Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Паянтан, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре пушара хирӗҫле йӗрке йышӑннӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑвӗн проектне правительствӑн паянхи ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Пушара хирӗҫле ятарлӑ режим етни вӑрман хуралӗпе вӑрманти пушарсемпе кӗрешекен подразделенисем инкеке ҫӗнме ялан хатӗр тӑмаллине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫак тапхӑрта ҫынсене вӑрмана кӗме чарӗҫ. Пуҫӗпех мар, анчах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрсе тухма, тарнспорта вӑрман тӑрӑх хутлама ирӗк пулмӗ. Вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫпа та ку вӑхӑтра аппаланма юрамӗ.

Йӗркене пӑхӑнмасӑр пуҫтахланакансене пуҫран шӑлмӗҫ. Ун пеккисене явап тыттарассине вӑйлатнӑ. Вӑрманта кӑвайт чӗртсен уйрӑм ҫынсене 2 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран штарфлӗҫ, должноҫрисене — 15 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 400 пинрен пуҫласа ҫур миллион таран. Вӑрмана шар кӑтартсан ӑна чӗртсе тӑратма тата пушара сӳнтерме тӑкакланнине те айӑплинчен шыраса илӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Етӗрне районӗнчи Андрей Михайлович Иванов ертсе пыракан Кӑкшӑмри шкул коллективӗ вӗренекенсен патриотизм туйӑмне ҫирӗплетес енӗпе чылай тӑрӑшать. Шкулта вырӑнти колхоз тата шкул историне халалланӑ музей пур. Ун ӗҫне шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александрова йӗркелесе ертсе пырать. Шкул колективӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн тата «Заветы Ильича» колхоз администраципе туслӑ ҫыхӑну тытать. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул территорийӗнче вырнаҫнӑ чӑрӑш умне асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ку чӑрӑша 1967 ҫулхи Ҫӗнтерӳ кунӗнче шкул ачисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсем малтанхи обелиск вырӑнне лартнӑ. Ҫӗнӗ Культура ҫуртне хута ярсан ун умне палӑкне те ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ.

Шкул директорӗ А.М. Иванов вӗренекенсене чӑрӑш историйӗпе паллаштарчӗ, ӑна упрама чӗнсе каларӗ. Шкулти учительсем тата вӗренекенсем пурте «Вилӗмсӗр полк» акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Кашниех вӑрҫа хутшӑннӑ хӑйӗн тӑванӗн сӑнӳкерчӗкне йӑтса ял урамӗ тӑрӑх палӑк патне ҫывхарчӗҫ, ҫула май вӗсем ҫумне таврари ял халӑхӗ хутшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗрин аллинче темиҫе сӑн. Митинг хыҫҫӑн мӗнпур сӑнӳкерчӗкрен альбом йӗркелесе шкул музейне вырнаҫтарӗҫ.

Малалла...

 

Культура

Кӑҫал эпир Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа литература конкурсӗ пуҫарнӑччӗ. Ӑна «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттерте шут тытрӑмӑр.

Литӑмӑртун пӗрремӗш тапхӑрӗ — хайлавсене йышӑнасси вӗҫленчӗ. Конкурса тӑратнӑ хайлавсемпе эсир пирӗн электронлӑ вулавашра паллашма пултаратӑр. Тӗрлӗ тӑрӑхран пурӗ 39 хайлав ҫитрӗ — те литература конкурсӗсем кӑҫал унсӑр та йышлӑ пулнӑран, те ачасене хавхалантаракан сӑлтав ҫукран нумаях хутшӑнмарӗҫ.

Ушкӑнсене вара ҫапла пайлас терӗмӗр: 6–7 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); 8 классем (сӑвӑ, 8 ӗҫ; проза, 5 ӗҫ); 9–11 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); аслисем (сӑвӑ, 5 ӗҫ; проза, 9 ӗҫ). Пурӗ ҫапла 6 ушкӑн йӗркеленчӗ. Пысӑкрах ушкӑнсене темиҫе 2-мӗш, темиҫе 3-мӗш вырӑн уйӑрӑпӑр.

Хальхи вӑхӑтра вара — ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен — хутшӑнакан хайлавсен сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Сирӗн кӑмӑла каяканннишӗн сасӑлас тесен хӑвӑрӑн шухӑша кӗртмелле (хайлав айӗнче). Камӑн ытларах пухӑнӗ — ҫав «Вулакансен кӑмӑлне каякан хайлав» номинацире ҫӗнтерӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Суя хутпа ӗҫе кӗрсен кӑштахран ним мар ӑшӑ вырӑнсӑр юлӑн. Ун пекки республикӑри влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене кӗтет. Нумай пулмасть виҫӗ ҫын ӗҫсӗр юлнӑ.

Патшалӑх влаҫ органӗсенче тимлекенсем суйнипе суйманнине, вӗсен тӗлӗшпе федераци саккунӗсем кӑларса тӑратакан йӗркесене епле пӑхӑннине Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ тӗрӗслесе тӑрать. Черетлӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче виҫӗ тӳре-шара суя хутсем тӑратни ҫиеле тухнӑ.

Тӗслӗх вырӑнне 2007 ҫулта ӗҫе илнӗ ҫынна асӑнса хӑвармалла. Вӑл пӗлӳ ҫинчен калакан суя хут тӑратнӑ. 1994 ҫулта тата 2000-мӗш ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫын вара 2004 ҫулта аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан хутсемпе ҫырлахас тенӗ. Суя хут тӑратакансене 2013 ҫулхи тӗрӗслевре те тупса палӑртнине пӗлтерет Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.

Суякан тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарнӑ, тӗрӗслев материалӗсене правӑна сыхлакан органсене ярса панӑ.

 

Вӗренӳ

Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен 28 ҫулти педагог ачасенчен тӑрӑхлани пирки хӑй вӑхӑтӗнче ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӗпе ҫамрӑк ҫав хюрарӑм ачасен ҫамки ҫине «иккӗ» паллӑ ҫырса хунӑ, пӗринче вӑл урок тӑршшӗпех пӗтӗм класа ура ҫинче тӑратнӑ. Ачасем ҫине алӑ ҫӗклес йӑла та пулнӑ иккен ун. Алӑпа та сулса янӑ вӑл, линейкӑпа та, пиҫиххипе те. Хӑшӗсен тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса лартнӑ. Ҫапла усалланӑ вӗрентекен пирки ачасен ашшӗ-амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн педагог тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Педагогӑн педагогла мар меслечӗсем ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма ӗҫрен хӑтарнӑ, шкул директорне те кӑларса янӑ, унӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумне дисциплина тӗлӗшпе явап тыттарнӑ.

Ачасене хӗнекен вӗрентекене халӗ суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата педагогра икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ.

 

Спорт

Сӗнтӗрвӑрринче пушар ҫӑлавҫисен спорчӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта хӑйсен маттурлӑхне шкул ачисем кӑтартнӑ.

Ӑмӑрту виҫӗ тӗспе иртнӗ. Чӑрмавлӑ 100 метра чупнӑ, штурмлӑ пусмапа хӑпарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн азбукине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ, пушар эстафети, иртнӗ…

Шуршӑл шкулӗнче вӗренекен Саша Яковлев ку ӑмӑртӑва виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать ав. Вӑл МЧСник пуласшӑн.

Призерсене РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов майор генерал чысланӑ. Аслисен ушкӑнӗнче Хуракасси, Шуршӑл шкулӗсем, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази мала тухнӑ. Кӗҫӗннисен йышӗнче те ҫав шкулсемех палӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри колони-поселенирен ҫын тарнӑ. Анчах хайхи нумай вӑхӑт пытанса ҫӳреймен, часах ҫакланнӑ.

Хальхи тӗслӗхӗ 8-мӗш колонире пулса иртнӗ. Унтан 29 ҫулти арҫын тухса тарнӑ. Ӑна нумайлӑха та хупман-ха. 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха. Асӑннӑ вӑхӑтлӑха арҫынна Пуҫиле кодексри виҫӗ статьяпа: вӑрланишӗн, усламҫӑ ӗҫне ура хунишӗн тата хӗненишӗн — пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе ӑсатнӑ.

Тӗрмере ирӗкри мар та, унта пӗр кунӗ те аран иртет пуль ҫав. Ларас вӑхӑта кӗскетес тенӗ-ши, тытсан вӑхӑта тӑсса парасси пирки шухӑшласа илмен-ши, анчах вӑл тарма шут тытнӑ. Колонири пӑтӑрмах пирки ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пӗлнӗ. Ирӗкре нумаях ҫӳреме май килмен, капкӑна ҫакланнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77293
 

Раҫҫейре

Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.

Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ.

Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ.

Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ.

 

Республикӑра

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван ен» конкурс ирттернӗ. Унта «Вӗсен ячӗсене нихӑҫӑн та манмӗҫ» темӑпа сочинени ҫыртарнӑ. Палах, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.

Хаҫат редакцийӗ конкурса пӗтӗмпе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ 15 сочинени килнине пӗлтерет. Ачасем ветерансем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсене кирек мӗнле формӑпа та яма пултарнӑ: интервью, очерк, калав.

Редколлеги пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял Покровски шкулӗнчи Софья Яруткинӑна пама йышӑннӑ. Унӑн ӗҫӗ «Рейхстаг ҫинчи ят» ятлӑ. Вӑл аслашшӗ Виталий Яруткин пирки ҫырса кӑтартнӑ. Софья хаҫатран 500 тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл хаҫат страницинче кирек кама та саламлама пултарӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ытти чылай ҫӗрти пекех Шупашкар районӗнчи Ойкассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пyҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Ӑна паллӑ чӑваш скульпторӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров ӑсталанӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Федор Мадуров ҫакнашкал парнене чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ӑсталанӑ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.

Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкассинче пypӗ 37 кил кӑна пулсан та вӑрҫа xӗpӗx пиллӗкӗн тухса кайнӑ, 22-шӗ унтах выртса юлнӑ. Bӑpҫӑ суранӗ ял ҫыннисен чӗрисенче халӗ те амаланать. Ефросиния Иванова, акӑ, ашшӗне вӑрҫа ӑсатнине хальхи пек астӑвать. Ҫӗнӗ палӑк ҫинче унӑн хушаматне курсан куҫҫулленмесӗр чӑтайман вӑл.

Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑка ӑсталанӑ ҫӗрте ял хастарӗсем те вӑй хунӑ. Ял тӑрӑхне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ, халӗ тивӗҫлӗ канури Евгений Афанасьев ҫaк пархатарлӑ ӗҫe ертсе пыраканӗ пулнӑ.

Палӑк уҫнӑ ҫӗpe Уйкас-Ҫӗнъяла Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн председателӗ Василий Шадриков пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/368.html
 

Страницӑсем: 1 ... 2867, 2868, 2869, 2870, 2871, 2872, 2873, 2874, 2875, 2876, [2877], 2878, 2879, 2880, 2881, 2882, 2883, 2884, 2885, 2886, 2887, ... 3734
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 29

1895
129
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...