Чӑвашлӑх
![]() Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Мускав 868-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Тӳре-шара анлӑ программа хатӗрленӗ. Унта 10 миллион ытла хӑна пухма палӑртнӑ. Тӗп уяв Пушкин лапамӗнче иртӗ. Ку – мускавсен юратнӑ вырӑнӗ. Унта Мускав прессин фестивалӗ иртӗ, эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, ытти мероприятие йӗркелӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем мускавсене саламламашкӑн Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова чӗннӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сцена ҫине «Атӑл» халӑх хорӗ тухӗ. Пушкин лапамӗнче, Кремль ҫывӑхӗнче, чӑваш юрри пӗрремӗш хут янӑрӗ. Хор икӗ юрӑ шӑрантарӗ. Вӗсем сцена ҫине авӑнӑн 5-мӗшӗнче 14 сехетре тухӗҫ. Мероприятие Мускав телеканалӗсемпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Мускав уявӗнче 500 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫынсем уяв мероприятийӗсене хӑйсем онлайн мелӗпе сасӑласа суйланӑ. Унта 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗмӗрлесем учрежденисенче ӗҫлекенсемпе вӗренекенсене хӑйне евӗр тупӑшӑва хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Чӑннипе, ку ӑмӑрту мар-ха, вӑл сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать. Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Tweed Race велочупу ирттерет. Ӑна ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пырӗ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарӗ. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӑл хаваслӑ та интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Велочупӑва вӑй-хал культурине тата спорта халӑх хушшинче сарас, ҫынсене велосипед спорчӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чупӑва хутшӑнакансем малтан Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ умӗнче 14 сехет ҫурӑра пухӑнӗҫ. Старт 15 сехетре пуҫланӑ. Унта хутшӑнакансен 1 ҫухрӑм ярӑнмалла. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла мар. Велочупӑвӑн культурине ҫеҫ кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫар училищисенче те вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен раснарах. Унта уяв линейки вырӑнне присяга тытаҫҫӗ. Чӑваш ачисем ҫулсерен ҫар училищисене вӗренме кӗреҫҫӗ. Кӑҫал ҫар училищине 11 чӑваш ачи ҫул тытнӑ. Сызране курсантсем Раҫҫейри чылай регионтан килеҫҫӗ. Кӑҫал унти строя Крымри 4 ҫамрӑк тӑма пултарнӑ. Чӑвашран кӑҫал 9-ӑн килнӗ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка Воронежри авиаци институтне янӑ. Ҫар училищине лекме йывӑр. Курсант ятне илес тесен чылай йывӑрлӑха парӑнтармалла. Кӑҫал Сызраньти училищӗне кӗме ҫӑмӑл пулман. Нумаййӑн килнӗ унта. Ҫамрӑксене сывлӑхне тата ытти кӑтартӑва кура суйласа илнӗ. Чӑваш ачисем курсантсен ретне Афганистан вӑрҫинче сусӑрланнисен республикӑри организацийӗ пулӑшнипе тӑраҫҫӗ. 2008 ҫултанпа унӑн ертӳҫи Геннадий Матвеев шкул ачисене Сызране экскурсие илсе ҫӳрет. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын ачасен ҫар ҫынни пулас кӑмӑл ҫуралать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫынпа вӑхӑт та иртет Шупашкар хулинче килти профилактори уҫӑлнӑ. Унӑн тӗллевне тӗп хулан Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӗ ҫулланнисен тата сусӑрсен сывлӑхне тытса тӑрассипе тата ҫирӗплетессипе, вӗсен кун-ҫулне вӑрӑмлатассипе сӑлтавлать. Профилактори вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсене, пӗччен пурӑнакансене пулӑшать. Килти профилакторие центрӑн ҫынсене кӑнтӑрла пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗнче уҫнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Профилакторие ҫӳрекен ватӑсене сиплев физкультури кӗтет, тренажерпа занятисем, ингаляци, курӑк чейӗ, тӑм терапийӗ, скандинави мелӗпе утасси. Юн пусӑмне те виҫеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ватӑсене сӑваплӑ ҫӑлкуҫсене, музейсене, театрсене, кинотеатрсене илсе кайӗҫ. Тата ҫынпа чухне вӑхӑт та хаваслӑрах иртет. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнчи 19 ҫулти каччӑ кӗҫех суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Шел те, ун ҫинче вӑл пӗрермӗш хут мар ӗнтӗ. Ҫамрӑкскер маларах икӗ хутчен судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗ: 2012-мӗш ҫулта — вӑрланӑшӑн, 2013-мӗшӗнче — ҫаратнӑшӑн, хӗненӗшӗн тата хулиганла хӑтланнӑшӑн. Юлашкинчен каччӑна 4 ҫуллӑха юсанмалли колоние янӑ, анчах унтан ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче условлӑ майпа иртерех кӑларнӑ. Ирӗкри пурнӑҫа каччӑ хаклама пӗлмен курӑнать. Вӑл каллех йӗрке пӑсма тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗнче вара вӑл тата 41 ҫулти тепӗр арҫын хӑйсен ял хӗрарӑмне, 48 ҫултискере, мӑшкӑлланӑ. Амӑш ҫулӗнчискер патне вӑл тата 41 ҫулти юлташӗ тепӗр арҫынпа кайнӑ. Лешӗ кӑмӑлпа туман-мӗн: ӑна вӗсем вӗлерессипе хӑратнӑ, хӗрарӑма алӑка уҫтарттарма ыйтнӑ. Ним шухӑшламанскер уҫнӑ. Тултан иккӗн вирхӗнсе кӗнӗ. Хӑйсем питне маскӑпа хупланӑ. Хӗрарӑма вӗсем 3 стакан сӑмакун ӗҫме хистенӗ, унтан черетпе мӑшкалланӑ. Хӗрарӑмшӑн антӑхакан арҫынсене кӗҫех кирпӗч шутлама ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӗрӗсрех, юбилей тумасӑр перекетлесшӗн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет. Раҫҫейӗн правительстви ҫӗршыври хуласене кашни ҫӗр ҫулта кӑна юбилей тума укҫа уйӑрма тытӑнасшӑн. Унччен ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе кашни 50 ҫулта пӗрре юбилей тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулла Раҫҫейӗн Финанс министерстви президент указне хатӗрленӗ. Саккун вӑя кӗрсе пӗтсен ҫӗнӗ йӗрке 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле. Ҫӗршывӑн тӗп финанс ведомстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хуласен уявне кашни 50 ҫулта пӗрре палӑртманнине пула самаях укҫа перекетленет тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вара 2016–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗршыв хыснинчи «кӗмӗле» 10 миллиард тенкӗ ытла перекетлеме май килет тесе пӗлтернӗ РФ Финанс министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Укҫа нихӑҫан та ытлашши мар та, ӑна налук яма шел тесе шухӑшланӑ-ши Шупашкарти строительство организацийӗн ертӳҫисенчен пӗри? 2011–2013-мӗш ҫулсенче вӑл хӑй ертсе пыракан предприятин хуҫалӑхпа укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ пирки налук декларацийӗсенче суя цифрӑсем тӑратнӑ. Пӗчӗклетерех. Ҫавна пула налукне те унӑн сахалтарах тӳлеме тивнӗ. Виҫӗ ҫулта самай тупӑш кӳнӗ ҫапла суйни: 3 миллион тенкӗ кӗсьере юлнӑ. Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ те, хайхи этемӗн чееленӗвӗ каярах ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе ҫакна тӗпчевҫӗсемпе суд ҫирӗплетсе паман та, анчах полицейскисем пуҫлӑх хыснана 3 миллион тенкӗ тӳлесе ҫитермен тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулин чи управленийӗн ӗҫченӗсем хутсене тӗрӗсленӗ те тӗрӗс мар кӑтартнине асӑрханӑ. Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Тӗтӗм-сӗрӗм ӗҫе чарса лартнӑ Паян Мускаври «Домодедово» аэропорта тӗтӗм ярса илнӗ. Ҫавна пула вуншар рейспа вӗҫме хатӗрленекен пассажирсем вӑхӑтра ҫула тухайман. Аэропортра тӗтӗм сарӑлни пирки тивӗҫлӗ службӑсене паян ирхи 7 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Кӗҫех тӗтӗм сӑлтавне те палӑртнӑ: аэропортра подряд мелӗпе ӗҫлекен Strabag строительство организацийӗн складӗнче пушар тухнӑ, унти тӗтӗм аэропортра сарӑлнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метра лаптӑка ярса илнӗ. Вентиляци тытӑмне лексе тӗтӗм пассажир терминалӗн ҫуртне кӗнӗ. Ҫынсемпе инкек пуласран пассажирсене хӑвӑртрах треминалтан урама кӑларнӑ. Тепӗр икӗ сехетрен аэропорт йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкара ирхи 9 сехет те 25 минутра тухмалли самолета 11 сехет те 45 минутра ҫула кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмеллине кашниех пӗлет-тӗр. Паянтан суйлама ирӗк параҫҫӗ. Анчах пурне ет мар. Шута илме тивӗҫ сӑлтав пулсан: командировкӑна тухса каймалла е канма урӑх вырӑна кайма палӑртнӑ е тата пульницӑна хумалла чухне сӑмахран. Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав тата референдума хутшӑнмалли правӑсен тӗп гарантийӗсем ҫинчен федераци саккунӗн 65-мӗш статйи суйлавҫӑсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен суйлама ирӗк парать. Ҫынсен хӑйсен пропискӑра тӑракан вырӑнти территори суйлав участокне палӑртнӑ вӑхӑтра пырса бюллетень илме, ку е вӑл кандидатшӑн маларах сасӑлама ирӗк пур. Вырӑнсенчи суйлав комиссийӗсенче ӑнланман ыйту сиксе тухсан ӑна Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркеленӗ «Хӗрӳ линин» (8352) 62-83-72 номерӗпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутар Республикин Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви Ҫӳлту районӗнче «Кӑвайт» (Костер) ача-пӑчан сывлӑхпа вӗренӳ центрӗнче тӗрлӗ халӑх ачисем валли кану сменисем йӗркеленӗ. Чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсем те пӗр эрне хырлӑх вӑрманӗнче каннӑ. «Канса савӑннисӗр пуҫне вӗсем кунта тӑван культурӑпа чӗлхине те тарӑнрах вӗренчӗҫ», — тесе пӗлтерет кун пирки Светлана Салдыкова. 19 районтан килнӗ 68 чӑваш ачипе уйхлӑхра Анат Камӑри 34-мӗш гимнази вӗрентекенӗсем ӗҫленӗ. Татьяна Леонтьевӑпа Людмила Ильгузина аслӑ категориллӗ педагогсем тата ӳнер искусствине вӗрентекен Марина Чугайнова эрне тӑршшӗпе ачасемпе чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсене, маҫтӑр-классем, тӗрлӗ тестпа тренинг ирттернӗ. Вӗсем ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе, тавракурӑмӗпе савӑнтарнине, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, наци культурине лайӑх пӗлнипе палӑрнӑ. Чӑн та, уйлӑхра чӑваш чӗлхипе литература олимпиадисенче палӑрнӑ ачасем каннӑ. Пултаруллӑ ачасем валли пӗлтӗр Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче кану йӗркеленӗ. Чӑваш ачисем валли ятарласа уйхлӑх уҫнӑ ун чух. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ. | ||
| Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |