Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи пӗр ялти культура ҫурчӗ 400 алӑклӑ пулса тухнӑ. Ун пекки пулма пултараймасть тесе тӗлӗнет-тӗр вулакан. Анчах хут ҫинче темле те «ӳкерсе» хума май пур мар-им вара? Шӑпах ҫавӑн пек хӑтланнӑ та асӑннӑ районти 30 ҫулти усламҫӑ. Вӑл ялти культура ҫуртне юсасси пирки муниципалитет килӗшӗвӗ туса ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗҫне ҫитернӗ хыҫҫӑн 2012-мӗш ҫулта икӗ чӳрече вырнаҫтарни тата 400 алӑка сӳтсе йӗркене кӗртни пирки отчет тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх усламҫӑна хыснаран 140 пин тенкӗ тӳленӗ. 400 алӑклӑ культура ҫуртне юсани пирки нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫӑна халӗ улталанӑшӑн явап тыттарас хӑрушлӑх пур. Анчах ҫакна та палӑртмалла: тӗпчев пынӑ вӑхӑтра вӑл мӗнпур тӑкака саплаштарнӑ — улталаса илнӗ укҫана тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Шупашкар ҫыннисем хула тӳре-шарин ӗҫне тиркеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Ҫапах та 2014 ҫулхипе танлаштарсан хула влаҫӗсен ӗҫне «лайӑх» тесе хаклакансен йышӗ чакса кӑмӑлсӑррисен йышӗ самайланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне «Социос-М» социологсен халӑх организацийӗ пырса тухнӑ. Хула тӳре-шарин ӗҫне лайӑхпа палӑртакансен шучӗ ҫулталӑкра 5 процент чакнӑ. Пӗлтӗр республикӑн тӗп хулине ертсе пыракансен ӗҫӗ шупашкарсен 27 процентне тивӗҫтернӗ, кӑҫал — 22 процентне. Кӑмӑлсӑррисем пӗлтӗр 44 процент пулнӑ, кӑҫал 51 процента ҫитнӗ. «Япӑх» тесе татса калакансем те йышланнӑ. Унччен 12 проценчӗ апла шухӑшланӑ, халӗ 15 проценчӗ ҫавӑн пек тӗв тунӑ. Шупашкарта пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫын хула тӳре-шарин ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр иккен. Сӑмах май каласан, ним калама аптӑракансем пӗлтӗр 17 процент тупӑннӑ, халӗ 12 проценчӗ кӑна шухӑшне палӑртма тӑхтаса тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ектарина Мифтуханова тунӑ сӑн Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье 1894 ҫулта тунӑ баракра пурӑнать. Екатерина Мифтуханова пӗлтернӗ тӑрӑх, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ҫурт харпӑрлӑхӗн докуменчӗсем ҫук. Район администрацийӗнче ҫурта федераци программине кӗртме е юсав тума шантараҫҫӗ. Ектарина Мифтухановӑн виҫӗ ача: 8, 5 тата 1 ҫултисем. Ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман-мӗн. Кӑмака хутмалла. Газ ҫук. Канализаци, паллах, ҫук. Виҫҫӗмӗ ачишӗн вӗсене Куславкка районӗнче ҫӗр илмешкӗн сертификат панӑ. Анчах лаптӑк патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн балансӗ ҫинче-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсем усӑ кураймаҫҫӗ, ҫурт та лартаймаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Павлов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт «РЖД» АУО балансӗ ҫинчен района куҫнӑ. Халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ҫитес ҫул ҫурта федераци программине кӗртсе тепӗр ҫурта куҫарӗҫ е юсав тӑвӗҫ. Ҫапла каланӑ Валерий Павлов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «АиФ» сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче «Донор кунӗ» акци иртнӗ. Ӑна «МузАртерия» донор юхӑмӗ йӗркеленӗ. Республикӑри юн илекен станцин трансфузиологӗ Алевтина Царева каланӑ тӑрӑх, ҫав кун 120 ытла ҫын юн пама пултарнӑ. Ытларахӑшӗ — шупашкарсем. Пӗтӗмпе 50 литр юн пухнӑ. Акцие концертсӑрах ирттернӗ. ЧР Сывлӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 150 ытла ҫын юн пама килнӗ, анчах тухтӑрсем сывлӑхне кура пурне те йышӑнман. Акцие пӗрремӗш хут юн паракан ҫамрӑксем те, «Хисеплӗ донор» ята илнисем те хутшӑннӑ. «МузаАртерия» донор юхӑмӗн ҫулне 20 хула кӗрет. Мускавран пуҫласа Владивосток таранах ҫӳрет вӑл. Шупашкар унӑн маршрутӗнчи виҫҫӗмӗш хула пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта 9 пин ытла ҫын юн пан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хайлавпа хайлав пӗр мар Мускав облаҫӗнчи пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшне вӗсен ачисене Александр Пушкинӑн «харсӑр» сӑввине тата Роберт Говардӑн «Конан-варвар» фэнтезине вулама хушни кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӗрентекенсем пуҫламӑш класра вӗренекен ачасене ҫуллахи вӑхӑтра вуламалли хайлавсен списокне «Вишня» сӑввине кӗртнишӗн тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Ӑна аслисем «порнографи» тесех хакланӑ. Сӑнавҫӑсен шучӗпе сӑвӑра кӗтӳҫпе кӗтӳ пӑхакан хӗрӗн юратуллӑ хутшӑнӑвне уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. «Конан-варвар» хайлав виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсене лекнӗ. Хӑш-пӗр учитель хӑйсен ӗҫтешӗсем ҫав хайлавсене суйланине тӳрре кӑларма пӑхнӑ-ха. Вӗсен шучӗпе паян вӑл та, ку та вулама кӑсӑклӑ. Ҫапах та педагогсен пысӑк пайӗ пуҫламӑш класра ун пек хайлавсене вулама иртерех тесе шухӑшланине пӗлтернӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 8-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӑта ҫапма, пӑчкӑ тытма, дрельпе ӗҫлеме тата ытти ӗҫе тума хӑнӑхаҫҫӗ. Унта хӑйсен мастерскойӗ уҫӑлнӑ. Мастерской, паллах, чӑнни мар, вылямалли ҫеҫ. Ачасене чӑн инструментсене тытма иртерех-ха. Анчах вӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине ачасем пӗлеҫҫӗ. Мӑлатукпа та вӗсем ҫӑмӑллӑнах ҫапаҫҫӗ. Мастерскойне ытларах арҫын ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ача пахчин заведующийӗ Елена Яндимиркина каланӑ тӑрӑх, ҫакна йӑлтах йӗркелеме республика ертӳлӗхӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти проекчӗ пулӑшнӑ. Ку мастерской ачасене ӗҫе хисеплеме вӗрентет. Ачасене инструментсемпе ӗҫлемелли йӗркене ӑнлантараҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине те пӗлеҫҫӗ вӗсем. Акӑ Савелий Царев дрельсем пирки пӗр вӗҫӗм калаҫма пултарать. Вӑл унӑн юратнӑ инструменчӗ. Савелий инженер пуласшӑн. Ачасене инструментсемпе вӗрентес ӗҫе ашшӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ав, Николай Николаев ачасене хӑш инструментпа мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи пӗр кинемее хӳтӗленӗ. 82 ҫулти ҫав ватӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене те хваттер парасси пирки илтнӗ те саккунта калакан ҫав ирӗкпе усӑ курас тенӗ. Анчах тӳре-шара унӑн упӑшки вӑрҫа хутшӑнни пирки аптӑранӑ, ҫавна ӗнентерекен фактсем ҫук тесе салтак арӑмне пулӑшма килӗшмен. Аптӑранӑ ватӑ прокуратурӑна кайнӑ. Унта вӑл Улатӑр хулипе Улатӑр район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пайӗ ватта ҫурт туянма е тума пӗр хут паракан укҫа тӳлевне парас мар тесе йышӑнни пирки евитленӗ. Прокурорсем тӗрӗсленӗ те, кинемейӗн упӑшки Украинӑра националистсене пӗтерес тесе 1944 ҫултан тытӑнса 1951 ҫулччен пулнине палӑртнӑ. Кинемее укҫа пама хистекен тавӑҫпа прокуратура район судне тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Аврелькинӑн усламҫӑсене ӑнлантармалли нумай Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ. Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур. Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать. Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ чух тӳпене кӗрсе укҫа хывса улталаннӑ Шупашкарти 14-мӗш микрорайонти ҫынсем ҫурлан 1–2-мӗшӗсенче ирттерме палӑртинӑ митинга каярах вӑхӑта куҫарнӑ. Вӗсем укҫана «Премиум инжиниринг» комапние хывнӑ, анчах хваттерне илеймен. Шӑнман пӑрпа ларса кайнӑ ҫав ҫынсем хӑйсем кӑмӑлсӑрланнине тата чун ыратӑвне палӑртма митинга ҫурлан е 8-мӗшӗнче, е 9-мӗшӗнче тухасшӑн. Митинг вӑхӑтне куҫарнине вӗсем ыйту унччен татӑласса шаннипе мар, республикӑна Пӗтӗм Раҫҫей патриархӗ килессипе ӑнлантарнӑ. Ҫавна вӗсем хӑйсене митинг ирттерме ирӗк памаҫҫӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Митинга ҫурлан 8–9-мӗшӗсенче мускавра тухасшӑн. Кулагин депутатпа ҫыхӑнасшӑн та пӗрле йӗркелесшӗн», — тенӗ «ПРИНИПЪ» потребительсен правине тата тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен пӗрлӗхӗ» регионсем хушшинчи ыр кӑмӑллӑх организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Диана Яковлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑн уй-хирӗнче хӗрсе ӗҫҫи пырать. Паянхи куна илсен 11 районта вырмана тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал хуҫалӑхсен 290,5 пин гектар ҫинчен тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 3 пине яхӑн гектар ҫинчен ҫулса илнӗ, 2,2 пинӗ ҫинче вырнипе пӗрлех тӗшӗленӗ те. Паянхи куна тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,3 центнера ларать. Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хуҫалӑхсем малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 80,8 пин тонна утӑ, 173,9 пин тонна сенаж, 33,9 пин тонна силос янтӑланӑ. Утӑпа сенажа планран ирттерсе хатӗрленӗ пулсан, силоса палӑртнинчен хальлӗхе 17 процентне ҫеҫ хурса хӑварнӑ. Вӑтам тени чӑннипех те вӑтам тенине пӗлтерет. Вӑрмар районӗнче утта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлнех планпа палӑртнин 630 проценчӗ таран хатӗрленӗччӗ, Куславкка районӗнче — 410 процента яхӑн. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски районӗнче ҫурри таран та ҫитейменччӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрленипе, тӗш-тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхсем кӗр аки валли те ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |