Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нарӑсӑн 20-мӗшпе 25-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак хыпарсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алла Самойлова министр пуканне мӗнле награда илнӗ хыҫҫӑн пушатни ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Парижри куравра чӑвашсем мӗн кӑтартма шут тытни пирки каласа патӑмӑр;
• Чӗмпӗрти куравра пӗр паллӑ чӑваш мӗн кӑтартнине систертӗмӗр;
• Чӑваш наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна йышӑннипе йышӑнайманнине пӗлме пултартӑр;
• «Тиме́р банкри» ӗҫ мӗнле пынине паллаштартӑмӑр;
• Вӗрентекенсем те хӑрушла ӗҫ тума пултарни ҫинчен систертӗмӗр;
• Александр Егоров журналист пирӗнтен уйрӑлнишӗн хурлантӑмӑр;
• Тӑван чӗлхене халалласа сӗнтӗрпуҫсем мӗнле фестиваль ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутар ачисем чӑвашла мӗншӗн вӗреннине уҫа патӑмӑр;
• Хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула пулницӑран тухса тарни пирки каласа патӑмӑр.
Паллах, ку эрнере ытти кӑсӑклӑ хыпарсем те пулчӗҫ. Эпир Элтепере «При бизнес» канал кӑтартасси пирки, пулас чукун ҫул ваксалӗ ӑҫтарах вырнаҫасси ҫинчен, Фёдор Павловӑн пурнӑҫне ҫутатакан менле кӗнеке кӑларнине, Елчӗкре менле ӑмарту тӗнче шайӗнче иртни пирки тата транспорт министрне кама лартни ҫинчен каласа патӑмӑр.
Яланхи пекех эрнене пӗтӗмлетсе унӑн ятне пӗлтеретпӗр. Пирӗн шутпа ӑна «Тӑван чӗлхе кунӗпе министр пуканӗсен эрни» теме май пур.
