Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Сысна грипне пула Украинӑра ҫынсем вилеҫҫӗ. Алла яхӑн ҫын ҫав чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Анчах ку амак унтисене кӑна мар, пирӗн ҫӗршыврисене те тиркемест. Республикӑра та сысна грипӗпе аптӑракансене тупса палӑртнӑ.

Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне ун йышшисем виҫҫӗн пулнине пӗлтерет.

Ҫӗнӗ ҫулти икӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре гриппа тата респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 3222 ҫынна шута илнӗ. Иртнӗ эрнере, унчченхи эрнерипе танлаштарсан, чирлисен шучӗ 2,5 хут ӳснӗ. Тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫултисем таранхисем чирлесси 1,8 хут нумайланнӑ, 3-6 ҫулхисем хушшинче — 2,4 хут, 7-14 ҫулхисен хушшинче — 1,9 хут, 15 ҫултан аслӑраххисем хушшинче — 3,5 хут. Маларах асӑннӑ чирпе аптӑракансенчен 95,4 проценчӗ — 14 ҫулта ҫитмен ачасен тӳпи.

 

Пӑтӑрмахсем Эдурад Дидиченко журналист
Эдурад Дидиченко журналист

Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ.

Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ.

Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха.

 

Апат-ҫимӗҫ

Чӑвашстат лавккари апат-ҫимӗҫ хакӗсене тишкерсех тӑрать. Кӑрлачӑн 12–18-мӗшӗсенче хаксем мӗнлерех пулнӑ?

Сахӑр, вермишель ытларах хакланнӑ — 3,3% тата 2,0%. Ҫав эрнере чӑкӑт, кӑлпасси хакӗсем те хӑпарнӑ. Купӑсташӑн, суханшӑн тата кишӗршӗн те ытларах тӳленӗ халӑх.

Помидор вара самай йӳнелнӗ — 7 процент таранах. Ҫавӑн пекех консерв, ӗне тата сысна какайӗсем, макарон, рис хакӗсем хӑпарнӑ — 2,1–1,0%.

Ҫӑнӑх, чӑх какайӗ, ҫӑмарта, сӗт, вир кӗрпи, ҫӗрулми, тип ҫу тата услам ҫу, печени те йӳнӗрех пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80991
 

Республикӑра

Шкул ачине, тӑм тивтернӗскере, тупнӑ. Вӑл асламӑшӗ патне кайнӑ-мӗн. Халӗ 9 ҫулти ача пульницӑра выртать.

Ку шӑматкун каҫхине пулнӑ. Пуйӑс машинисчӗ Чӑваш Енпе Тутарстан чикки патӗнче ача электричка чарма хӑтланнине дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Вырӑна полицейскисем тата чукун ҫул ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ҫулпа 5 ҫухрӑм утсан та тупайман вӗсем ачана. Йӗрсем дачӑна илсе ҫитернӗ. «Вӑрмар» станцӑ ҫывӑхӗнче кӗрт ӑшӗнче тупнӑ ӑна. Ача тӑнне ҫухатнӑпа пӗрех пулнӑ.

Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ унӑн уринчи пӳрнисене татас ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын ача ашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑнать. Килтен кӑнтӑрлах тухса кайнӑ вӑл, кукамӑшӗ патне ҫитме палӑртнӑ. Электричка кӗтсе илеймесӗр ҫухалса кайнӑ.

 

Спорт Татьяна Акимова биатлонистка
Татьяна Акимова биатлонистка

Биатлон енӗпе ӗҫлекен тренерсен штабӗ Тӗнче кубокӗн улттӑмӗш тапхӑрне хутшӑнакан спортсменсене ҫирӗплетнӗ. Унта Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова (хӗр чухнехи хушамачӗ Семенова) лекнӗ.

Ӑмӑрту кӑрлачӑн 21–24-мӗшӗсенче Италири Антхольцра иртмелле.

Хӗрарӑмсенчен ушкӑна ҫвӑн пекех Екатерина Шумилова, Екатерина Юрлова, Ольга Подчуфарова тата Анастасия Загоруйко кӗнӗ.

Арҫынсенчен Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Дмитрий Малышко, Алексей Волков, Максим Цветков, Алексей Слепов, Антон Бабиков медальсемшӗн тупӑшӗҫ.

Биатлона юратакансен юлашки вӑхӑтра пирӗн хӗрарӑм-биатлонисткӑсемпе мӑнаҫланмаллиех пулмарӗ-ха. Тӗнче кубокӗшӗн пынӑ виҫҫӗмӗш тапхӑр вӑхӑтӗнчи Словенири Поклюкри масс-стартра Ольга Подчуфарова виҫҫӗмӗш вырӑнпа савӑнтарнӑччӗ. Мӗнех, ентешӗмӗре ӑнӑҫу сунар.

 

Экономика Михаил Игнатьевпа Валерий Павлов
Михаил Игнатьевпа Валерий Павлов

Элӗк районӗнчи шкулсенчен пӗринче вӗренекен 8-мӗш класс ачи 800 килограмм сиплӗ курӑк пухнӑ. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.

Михаил Игнатьев Чӑвашпотребсоюз ертӳҫипе ку хыпара илтессишӗн кӑна курнӑҫман-ха.

Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура республикӑри потребсоюз ӗҫ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх Чӑвашпотребсоюза шанать.

Чӑн та, пӗлтӗр ӗҫ кӑтартӑвне 3 процент ӳстернӗ. Ял халӑхӗ потребсоюза хӑй туса илекен тавара та сутать. Пӗлтӗр ял ҫыннисенчен 658 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗрлӗ эмел курӑкӗ те пухаҫҫӗ. Элӗк районӗнче пурӑнакан 8-мӗш класра вӗренекен 800 кг сиплӗ курӑк пуҫтарнӑ, уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Унти тата тепӗр шкул ачи 300 кг эмел курӑкӗ пухса 9 пин тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Ҫак районтах пурӑнакан ватӑ типӗтнӗ сиплӗ курӑк 1 тонна пухса 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.

 

Республикӑра

Ҫутӑ укҫи пуҫтаракансем хӑйсем тӗрекленсе пыни пирки мар-ха. Сӑмахӗ — вӗсем хушма офиссем уҫса пыни ҫинчен.

«Русгидро» компани йышне кӗрекен «Чӑваш энергосбыт компанийӗ» ҫынсене йышӑнмалли пунктсен йышне сарса пырать. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 33-мӗш «б» ҫуртра, «Шупашкар» чарӑну ҫывӑхӗнче, офис уҫнӑ. Хушма пунктра виҫӗ специалист йышӑнать. Ведомство хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелени клиентсене кирлӗ пулӑшӑва тӗп хуламӑрти Мускав проспектӗнчи 41/1-мӗш ҫурта каймасӑрах илме май парать.

Чи лайӑххи — меллӗ ӗҫ графикӗ: хушма офис ытларикунтан пуҫласа эрнекунччен 9 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-13:45 сехетсенче) ӗҫлет; шӑматкун — 9 сехетрен 17 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-14:00 сехетсенче). Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре Телекӑларӑм сюжетӗнче — Михаил Игнатьев Элтепер
Телекӑларӑм сюжетӗнче — Михаил Игнатьев Элтепер

Вырсарникун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, «Россия 1» телеканал «Вести недели» (чӑв. «Эрне хыпарӗсем») программӑра пирӗн республикӑмӑр пирки ятарлӑ репортаж кӑтартнӑ.

Александр Балицкий Чӑваш Ен пирки хатӗрленӗ сюжета ӳкерме Мускавран килнӗ журанлистсем республикӑра тӑватӑ кун ӗҫленӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви.

Тӑватӑ кунта журналистсем республикӑри 10 ытла предприятие ҫитсе курнӑ. Вӗсен шутӗнче тахҫантанпах уҫӑлнисем те, тинтерех ӗҫлесе кайнисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел батарейи кӑларакан «Хевел», «Экоклинкер» ҫамрӑк производство, Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ пирки асатте-асаннесем те пӗлеҫҫӗ. Е тата кондитер хапрӑкӗ, Ҫӗмӗрлери автомобиль фургонӗсен комбиначӗ. Шупашкарта микрорайонсене те ҫитсе курнӑ, Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗн пульницинче, В.И. Чапаев музейӗнче пулнӑ.

 

Культура

Кӑсалхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 95 ҫул тултарать. Уявне те музейҫӑсем ҫав кунах палӑртма шухӑшласа хунӑ.

Юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ырантан пуҫланса нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ. Кунта сайра тӗлпулакан кӗнекесемпе документсем, ҫын аса илӗвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем, открыткӑсемпе значоксем, ҫипуҫ тата пушмак, аксессуарсемпе эрешсем, музыка инструменчӗсем, йӑлари япаласем, тимӗр тата хут укҫасем тата ыттине кӗртме пулать.

Парне евӗр панӑ япаласенчен музейҫӑсем юбилей кунӗ валли курав йӗркелӗҫ.

Парнене ӗҫ кунӗнче 10 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2 ҫуртри 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 62-41-24.

 

Республикӑра

Ыран, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пенси ыйтӑвӗсемпе право сехечӗ иртет.

«Пенси законодательствинчи 2016 ҫулхи актуаллӑ улшӑнусем» ят панӑскере РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн специалисчӗсем хутшӑнӗҫ. Право сехечӗ 137-мӗш пӳлӗмри конференц-залра 14 сехетре пуҫланса 15 сехетчен тӑсӑлӗ.

Пенсипе ҫыхӑннӑ ыйтусене капла пухса ӑнлантарас тени ҫӗршывӑн пенси тытӑмӗнче кӑҫал пулса иртекен ҫӗнӗлӗхсене халӑх патне ҫитерес тенипе ҫыхӑннӑ.

Ӗҫлекен пенсионерсене пенси индексацилеме пӑрахасси пирки те каласа кӑтартӗҫ.

Пенси законодательствине ӑнлантармалли право сехечӗсене вулавӑшра ҫитес уйӑхсенче те йӗркелемелле. Кунӗсене халех палӑртнӑ: нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче. Вӑхӑчӗ яланах — 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ — 23-02-17 (128).

 

Страницӑсем: 1 ... 2660, 2661, 2662, 2663, 2664, 2665, 2666, 2667, 2668, 2669, [2670], 2671, 2672, 2673, 2674, 2675, 2676, 2677, 2678, 2679, 2680, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...