Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ. Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха? |
Пӗлтерӳ
![]() «Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫавӑн пекех конкурс хӑй те вӗҫленет. Иртнӗ уйӑхра хутшӑнакансем сахалрах пулчӗҫ. Ҫавӑнпа та приз калӑпӑшне пӗчӗклетес терӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑна каллех Марина йышӑнчӗ (975 пуплевӗш, 8430 сӑмах). Ӑна эпир 1000 тенкӗпе хавхалантаратпӑр. Иккӗмӗш вырӑна утӑ уйӑхӗнчи пекех «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл 177 пуплевӗш куҫарма пултарчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Галина йышӑнчӗ. Вӑл 131 пуплевӗш (1347 сӑмах) куҫарса пулӑшрӗ. Альтук аппапа Галинӑна 500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр. 100 ытла пуплевӗш куҫаракансен йышӗнче Маргарита тата salam пулчӗҫ. Вӗсене 100 тенкӗ карас номерӗ ҫине куҫарса парӑпӑр. «Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑрту вӗҫленнӗ май пирӗн конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута валеҫсе памалла. Ӑна ҫак хутшӑнакансем илме тивӗҫ пулӗҫ: Марина, Альтук аппа, civhim2, Мария, snik, Viktor, Галина, Алина, Надя, Любовь, Маргарита, Нинел, Роза, olga, Марина Васильева, vlad, salam, Татьяна, elena (кунта — сайтри логин ячӗсен йышӗ). Сертификатлӑ пулас тесен пирӗнпе amartu@chuvash.org адреспа ҫыхӑнмалла — тулли ята (хушамат, ят, аҫӑр ячӗ), ӗҫ вырӑнне пӗлтермелле. Конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хута электронлӑ майпа ҫитеретпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вырма юлашки гектарсем ҫинче пырать Кӑҫал кӗрхисене пирӗн республикӑра 100 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Эрнекуна илсен, 91,1 пин гектарӗ валли ҫӗре сухаласа хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Процентпа пӑхсан, ку вӑл 91,1 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫ кӑтартӑвне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви иртнӗ ҫулхипе те танлаштарса кӑтартнӑ: ҫулталӑк каялла планпа пӑхнин 82,5 процентне хатӗрленӗ пулнӑ. Вырма хуҫалӑхсенче вӗҫленсе пырать. Маларах асӑннӑ министерство район администрацийӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, хуҫалӑхсемпе фермерсем тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 98,4 процент ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Кунта куккуруса кӗртмен. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ӑна симӗс апатлӑх кӑна мар, тӗшӗлеме те ӳстереҫҫӗ. Тыр-пула Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче вырса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Игорь Головин Чӑваш Енӗн спорт министрне Игорь Головин ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ. Влаҫ тытӑмӗнчисемшӗн Игорь Вячеславович ҫӗнӗ ҫын мар. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче патшалӑхӑн влаҫ органӗсемпе тата гражданла общество институчӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пайра консультантра тӑрӑшнӑ. Республикӑн спорт министрӗн ҫумӗнче ҫутлатӑкран та сахалтарах тимленӗ Борис Атаманова ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, экс-министр ҫумӗн мӑшӑрӗ (пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл та упӑшкипе пӗрле пулнӑ) вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши, ҫул-йӗр инспекторӗсене кам чӗнсе илнӗ-ши тесе аптӑранине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелӗ тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлчӗ. Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хитре мар кадра федерацин МИХӗсем те пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Италири юрӑҫ Энрико Колонна Шупашкара клип ӳкерме килнӗ. Вӑл ҫӗнӗ юрӑ кӑларма хатӗрленет. Юрӑҫа кунти мӑнастирсем, халӑх кӑмӑллӑ пулни килӗшнӗ. Вӑл кунта арӑмӗпе тата ывӑлӗпе килнӗ. Энрико Венецие е Флоренцие мар, шӑпах Шупашкара суйлани мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Пирӗн хула ӑна илемӗпе тыткӑнланӑ. Кунти тетреллӗ ҫанталӑк та кӑмӑла пусӑрӑнтарнӑ – шӑпах юрӑра клипра кирлӗ пек. Энрико кунта «Se bastasse l’amore» юрӑ валли клип ӳкересшӗн. Тӗп сӑнар чылай ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн юратнӑ ҫынни усал шыҫӑпа чирлине пӗлет. Вӑл чи хаваслӑ самантсене аса илет. Ку композици Энрико Колоннӑн ҫӗнӗ альбомне кӗнӗ. Энрико Раҫҫейре те юрлать, вырӑс халӑхне юратать. Шупашкарта та унӑн пултарулӑхне килӗштерекенсем пур. Шӑпах вӗсем клипа Шупашкарта ӳкерме сӗннӗ. Композицие чи малтанах Итали халӑхӗ курӗ. Унтан ӑна чӑвашсем те хаклама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ. 49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле. «Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне видео ӳкерме юраманнине каланӑ. Ун чухне Михаил Васильевича пӗр ҫын хӑйӗн смартфонӗ ҫине видео ӳкернӗ. Анчах ку республика Элтеперне килӗшмен. Вӑл ҫав ҫынна саккун пирки аса илтернӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, чи малтан Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан ҫынна видео ӳкериччен унран ирӗк илмелле. Михаил Игнатьевпа ҫав ҫын мӗн калаҫни пирки тӗнче тетелӗнче видео тухнӑ. Ӑна ҫак каҫӑпа куҫсан курма пулать: http://govoritmoskva.ru/news/91496/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, газон ҫине урапасене лартма юрамасть. Анчах Шупашкарти депутатсем урапа хуҫисене хӑйсем тӗллӗн штрафлама шухӑшланӑ. РФ Аслӑ сучӗ ЧР Аслӑ сучӗпе килӗшнӗ: газон ҫине урапа лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни — йӑнӑш. Ҫул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр тӗслӗхре урапана газон ҫине, ҫул хӗррине лартма юрать. Газон ҫине урапа лартма юраманнине федераци саккунӗнче палӑртнӑ. Апла ку вырӑнти депутатсен ӗҫне кӗмест. Ҫавна май Шупашкарти пӗр ҫын ЧР Аслӑ судне тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. РФ Аслӑ судӗнче ку йышӑнӑва Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗ, прокуратура пӑрахӑҫлаттарма тӑрӑшнӑ. Анчах суд хӑйӗн шухӑшне улӑштарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна каллех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн агитациленине асӑрханӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне асӑннӑ партин баннерӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Малтанах баннера «Сӑнавҫӑ» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки прокуратурӑна систернӗ. Алла Самойловӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ баннер Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче ҫакӑнса тӑрать. Унта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин палли пур, сӑнӳкерчӗкре — Алла Самойлова тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Прокуратурӑран хурав килнӗ. Алла Самойлова баннер ҫине хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтармашкӑн ирӗк паман. Баннера вара «Дом Быта «Орион» акционерсен обществи вырнаҫтарма саккас панӑ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑн уйӑхӗн 14–18-мӗшӗсенче велоспорт-шоссе енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн арҫынсен пӗрлештернӗ командине Чӑваш Ен спортсменӗ кӗртнӗ. Францире иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне хӳтӗлемешкӗн Павел Брутта кайӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Павелсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине тепӗр 7 спортсмен кӗнӗ. Харпӑр тата ушкӑнпа кам чупассине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |