Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура аталанӑвӗн центрӗнче «Выля, хуткупӑс!» фестиваль иртнӗ. Унта районти хуткупӑсҫӑсем хутшӑннӑ. Фестивале шухӑшласа кӑларса ертсе пыраканӗ – Владимир Бархонов. Вӑлах режиссерӗ те.

Зала ҫын нумай пухӑннӑ. Пурте купӑсҫӑсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Эппин, халӑх купӑса халӗ те питӗ юратать.

Фестивале Кӗлӗмкассинчи Геннадий Степанов, Смычкӑри Петр Иванов, Анатолий Тимофеев, Анатолий Васильев, Энтриелти Александр Мешков, Пучинкери Владимир Ильин, Огонекри Виталий Семенов, Тури Кӗлӗшкассинчи Ананий Макаров Йӗпреҫри Алексей Сергеев, Хыркассинчи Константин Сергеев хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗнчи юрӑсем халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Сцена ҫинче хуткупӑсҫӑсем «Эх, дороги…», «Сукмак», «Солдатушки, бравы, ребятушки», «В землянке», «Юрату тӗвви», «Чӑваш халӑх юррисен пуххи», «Длинные страдания», «Короткие страдания», «Барыня», «Матаня», «Цыганочка» тата ытти юрӑсене янӑраттарнӑ.

Фестивальте пӗрремӗш вырӑна Константин Антонов ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшне Алексей Сергеев тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Ананий Макаров пулнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗнтерӳ уявӗ кунран-кун ҫывӑхланса пырать. Нумай юлмарӗ вӑхӑт. Ҫавна май мероприятисем те чылай йӗркелеҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаша «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Унпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ ветерансем кайӗҫ. Ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе, хӑюсемпе, плакатсемпе илемлетӗҫ.

Пуйӑс Канаша Горьки ҫулӗпе килӗ. Вӑл Чулхуларан ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре тухӗ. «Дзержинск», «Ильино», «Ковров», «Владимир», «Муром», «Арзамас», «Сергач», «Канаш», «Хусан», Вятские Поляны», «Можга», «Агрыз» тата ытти станцире чарӑнӗ вӑл. Чылайӑшӗнче уявсем ирттерӗҫ, салют, фейерверк ярӗҫ, митингсем йӗркелӗҫ.

Пуйӑс Канаш хулине ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет ҫурӑра ҫитӗ.

 

Раҫҫейре

Ҫӗнтерӳ ячӗпе ветерансене, тыл ӗҫченӗсене РФ Президенчӗ саламлӗ. Ахаль мар. Кашни ветеран патне саламлӑ виҫкӗтеслӗ ҫырусем килӗҫ.

Кунашкал конвертсене Раҫҫей Почти пӗтӗмпе 3 миллион ытла экземпляр кӑларнӑ. Вӗсем фронтран килнӗ ҫырусем евӗр. Паллах, вӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.

Кун пек открыткӑсене мӗншӗн хатӗрленӗ? Ветерансем ӑна алла тытсан ҫамрӑклӑхне, вӑрҫӑри юлташӗсене, йывӑр тапхӑра аса илччӗр тесе.

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче почтальонсем Чӑваш Енри 25224 ветеран патне ҫитӗҫ, виҫкӗтеслӗ салам тыттарӗҫ. Ҫав конвертсене ветерансем кирек хӑш вӑхӑтра та хӑйсен юлташӗсене тӳлевсӗр ярса пама пултарӗҫ.

Аса илтерер: Раҫҫей Почти Ҫӗнтерӳ 60 тата 65 ҫул тултарнӑ чухне те ветерансене виҫкӗтеслӗ ҫырусем ярса панӑ.

 

Персона

«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан Ирина Метелева 15 ҫул телейлӗ билетсем пухать. Вӗсене вӑл общество транспортӗнче илет.

Ирина транспортра билета яланах тӳрӗ кӑмӑлпа туянать, «мулкач» пек вӑрттӑн ҫӳреме хӑнӑхман вӑл. Хӗрарӑм коллекци пухма тӗллев лартман. Каярахпа ҫеҫ вӑл вӗсене курупкана пухма тытӑннӑ. Унта халӗ ытларахӑшӗ вӑл туяннӑ билетсем. 10-шне кӑна ывӑлӗ панӑ-мӗн.

Коллекцире – телейлӗ 211 билет. Ирина Метелева ӗмӗчӗ пурнӑҫлантӑр тесе темиҫе билет ҫисе янине те каласа кӑтартнӑ. Анчах ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ-и? Калама хӗн, мӗншӗн тесен вӑл вӗсем пирки маннӑ.

Тахҫан троллейбус управленийӗнче «Телейлӗ билетшӑн – парне» акци ирттернӗ. Ирина Метелева ҫав тепӗр хут пуласса шанать. Тен, вӑл та ун чухне парнене тивӗҫӗччӗ?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/relax/view/738
 

Персона Владимир Прокопьев тунӑ сӑн
Владимир Прокопьев тунӑ сӑн

Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.

Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.

58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77083
 

Республикӑра

Раҫҫейӗн следстви изоляторсен тӗп ыйтӑвӗ вӗсем тулса ларни тесе хыпарлать Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Юсанмалли 1-мӗш колонире нумаях пулмасть изолятор уҫнӑ.

Унта 55 ҫынна вырнаҫтарма пулать. Маларах: «Изолятор 55 ҫынна кӗтет», – терӗмӗр те, вӑл халех тулса ларнӑ иккен. Унта айӑплӑ тесе шухӑшлакансене тата айӑпланакансене тытаҫҫӗ.

«Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, следстви изоляторӗ евӗр ӗҫлекен ҫуртра, следстви изоляторӗсемпе тӗрмесене проектлассин нормисемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Мӗн кирли йӑлтах пур», – ырлать айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен управленин пресс-служби. Унтан вӑл мӗн пуррине асӑнса кайнӑ: дежурство пайӗ, медицина тата оперативлӑ ӗҫченсен пӳлӗмӗсем, тӗпчевҫӗсен пӳлӗмӗсем, видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ валли пӳлӗм, япаласем хумалли пӳлӗм, карцер, камерӑсем, пухӑнмалли камера, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм, уҫӑлса ҫӳремелли картишсем.

Сӑнсем (4)

 

Хулара

Паянтан Шупашкарта ӑшӑ пама пӑрахнӑ. Кун пирки тивӗҫлӗ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшт маларах кӑларнӑ. Унта 2014–2015 ҫулсенчи ӑшӑтмалли тапхӑра акан 29-мӗшӗнчен вӗҫлесси пирки каланӑ.

Хушу пур пулин те хула администрацийӗ управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ертӳҫисемпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑшӑ чарма сӗннӗ-мӗн.

Хваттерсене ӑшӑ пама пӑрахсан та ӑшӑ шыва сӳнтермӗҫ, апла тӑк ку ырлӑхсӑр тӑрса юлмӗҫ-ха хула ҫыннисем.

Шупашкара ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем талӑкри сывлӑш температури 8 градусран 5 кун хушши ӑшӑрах тӑрсан ӑшша чарса лартассине пӗлтереҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтсан хулара кӑна мар, районсенче те ӑшӑ пама пӑрахаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Юрий Моисеев
Юрий Моисеев

Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юрий Моисеевпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалла.

Ӑна, аса илтеретпӗр, сӗтев илнӗ тесе 11,5 ҫуллӑха хупса хунӑ, 280 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Моисеевӑн ваккачӗ Алексей Максимов экс-пуҫлӑх пайта илес тесе ӗҫ вырӑнӗпе ӳстерсе усӑ курнине хирӗҫлемест иккен, анчах сӗтев илме тапӑннине шухӑшласа кӑларнӑ япала тата сӗмсӗрлӗх тесе хаклать-мӗн.

Ваккат шучӗпе Моисеев ӗҫӗнче «айӑплава ҫирӗплетекен обстоятельствӑсене тӗрӗс мар ҫирӗплетнӗ». Укҫа сӗннӗ усламҫӑна Моисеев епле пулӑшни е унӑн мӗнле ыйтӑвне татни пирки айӑплав енӗ ҫирӗплетсе паман тесе калать-мӗн Моисеевӑн хӳтӗлевҫи.

Мӗнех, паян Моисеев ӗҫне тепӗр хут пӑхса тухӗҫ. Унта епле йышӑнасси пирки хальлӗхе калама хӗн, тӗшмӗртесси кӑна юлать.

 

Персона Леонид Лебедев сенатор
Леонид Лебедев сенатор

Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Федоров хӑйӗн полномочине вӑхӑт тухичченех пӑрахма шут тытнӑ. Ҫак утӑма вӑл мӗншӗн тунине унӑн пресс-секретарӗ Константин Шварцкопф ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Эп хамӑн полномочине вӑхӑт ҫитичченех пӑрахас терӗм, мӗншӗн тесен Федераци Канашне сиен кӳрекен тӗрлӗ калаҫу объекчӗ пулас теместӗп. Хамӑн малашнехи плансем пирки каласан, оппонентсем пӑснӑ саккунлӑ правасене суд урлӑ хӳтӗлессипе ҫине тӑрӑп».

Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Лебедев хӑйӗн полномочине пӑрахасси пирки ҫырса панӑ. Ӑна паян Федераци Канашӗн пленарлӑ ларӑвӗнче пӑхса тухмалла. Асӑннӑ органӑн вице-спикерӗ Юрий Воробьев Лебедев тупӑш тата пурлӑх пирки деклараци тӗрӗс тӑратнипе тӑратманнине тӗрӗслессине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Тӗрӗслеве пуҫӑнма РФ Президенчӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен управленийӗн кӑтартӑвӗ хистенӗ-мӗн. Леонид Лебедев хӑйӗн тупӑшне 97,2 миллион тенкӗ ытларах кӑтартнӑ. Уйрӑм ҫурт-йӗр тума унӑн пилӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур иккен, усламҫӑра ӗҫлеме – пӗр участок, пурӑнмалли виҫӗ пӳрт тата 10 хваттер. Сенаторӑн сакӑр машина: «Феррари», «Тойота Тундра», икӗ тӗрлӗ БМВ, икӗ «Мерседес Бенц» (300ЭС и ЭС500 4 Матик), ГАЗ 21М тата ЗИС 110.

Малалла...

 

Сывлӑх

Шупашкара ача-пӑча хирургӗсен скальпелӗ пуҫласа килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ача-пӑчан тӗп хирургӗ, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тӗп врачӗ Анатолий Павлов ку инструмент ҫӗршыври ача-пӑча хирургӗсемшӗн реликви шутланнине пӗлтерет.

Экспонатӑн кун-ҫулӗ Раҫҫейре ҫав специалистсен ҫулсерен иртекен симпозиумӗпе тата «Ача ҫулӗнчисен хирургийӗнчи, анестезиологийӗнчи тата реаниматологийӗнчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» студентсен конференцийӗпе ҫыхӑннӑ иккен. Кӑҫал форум Сочире 55-мӗш хут пуҫтарӑннӑ. Скальпеле тепӗр ҫул мероприятие ирттерме палӑртнӑ хулана параҫҫӗ. 2016 ҫулта ача-пӑча хирургӗсем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Ку вӑл ҫак енӗпе пирӗн тӑрӑхра лару-тӑру аваннине пӗлтерекен паллӑ тесе палӑртнӑ маларах асӑннӑ Анатолий Павлов тухтӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2876, 2877, 2878, 2879, 2880, 2881, 2882, 2883, 2884, 2885, [2886], 2887, 2888, 2889, 2890, 2891, 2892, 2893, 2894, 2895, 2896, ... 3734
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 29

1895
129
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...