑл тӑрӑхрисем ӑна шӳтлесе «иккӗмӗш Яковлев» (Иван Яковлев ҫулпуҫӑмӑр хыҫҫӑн ӗнтӗ) тесе те калани пирки ӗнентерет маларах асӑннӑ Николай Сорокин. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Константин Яковлев Тутарстанра иртнӗ «Янра, хуткупӑс» фестиваль вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани пирки Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверӗ пулӗ. Ӑна хула 90 ҫул тултарнӑ чух, юбилее ҫурла уйӑхӗнче уявлама палӑртнӑ, уҫмалла. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене халалласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче хулара пушар машинин стелин никӗсне асӑну чулӗ хунӑччӗ. Ҫӑлавҫӑсен ведомствин ветеранӗсен канашӗн членӗ Василий Нягин ун чух Канаш чукун ҫул ҫинче тӑрӑшакансен хули кӑна мар, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен те тесе палӑртнӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверне уҫассине Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Тӗп управленийӗ пуҫарнӑ, вырӑнти депутатсем шухӑша ырласа йышӑннӑ. Сквер Карл Маркс урамӗпе Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулӗ. Пулас аллея проектне ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина Петрова хатӗрленӗ. Унӑн варринче постамент вырнаҫтарӗҫ, постамент ҫине — пушар сӳнтерекен «Урал» машина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кирек кам та хӑйӗн ачи-пӑчине ырӑ тӑвасшӑн. Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хӗрӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах чӗрҫи ҫинче сиктерсе, пуҫран шӑлса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнипех ҫырлахман вӑл, ӑна укҫаллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Саккунлӑ мар майпа. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май ашшӗ хӗрӗ ялта пурӑнать, унта ҫурт хӑпартма укҫа тӑкакланӑ тесе социаллӑ тӳлев илес тенӗ. Шупашкарта ҫемйипе пурӑнаканскере унччен шутра тӑнӑ вырӑнтан кӑларса паллакансем патне пропискӑна тӑратнӑ. Унта, чӑн та, ҫемьене пурӑнма хӗсӗк пулнӑ. Капла туни ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмаллине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Кайран ӑна вӑл ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтлисен районти списокне те кӗрттернӗ. Ӗҫ кал-кал пынӑ — кӗҫех 420 пин ытларах тенкӗ пуҫлӑх хӗрне тивӗҫнӗ. Вӑл «кӗмӗле» федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ. Улталаса патшалӑхран укҫа илнӗ пуҫлӑх хӗрӗ пирки те, пуҫлӑх пирки те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ҫак икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет. Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ. «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен. Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ. Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки хатӗрленӗ прогноза тишкернӗ. Михаил Васильевич Экономика министерстви тата Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ план пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Цифрӑсене вӑл пӗчӗк тесе хурланӑ. Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана промышленноҫ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсем тата инфляци шайӗ пирки палӑртни уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. — Эсир ӗҫлесшӗн-и? — ыйтнӑ иккен Михаил Игнатьев. — Ӗҫлетпӗр, — хуравланӑ Владимир Аврелькин министр. «Кам тӗрӗсрех прогноз парать, правительствӑн ҫӗнӗ йышӗнче ӗҫлеме ҫавӑн министрта ӗҫлеме ирӗк пулӗ», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() 2003 ҫулта вӑя кӗнӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртесшӗн. Официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче ку тӗлӗшпе улшӑнусен проектне вырнаҫтарнӑ. Саккуна чӑваш чӗлхин нормисене кам ҫирӗплетме пултарассине кӗртнӗ — ку ӗҫе Министрсен Кабинечӗ тӑвӗ. Унсӑр пуҫне референдум таврашне ирттернӗ чухне мӗнле чӗлхесемпе усӑ курассине палӑртнӑ. Малтанхи пекех — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курӗҫ, анчах та пӗр вырӑнта ытти халӑх ҫыннисем ҫӑттӑн пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе те усӑ курма пултарӗҫ. Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе. Ҫӗнӗ улшӑнусенче референдум таврашӗн хучӗсене мӗнле чӗлхепе туса пырассине кӗртнӗ — ӑна валли вырӑс чӗлхине уйӑрнӑ. Чӑвашла е ытти чӗлхесемпе май пулсан кӑна усӑ курӗҫ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсен протоколӗсене те вырӑсла ҫырма шухӑшлаҫҫӗ (май тупӑнсан ҫеҫ — чӑвашла та). Патшалӑх органне янӑ ҫырусем ҫине мӗнле чӗлхепе хуравламалли ҫинчен калакан статьяра та улшӑнусем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Шупашкар хула Депутачӗсен пухӑвне суйланас текенсем укҫа та, пӗрне пӗри те шеллемеҫҫӗ», — пӗтӗмлетет Александр Белов журналист республикӑн тӗп хулин депутачӗсен президиумӗн ларӑвӗнче суйлав умӗн саккунлӑ мар технологисене усӑ курнине сӳтсе явни пирки хыпарланӑ май. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӗп вӑя хӑйсене хирӗҫ янӑ тесе шухӑшлать пулсан, тӗнче тетелӗнче ытти парти пайташӗсем администраци мелӗпе усӑ курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах муниципалитетӑн суйлав комиссийӗ пӑшӑрханма темле сӑлтав ҫук тесе шухӑшлать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти умсуйлавне (праймеризне) ирттернӗ чух такамсем апат-ҫимӗҫ лавккара тӳлевсӗр илме май пур тесе сертификат валеҫнӗ-мӗн. Хаклӑ хутпа ҫынсем палӑртнӑ кун лавккана ҫул тытнӑ. Анчах кассӑна ҫитсен вӗсенчен укҫа ыйтсан лешсенчен хӑшӗсем депутатсем улталарӗҫ тесе йӗрсе ярасси патнех ҫитнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти хаҫатне валеҫекенсене машина ҫӑвӗпе сапни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Суйлав ҫывхарнӑ май хура технологисемпе тата усӑ курма пултарӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |