Хулара
![]() Каҫхи Шупашкар ҫутӑрах пулӗ тесе хыпарлать республикӑн тӗп хула администрацийӗ. Хальхи вӑхӑтра шӗкӗр хуламӑрта урамри ҫутӑна йӗркене кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса, акӑ, Богдан Хмельницки урамӗнчи 109-мӗш, 113-мӗш, 117-мӗш, 117/1-мӗш, 119-мӗш, 119/1-мӗш, 121-мӗш, 123-мӗш, 125-мӗш, 127-мӗш, К. Маркс урамӗнчи 31-мӗш, 31 а, 33-мӗш, 35-мӗш, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 68-мӗш ҫурт умӗсене ҫутмалла тунӑ. Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутӑсӑр ҫуртсен умӗсем пирки ҫынсем те систереҫҫӗ. Ҫавна май урамсене ҫутмалла тунине хула влаҫӗсем хула ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫланӑ ӗҫ тесе хаклаҫҫӗ. Хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пӗлтерни тӑрӑх яваплисем туса ирттермелли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ: хӑш-пӗр ҫӗрте — чи малтан, тепӗр ҫӗрте — кӑшт каярах. Урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси Шупашкарта халӗ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Ҫакна шута илсе те пулӗ газпа тивӗҫтерекенсем станцисемпе пӑрӑхсене халех йӗркене кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Маларах вӗсем темиҫе районта юсав ӗҫӗсем ирттернӗччӗ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫак енӗпе тимлесшӗн. Кун пирки «Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет. 2015 ҫул валли палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн «Газпром трансгаз Чулхула» тулли мар яваплӑ обществӑн Сеченевски магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ Улатӑрти газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ станци га пама пачах чарӑнӗ. Станцири юсав утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен тӑсӑлӗ. Улатӑрти газ валеҫекен станци Ахматово, Восход, Иваньково-Ленино, Миренки, Санаторный, Стемас, Чуварлей, Ялушево ялӗсене газпа тивӗҫтерет. Юсав пынӑ вӑӑхтра газ хатӗрӗсен кранӗсене хупма чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗнчи шыв тасатакан сооруженисем таса шыв вырӑнне сиенлӗ концентратсем кӑларнӑ-мӗн. Нефтепродукт, сульфатсем, хлоридсем… Ку концентратсен тулли мар списокӗ-ха. Ҫакна вырӑнти прокуратура пӗтӗмлетнӗ. Концентратсем нормативран ытларах тухнӑ-мӗн. Фосфат, тӗслӗхрен, 100 хут нумайрах. Нитратсем вара — икӗ хут. Ытти япаласен тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫакӑн пекех. Пӗлтӗр кӑна унта 200 кубла метр хура шыв тухнӑ. Ку йӑлтах Шурӑ Воложка юханшывне кайнӑ. Вӑл вара Куйбышев шыв управне кӗрет. Унтан вара чылай хулана шывпа тивӗҫтереҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, сооруженире хӑй вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсем туман. Ҫавна май унта кислород сахал лекет. Вӑл шыв тасатакан микроорганизмсем валли ҫитмест-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРКпа «Русфонд» чирлӗ ачасене малалла пулӑшать. Нумаях пулмасть тележурналистсем Ҫӗмӗрлери Андрей Иконников пирки сюжет кӑтартнӑ. Андрей 10 ҫулта. Юлашки ултӑ ҫулта вӑл сахӑр шайне тытса пырать, диетӑна пӑхӑнать. Ӑна инсулинпа укол тӑваҫҫӗ. Чире пула юн тымарӗсем, пӗвер япӑх ӗҫлет. Ачана инсулин помпи лартмалла. Андрей 4-ра чухне чирлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑй пӗтнине туйнӑ, шыв нумай ӗҫнӗ. Арҫын ача начарланса кайнӑ, япӑх ҫинӗ. Тухтӑрсем вӑл наркӑмӑшланнӑ тесе ача-пӑча пульницине хунӑ. Анчах ача япӑхлансах пынӑ. Унӑн юнра сахӑр нумай пулнӑ-мӗн. Ача комӑна кӗрсе ӳкменни кӑна пулнӑ. Халӗ Андрей сахӑр шайне хӑйех тӗрӗслеме вӗреннӗ. Хӑйех укол та тума пӗлет. Андрея инсулин помпи лартмашкӑн тата катетера виҫӗ кунта пӗрре улӑштармашкӑн 199 пин те 676 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. «Коммерсант» хаҫат тата «Русфонд» 114 пин те 679 тенкӗ пухӗҫ. Тепӗр организаци 50 тенкӗ парӗ. Тепӗр 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Андрея 5542 кӗске номер ҫине «Дети» тесе СМС-ҫыру ярса пулӑшма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменӗсем черетлӗ ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Хӑвӑрт утас енӗпе спорт шкулӗнче вӗренекен спортсменкӑсем Швецире медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Швецири Эскильстуан хулинче иртет. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗ юниорсен хушшинче пырать. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пирӗн ентешсем те кӗнӗ. Старт кунӗнчех пирӗн хӗрсем 10 000 метра хӑвӑрт утса пьедестал ҫине хӑпарнӑ. Чи лайӑх кӑтартупа Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республики чысне хӳтӗлекен Клавдия Афанасьева палӑрнӑ. Вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи Ольга Шаргина иккӗмӗш пулнӑ. Пирӗн ентеш Мария Лосинова вара виҫҫӗмӗш картлашка ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пенза хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ икӗ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ачасем чӗре чирӗпе аптӑранӑ, ҫавна май вӗсене операци пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалла пулнӑ. Телее, тухтӑрсем йывӑр ҫак ӗҫе йӗркеллех пурнӑҫлама пултарнӑ. Ачасен шӑпи вара ҫапларах килсе тухнӑ: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти 1-мӗш хула пульницине тин ҫуралнӑ икӗ ачана, чӗре чирӗпе йывӑр чирлекенскерсене, илсе пынӑ. Вӗсене ҫӑлас шанчӑк пысӑк пулман. Педиатрсем вӗсене ҫула илсе кайма хатӗрленӗ. Пензӑна кайнӑ чухне, унта ҫитме 7 сехет кирлӗ, ачасемпе пӗрле реаниматолог тухтӑрсем пулнӑ. Пензӑри чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн федераци центрӗнче пӗчӗк пациентсене операци тунӑ. Халӗ ачасем хӑрушлӑхра мар. Пӗрне Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ. Тепри хальлӗхе Пензӑрах-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ. Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ. Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат атмосфера сывлӑшне упрамалли пирки информаци пичетленӗ. Специалистсем кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен сывлӑша тухакан сиенлӗ япаласем 30,1 процент нумайланнӑ-мӗн. Кусем сунар тата вӑрман хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑха пырса тивеҫҫӗ. Чӑвашстат специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ытларах атмосфера Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вараланать. Ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ пулӑшу парас тытӑмсенче те атмосферӑна сиенлӗ япаласем тухасси пысӑкланнӑ. Ку 5,5 процент ӳснӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри предприятисем атмосферӑна 13,3 тонна сиенлӗ япала кӑларнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27,6 процент сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче. Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Валентина Яковлевӑн сайчӗ Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир «Шурӑ сӑнӑ» ӑмӑрту ирттеретпӗр. Ун пирки тахҫанах пӗлтерсе пулин те чӑвашла сайтсем тӑратакансем ҫуккипе пӗрех. Хальлӗхе пирӗн конкурса пӗр ӗҫ кӑна ярса панӑ — ку вӑл Валентина Яковлевӑн сайчӗ. Валентина Петровна Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул яхӑн. Сайтра эсир вӗрентекен пирки пӗлме, ачасен ӗҫӗсемпе тата методика кӑтартӑвӗсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах «Чун валли» кӗтес тата сӑнӳкерчӗксен пайӗ пур. Валентина Петровна хӑйӗн сайтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли усӑллӑ каҫӑсем те пухнӑ. «Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Заявкӑсене йышӑнас тапхӑр ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫленет. Парнесен фондне те йӗркелесшӗн — пӗтӗмӗшле палӑртнӑ 35 пинрен паянхи кун тӗлне ӑна 24 пине ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |