Культура
Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ял тӑрӑхӗнче ачасен мӑкшӑ пултарулӑхӗн «Чипайне» фестивалӗ иртнӗ. Напольное, Рындинӑри, Пӑрачкаври 80 ытла шӑпӑрлан ҫак уява хутшӑннӑ. «Чипайне» фестивале районта 2003 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна ачасене мӑкшӑ пултарулӑхӗпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал фестиваль вуниккӗмӗш хут иртнӗ. Малтанах уяв ячӗпе Сыреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Аверьянова саламланӑ. Фествиале хӑнасем те ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Улатӑр епархийӗн Сергий дьякон пулнӑ. Рындинӑри Юлия Кириллова, Мария Агафонова, Мария Федотова, Алена Глухова куракансене «Тантен он», «Ашо пельне», «Кенярксов эйкакшчи» мӑкшӑ юррисемпе савӑнтарнӑ. Фестиваль ачасене тӑван чӗлхене юратма, несӗлӗсен йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентет. Сӑнсем (79) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
1957 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑвашӑн паллӑ сӑвӑҫи, чӑн-чӑн чӑваш патриочӗ Митта Ваҫлейӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл пурӑннӑ Шупашкарти ҫурт умне паян чӑваш хастарӗсем пухӑнса сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, чечек хучӗҫ. Мероприяти вӗҫленнӗ май Надежда Кириллова Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа пачӗ. Чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ 1908 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта ҫеҫ таса ятне тавӑрнӑ. Паллӑ сӑвӑҫ тӑван ялне Акатуя килсен пирӗнтен уйрӑлнӑ. Вил тӑприйӗ тӑван ялӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн сӑввисем 17 ҫул ҫитсенех пичетлене пуҫланӑ. Чылай вырӑс хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ — А. Пушкинӑнне, М. Горкийӗнне, С. Есенинӑнне, Н. Островскийӗнне, А. Кунанбаевӑнне, тата ыттисенне. Паллӑрах кӗнекисем: «Кӑмӑл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кӑмӑлтан» (1956), «Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм» (1959). Сӑнсем (14) |
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Очӑкасси ялӗ хӑйӗн 420 ҫулне шавлӑн та анлӑн уявларӗ. Ял уявӗ пуҫламӑшӗ пултаруллӑх коллективӗсем урам тӑрӑх утса тухнинчен пуҫланчӗ, кайран яла пуҫаракансем Очӑпа Очак пӗрремӗш ҫурт пулмалли вырӑнта шалча ҫапрӗҫ, хӳшӗ лартрӗҫ. Ял хастарӗсем вара асӑнмаллах юпа вырнаҫтарчӗҫ тата Очӑкасси ялне тата ун ҫыннисене асӑннӑ истори докуменчесенчи цитатӑсем ҫырнӑ грамота евӗр палӑка уҫрӗҫ. Малалла уяв пултаруллӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе тӑсӑлчӗ. Сӑнсем (40) |
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗртме уйӑхӗ ҫитсен ял халӑхӗн хӗрӳ тапхӑр пуҫланать. Ҫӗр ӗҫченӗ хӗл валли выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлеме тытӑнать. Ҫавна май республикӑри районсенче хӗрсе кайсах утӑ ҫулаҫҫӗ. Хальлӗхе нумай ҫул ӳсекен 7 пин тонна курӑк ҫулса илнӗ, 342 тонна утӑ, 5 пин ытла тонна сенаж хатӗрленӗ. Пуринчен те малта Елчӗк районӗ пырать. Кунта 2 пин ытла гектар ҫӗр ҫинчи курӑка ҫулса илнӗ ӗнтӗ. Вӑрнар районӗнче те ӗҫ хӗрӳ пырать. Карл Маркс ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗн кӑҫал 900 мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли апат хатӗрлемелле. Вӗсем сумалли ӗне валли уйрӑмах паха утӑ хатӗрлеҫҫӗ. Нормӑсене пӑхӑнаҫҫӗ, ку сӗт суса илессине, унӑн пахалӑхне ӳстерме пулӑшать. Уй-хирте вӗсен пӗлтӗр туяннӑ ҫӗнӗ техника ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ. Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ. 12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетлӗ мар ларӑва пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» пулса тӑнӑ. Лару ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн лару залӗнче иртнӗ. Унта Михаил Васильевича «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсем Михаил Игнатьева ҫак ята парасси пирки пӗр саслӑ пулнӑ. Ку Элтеперӗн пӗрремӗш награди. Ыттисене — медальсене, грамотӑсене, кӑкӑр паллисене — вӑл 2007 ҫулччен илнӗ. Аса илтерер: Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1990–1994 ҫулсенче Шупашкар районӗн депутатсен канашӗн депутачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Тамара Романова экс-депутат Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова тӗрӗслӗхе ҫӗршывӑн Конституци судӗнче шыраса тупнӑ. Парламент мандачӗсӗр хӑварнӑшӑн компенсаци тӳлеме килӗшменнине унти тӳресем ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ. Тамара Романовӑна коммунистсен партийӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн 2011 ҫулта депутат мандачӗсӗр хӑварнӑ. Депутата вӑл асӑннӑ парти ячӗпе суйланнӑ пулнӑ. Капла йышӑнӑва 2012 ҫулхи нарӑсра суд саккунлӑ мар тесе палӑртнӑ. Анчах Романова тепӗр хутчен депутат пулайман, мӗншӗн тесен 2011 ҫулхи раштавра Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ йыш суйланнӑ. Хӑйне сӑлтавсӑр кӳрентернӗ тесе шухӑшлакан экс-депутат кӑмӑл-сипет сиен тӳснишӗн 3 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеме ыйтнӑ. Анчах Шупашкар хулин Ленин район сучӗ 100 пин тенкӗпе ҫырлахтарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ Ленин район сучӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ. Сӑлтавне унти тӳресем Патшалӑх влаҫӗ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма ыйтса виҫӗ уйӑхра ҫырмалла тесе ӑнлантарнӑ. Романова кунпа килӗшмен, Мускава ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи. Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ. Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков строительство организацийӗсем хӑйсен гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулсене юсанине пӑхса ҫаврӑннӑ. Пуҫлӑх гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулшӑн хула пӗр пус та пӗтермесси пирки ҫирӗплетсех каланӑ. Муниципалитет подряд организацийӗсемпе тунӑ килӗшӳре гаранти вӑхӑтне 5 ҫул тесе палӑртнӑ. Унта-кунта шӑтӑк-путӑк пулса кайсан лешсен кӑлтӑка хӑйсен шучӗпе пӗтермелле. Тӗрӗслеве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Калинин кӗперӗнчен тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Дорэкс» предприятие 1,8 миллион тенкӗлӗх юсанӑ. Анчах кӑҫал ҫуркунне кӑлтӑксем палӑрнӑ. Ҫӗнӗрен юсама предприяти 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӗрӗслевччен пӗр кун маларах, ӗнер, «Дорэкс» ҫитменлӗхе пӗтернӗ. Алексей Ладыков ҫавӑн пекех Кривов урамне, Станциҫум урама ҫитсе тӗрӗсленӗ. Сӑнсем (50) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
«Сывлӑх» фонд медицина ӗҫченӗсен шалӑвне палӑртнӑ иккен. Ун валли вӑл «Врач справочникӗ» мобильлӗ приложенипе усӑ курнӑ. Чӑваш Ен тухтӑрсене пӗчӗк шалу тӳлекен регионсен шутне лекнӗ. Патшалӑх клиникисенче ӗҫлекен врачсен 23,6 проценчӗн ставки 10 пин тенкӗрен пӗчӗкрех-мӗн. 24 проценчӗ 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран шалу илнине пӗлтернӗ, 14 проценчӗн 15 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран тухать иккен. Сӑмах май, 50 пин тенкӗрен ытларах илекенсем те пур. Кун пек шалупа врачсен 4,1 проценчӗ мӑнаҫланаять. Коммерци организацийӗсенче ӗҫлекенсенчен ун чухлӗ илнипе 13,2 проценчӗ савӑнма пултарать. Тухтӑрсен шалӑвӗпе чи лайӑх тӑрӑм — Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Питӗрте, Якутскра, Ханты-Мансийскра. Ыйтӑма хутшӑннисенчен вӗсенче 11–20 проценчӗн ӗҫ укҫийӗ 50 пин тенкӗ ытла ларать. Чи пӗчӗк шалуллӑ тухтӑрсем Аҫтӑрхан, Волгоград, Воронеж, Пенза, Тула облаҫӗсенче тата Чӑваш Енпе Алтай крайӗнче иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |