Спорт
![]() 2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ. Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ. Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Африка мурне сарӑлма паман. Хӑрушӑ чире тӗп тунӑпа пӗрех. Карантина хальлӗхе илмен. Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче полицейскисем талӑкӗпех дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Вӗсем урапасене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ветеринари службин ӗҫченӗсем ятарлӑ хутӑшпа дезинфекцилеҫҫӗ. Асӑннӑ района кӗрекен, унтан тухакан урапасене малашне те тӗрӗслӗҫ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнче канашлу ирттернӗ. Михаил Васильевича Африка мурне сарӑлма чарни пирки пӗлтернӗ. Ятарлӑ комиссисем халӑхран сысна пуҫтарса пӗтернӗ. Икӗ районта 3000 ытла сыснана тӗп тунӑ. Вӗсене компенсаци тӳлемешкӗн хыснаран 23 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сергей Артамонов министр ку лару-тӑру сысна ашӗн хакне витӗм кӳмелле марри пирки каланӑ. Монополипе кӗрешекен служба лавккасене тӗрӗслеме пуҫланӑ. Сысна ашӗ 6-9 процент хакланнӑ-мӗн. Карантин зонинчен инфекциллӗ какая илсе тухакансем пур-ха. Анчах вӗсене постра тытса чараҫҫӗ. Халӗ Африка мурне тупнӑ ялсене дезинфекци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӑслӑ ачасемшӗн вӗрентекенсене хавхалантараҫҫӗ Шкул ачисен тата професси пӗлӗвӗ илекенсен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадисенче ҫӗнтерекенсене хатӗрленӗ республикӑри 48 педагог премие тивӗҫнӗ. Укҫана Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи «О дополнительных мерах по поддержке и развитию инновационного, творческого и духовного потенциала системы образования в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци, пултарулӑх тата ӑс-хакӑл пултарулӑхне пулӑшса пыма тата аталантарма хушма мерӑсем уйӑрасси ҫинчен) хушӑвӗпе уйӑраҫҫӗ. Вӗренӳри пахалӑха шкул ачисем олимпиадӑсенче хайсене епле кӑтартни тарӑх хаклаҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тарӑх, пирӗн республика ку енпе кӑҫал та пӗлтӗрхи шайрах: пӗлтӗр 43 ача ҫӗнтернӗ, кӑҫал — 42-ӗн. Олимпиадӑра ҫӗнтерекенсен шучӗпе 2014-2015-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче пирӗн республика Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() 21 ҫула ҫитсе те хӑйне ятӑн кӗтессӗр тенинчен вулакан, тен, тӗлӗнет те пулӗ. Ҫамрӑк пуҫпах ҫурт-йӗр ҫавӑраймассине ӑнланатӑп-ха. Анчах сӑмахӗ кунта тӑлӑх пирки. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑх ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине саккунта пӑхса хӑварнӑ. Анчах Пӑрачкав районӗнчи 21 ҫулти икӗ ача амӑшӗ ниепле те хӑйне ятӑн кӗтеслӗ пулайман. Аптӑранипе тӑлӑх прокуратурӑна кайнӑ. Унтисем тӑлӑха ӑнланнӑ. Патшалӑх шучӗпе пурӑнма кӗтес уйӑрса пама ыйтса Шупашкарти Ленин район судне ҫитнӗ. Тӳре те тӑлӑха майлӑ пулнӑ. Икӗ ача амӑшне, ҫын патӗнче хӗсӗнсе пурӑнаканскере, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле йышӑну кӑларнӑ. Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Макдональдс» хӑвӑрт апатланмалли ресторансене Казахстанри Кайрат Боранбаев усламҫӑ туянать. Вӑл Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи ҫав апатлану предприятийӗсене илмелле. Кунта Чӑваш Ен те кӗрет. Казахстанри усламҫӑ «Макдональдссене» 6 миллиард тенкӗ хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Маларах пуян ҫын Казахстанри тата Белоруҫри ҫӳлерех асӑннӑ сеть ресторанӗсене туяннӑ. Алма-Атара тата Казахстанра унӑн пуянлӑхе нумай теҫҫӗ: суту-илӳпе кану центрӗсем, кинотеатрсем, фитнес-залсем, хӑна ҫурчӗ пур иккен. Усламҫӑна ҫаврӑниччен газ отраслӗнче ӗҫленӗ. Кайрат Боранбаев Казахстан президенчӗн Нурсултану Назарбаевӑн тӑванӗ лекет-мӗн. Усламҫӑн хӗрӗ 2013 ҫулта Назарбаевӑн мӑнукне качча тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Рейтинг» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен самай пайӗ 500 пин тенкӗрен йӳнӗрех машинӑна та туянаймасть. Кредита шансан та кашни пиллӗкмӗш ҫемье кӑна апла урапаллӑ пулайрать. 1,2 миллион тенкӗ таран тӑракан урапана пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен 6,6 проценчӗ илме тупра ҫитереет. Машинӑсен хакӗ те хальхи вӑхӑтра йӳнӗ мар. Вӑтамран илсен, хак 1,5 миллион тенкӗрен иртет. 5 миллион тенкӗрен хаклӑ машинӑна пирӗн ҫӗршыврисен 0,9 проценчӗ туянайрать. Укҫа-тенкӗллӗ, хаклӑ урапа илейрекенсем Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унта ҫур миллион тенкӗрен йӳнӗреххисене халӑхӑн ҫурри ытла кредитпа туянайрать, 1,2 миллион тенкӗллисене — 33,5 проценчӗ, чи хаклисене — 6,8 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ черетлӗ 99-мӗш сезона авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫма палӑртса хунӑ. Кӑҫалхине Константин Иванов ячӗллӗ театр И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗпе пуҫлӗ. Ку постановкӑна театр вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑччӗ. Спектакльте ҫамрӑк пуҫӗпе ҫавӑн пек поэма ҫырса хӑварма пултарнӑ маттур ҫинчен кӑна мар, Максимов-Кошкинский сӑнарне те кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш сценин театрӗ ҫине ку спектакле ҫӗнӗрен кӑларнӑ хыҫҫӑн хальлӗхе 18 хутчен кӑтартнӑ. Театртисем пӗлтернӗ тарӑх, ӑна курма ултӑ пине яхӑн ҫын пынӑ. Ҫамрӑксем те ку ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртмалла. Ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезон авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар. Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ каялла ӑна Шупашкара панӑ. Хальхи вӑхӑтри пултарулӑх центрӗ ятпа ӗҫлекен ҫав ҫурта паян каялла республика харпӑрлӑхне илесшӗн-мӗн. Унта "культура министрӗн ҫумӗн Вячеслав Ориновӑн ку енӗпе чее план пуррине" пӗлтернӗ. "Влаҫа ҫитнӗ ҫамрӑксен театрӗн экс-режиссерӗ" "Ҫеҫпӗл" ҫуртне ҫамрӑксен театрӗ валли уйӑрасшӑн имӗш. Материалта: "Трактор тӑвакансен культура керменне парас тенӗ те ҫуркунне — май килмен, халӗ "Ҫеҫпӗле" куҫ хывнӑ", — шухӑш палӑрать. |
Раҫҫейре
![]() Lenta.ru информаци порталӗ Раҫҫейри хуласен экологи танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтерет. Сергей Донской чи таса тата таса мар хуласене палӑртнӑ. Талаштарӑмра Мускав япӑх экологи тӗлӗшӗнчен пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан списока Норильск, Иркутск, Чита, Дзержинск, Красноярск, Екатеринбург, Челепи, Магнитогорск кӗнӗ. Лайӑх экологи тӗлӗшӗнчен Тамбов облаҫӗ палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алтай Республики, виҫҫӗмӗшне Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чи таса 10 регион йышне Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Республики, Курск, Тамбов, Тӗмен облаҫӗсем кӗнӗ. Танлаштарӑма ҫын сывлӑхне япӑх витӗм кӳрекен таса мар сывлӑша шута илсе хатӗрленӗ. Сывлӑш чи малтанах газсене пула вараланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона пӗтемлетнӗ. Шел те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра шыв хӗрринче пулнӑ инкексен, шывра путнисен хисепӗ ӳснӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне шар курнӑ. Ҫитменнине, чӑмпӑлтатма юраман вырӑнта. Кӑҫал шывра пӗчӗк ачасем те путса вилнӗ. Паллах, ку ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула сиксе тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри чылай районта шыва кӗме юрӑхлӑ вырӑн сахал. Танлаштармашкӑн: кӑҫал шыв хӗрринче 48 инкек пулнӑ, пӗлтӗр — 30. Шывра 48 ҫын путса вилнӗ, 2015 ҫулта — 30. Кӑҫал шывра 7 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр вара — 6-шӗн. Кӑҫал 18 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |