|
Республикӑра
![]() Тӗрлӗ шайри хисепе тивӗҫнисем тӳре-шарапа асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче урамсене тата картишсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш юр чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ӳкнӗ. «Дорэкс» акционерсен обществи ҫав вӑхӑтранпа 152 пин кубла метр юр турттарнӑ. Ҫав шутран 142 кубла метрне чӳк тата раштав уйӑхӗсенче илсе тухнӑ. Предприятин диспетчер служби пӗлтӗр ҫав тапхӑрта мӗн чухлӗ турттарнине те танлаштарса пӑхнӑ. Ун чухне 49 пин кубла метр кӑна пуҫтарӑннӑ, 2014-мӗш ҫулта вара — 31 пин. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари юра икӗ полигонта пухаҫҫӗ: Калинин районӗнче («Промтрактор» савутӑн тасатмалли сооруженийӗ ҫывӑхӗнче) тата Мускав районӗнче (Б. Хмельницкий урамӗнче). Вӗсенче юра талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, юра управляющи компанисемпе ытти предприяти-организацисем те турттарса каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Хваттерти хостел кӳршӗсене тарӑхтарнӑ Шупашкарти Комбинат урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хваттерлӗ ҫын хӑйӗн хваттерне хӑна ҫуртне ҫавӑрнӑ. Ятарлӑ сӗтел-пукан, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр лартса тухнӑ та хостел евӗр усӑ курма тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑх пурӑнма янипе хваттер хуҫи пайталлӑ пулнӑ вӑхӑтрах кӳршӗсене пускилти ҫӗр тӗрлӗ хӑна-вӗрле канлӗ пурӑнма кансӗрленӗ. Унтан та ытларах: ҫемьере ҫул ҫитмен виҫӗ ача пулнӑ, вӗсене те килен-каян савӑнтарман. Пӗчӗкскерсен правине хӳтӗлесе Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратура суда ҫитнӗ. Тавӑҫра кӳршӗллӗ хваттере хӑна ҫуртне ҫавӑрни ачасен правине пӑснине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата хостеле ҫавӑрас тесен хваттере пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тесе йышӑнмалла. Ун валли ҫуртра пурӑнакансенчен илни кирлӗ. Саккуна пӑхӑнман ҫынсен тӗлӗшпе суд хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курма юрамасть тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗн студенчӗсем Францири Прованс регионӗнче стажировкӑра пулнӑ. Иккӗшӗ – студент, тӑваттӑшӗ техникумран вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Пирӗн ҫамрӑксем ҫав ҫӗршывра Мишлен ҫӑлтӑрне панӑ ресторансенче стажировка тухнӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех поварта ӗҫленӗ. Сӑмах май, Мишел ҫӑлтӑрӗ – заведени пахалӑхӗ, унта паха апат пӗҫӗреҫҫӗ, килен-каяна лайӑх пӑхаҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем унта каймашкӑн малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсем французла вӗреннӗ. Ресторанра стажировка тухсан вӗсене сертификат панӑ. Яш-хӗр паха опыт та пухнӑ. Техникум кунашкал стажировкӑсене пӗрре мар йӗркеленӗ. Унччен студентсем Венгрире тата Турцире пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() ЧР прокуратури Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек шкулне тӗрӗсленӗ. Ачасене мӗнпе апатлантараҫҫӗ? Ҫакна тӗрӗсленӗ чухне прокуратура саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, шкулта ачасене икӗ хутчен вӗри апат ҫитермелле. Анчах ку шкулта шӑпӑрлансене пӗр хутчен ҫеҫ апатлантарнӑ. Апатланмӑшра технологи ӗҫне тӗрӗслеменни те ҫиеле тухнӑ. Ачасене ҫитернӗ ҫӗрулми ӑҫтан пулни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫӗрулмипе апатлантарнӑ-мӗн. Малти Ишек шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Республикӑри клиника пульницин тухтӑрне Вячеслав Оленина РФ Президенчӗ Владимир Путин «РФ тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ята панӑ. Вячеслав Оленин сумлӑ ята сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне, медицина ӑслӑлӑхне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, нумай ҫул чунне парса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл Республикӑри клиника пульницин хирурги уйрӑмне 26 ҫул ертсе пынӑ. Ку республикӑра пӗвер хирургийӗпе ӗҫлекен пӗртен-пӗр уйрӑм. Сӑмах май, Вячеслав Оленин 2005 ҫулта «ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 2014 ҫулта вара ӑна Чӑваш Республикин Хисеплӗ грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Канашри 12-мӗш ача пахчине суд приставӗсем хупнӑ. Яланлӑхах мар, ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ. Ача пахчи шӑпӑрлансен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унта условисем япӑххи пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫӑхав ҫырнӑ. Чӳречесем кивӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте кантӑк вырӑнне — полиэтилен хутаҫ. Вӑл вара пӗчӗкскерсене сивӗрен хӳтӗлемест. Пӳлӗмри сывлӑш температури те нормӑран самай пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна пула ачасем ӑшӑ тумпа, пушмакпа ҫӳренӗ. Ӑшӑ тытас тесе ача пахчинчи ӑшӑтакан кӑмакасем пулнӑ. Ашшӗ-амашӗ Роспортребнадзора ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн ӗҫ суда ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫурта 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑха аталантарнӑшӑн паллӑ хирурга Владимир Волкова уйӑхсерен 3 пин тенкӗ парасси пирки хушӑва ала пуснӑ. Владимир Егорович – 550 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫав шутра – 11 монографи, 17 вӗренӳ пособийӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Владимир Егорович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хирурги чирӗсен кафедрине халӗ те ертсе пырать. Владимир Егорович – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хирурга пирӗн республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллаҫҫӗ. Паянхи кун Владимир Егорович операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑх хыҫҫӑн лазер терапине аталантарас енӗпе тӑрӑшӑть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() «Алза» хӑпартакан ҫурт Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑпа хваттерлӗ пулас текенсене хваттер уҫҫи Ҫӗнӗ ҫул умӗн те лекмен. 4-мӗш позици шутланаканскерте хваттер туянма шутланисене пӗлтӗрхи раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне хваттер уҫҫи тыттарма пулнӑччӗ, малтан шантарнӑ вӑхӑтра (ку датӑна малтанласа 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ тесе палӑртнӑ) уҫӑ илейменнисене 50 пин тенкӗ компенсаци сӗннӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ. Йӳнӗ ҫурт-йӗре Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе тумаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе купалама шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче пӑлан илсе килнӗ. Ҫурҫӗр чӗрчунӗсене Егор Егоров Челепертен туяннӑ. «Красотка» аҫапа «Северок» аҫа ҫӗнӗ вырӑнта хальлӗхе хӑюсӑртарах туяҫҫӗ. Вӗсене Канаш районӗнчи ветеринарсем пырса тӗрӗсленӗ. Карантин вӑхӑтӗнче, вӑл нарӑсӑн 9-мӗшӗччен пырӗ, эпизоотилле епле ӗҫсем ирттерессине палӑртса хунӑ. Выльӑх тухтӑрӗсем ҫурҫӗр чӗрчунӗсем ҫӗнӗ ҫӗре лӑпкӑн хӑнӑхасса шанаҫҫӗ. Экзотикӑлла чӗрчунсене усрассипе кил хуҫин опыт пур теҫҫӗ. Пӑлансене епле пӑхмалли пирки кил хуҫи тӗрлӗ литература нумай вуланӑ, илемлӗ ҫак чӗрчунсен вӑрттӑнлӑхне, кӑмӑлне, вӗсем мӗне кӑмӑлланипе мӗне тиркенине аван пӗлет. Пӑлансене кил хуҫи ятарлӑ рационпа тӑрантарать. Вӗсене вӑл ачашласа алла хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
