Чӑвашлӑх
![]() Каппелер чӑвашсем пирки кӑларнӑ кӗнеке Венӑри Андреас Каппелер профессор иртнӗ уйӑхра чӑвашсем ҫинчен нимӗҫле кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. «Die Tschuwaschen: Ein Volk im Schatten der Geschichte» (Böhlau Köln, 2016.) (чӑв. Чӑвашсем: истори мӗлкийӗнчи халӑх) ят панӑскере юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институчӗн акт залӗнче 10 сехет те 30 минутра хӑтлӗҫ. Кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке нумай енлӗ Раҫҫей, унта пурӑнакан чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Андреас Каппелер Чӑваш Енре темиҫе хут та пулнӑ. Кунтисем ҫинчен пухнӑ материалсене маларах вӑл хӑйӗн монографийӗсенче тата ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче усӑ курнӑ. Кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Австри ӑсчахӗ Чӑвашри ӗҫтешӗсене — В.В. Андреева, И.И. Бойкона, В.П. Иванова, Ю.Н. Исаева, Е.В. Касимова, В.Н. Клементьева, Е.К. Минеевана, Ф.Н. Козлова, Г.А. Николаева, Л.А. Таймасова, В.Г. Харитонова — тав тӑвать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр организацире, ҫав шутра «Дуслык» (тутарларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах туслӑх тенине пӗлтерет) ял хуҫалӑх кооперативӗнче те, ӗҫ саккунӗпе туслах маррине унти прокуратура асӑрханӑ. А.Ж. Халилов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ ӗҫе ют ҫӗршыв ҫыннисене илнӗ. Анчах вӗсене хӑй патӗнче тар тӑктарни пирки ҫав ҫын хут ҫырса аппаланман. Ӗҫ укҫине те уйӑхра икӗ хутчен тӳлемен — «кӗмӗле» пӗрре кӑна тыттарса пурӑннӑ. Маларах асӑннӑ «Дуслык» та ӗҫ саккунӗпе туслӑ мар. Унта тӑрӑшакансене шалу мӗнрен тӑнине хутпа ҫырса паллаштарман, расчет хучӗсене те ҫынсене паман. Унсӑр пуҫне ӗҫ укҫипе хуҫалӑх 125 пин тенкӗ ытла парӑм пухса янӑ. Саккуна пӑснӑшӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун тӑрӑх республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ усламҫӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫине — 3 пинлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум. Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ. Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмӑн явап тытма тивӗ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл хӑйӗн хӗрне хӗнесе пурӑннӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм 5 ҫулти хӗрне хӗненӗ. Ун чухне амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче те амӑшӗ хӗрне килте кӑритурта ҫапнӑ, ҫӳҫӗнчен сӗтӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем юлнӑ. Халӗ ку ӗҫе суда ярса панӑ, ӑна кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Вӑл унчченхи мӑшӑрне айӑплама тӑнӑ: лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ имӗш Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие килнӗ те экс-упӑшки тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ тесе палӑртнӑ вӑл. Полицейскисем суйнӑшӑн явап тыттарассине пӗлтерсен те малаллах каланӑ вӑл. Анчах следовательсем хӗрарӑм суйнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын экс-арӑмӗпе телефонпа калаҫнине ҫыртарса илнине пакунлисене итлеттернӗ. Хӗрарӑм мӗншӗн суйнӑ-ха? Вӑл ачине хӑйӗн патне илесшӗн пулнӑ. Суд вара унччен ачана ашшӗпе пурӑнмалла тесе палӑртнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Антонина Мускаринова кӑҫалхи ҫуллах ҫухалнӑ. Кун пирки тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ. 30 ҫулти Антонинӑна икӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта ӑнланмалла мар лару-тӑрура ҫухалнӑ. Антонинӑн тусӗ Татьяна Петрова каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хут уйӑрттарман упӑшкипе пӗрле пурӑннӑ. Арҫын та ҫухалнӑ-мӗн. Антонинӑн ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ, кӗске, арҫын евӗр, кастарнӑ. Ӑна куракансене 02 е 89875797037 (Татьяна), 89196579092 (Надежда Петрова) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула хулинчи конструктор бюровӗнче радиаци сывлӑша тухнӑ. Унта шар курнӑ ҫынсене пульницӑна илсе кайни пирки ria.ru портал пӗлтерет. Авари авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И.И.Африкантов ячӗллӗ машиностроени бюровӗнче пулнӑ. Унта 7 ҫыннӑн сывлӑхӗ сиенленнӗ. Вӗсене ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх, шар курнисенчен пӗри ҫулталӑкри нормӑран ытларах радиаци илнӗ. Ӑна 12 уйӑх ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ӗҫлеме пултарӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ыттисен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалла мар. Роспортебнадзор тӗпченӗ тӑрӑх, халӗ радиаци фонӗ нормӑра. Бюрора ӗҫлекен ҫынсемшӗн нимӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ҫул-йӗрпе пыракан урапасен хӑвӑртлӑхне виҫме тесе вырнаҫтарнӑ камерӑсене шанса пӗтерме ҫук. Касперский лабораторийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене усал шухӑшлисем, компьютер технологийӗсене ӑнланакансем ним мар пӑсма пултараҫҫӗ. Камерӑпа хуҫаланма тӗнче тетелне тухни кӑна кирлӗ иккен, тытӑм пароль тавраш ыйтмасть. «Хаш-пӗр хулара хӑвӑртлӑха виҫмелли камерӑсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑш-пӗр йӗре кӑна ӳкереҫҫӗ, ку функцие ним мар сӳнтерме пулать», — каласа кӑтартнӑ Касперский лабораторийӗн вируса хирӗҫ ӗҫлекен эксперчӗ Владимир Дащенко. Киберпреступниксенчен сыхланмалли тытӑма Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе Раҫҫейӗн Перекет банкӗ 2018 ҫулта хатӗрлесе ҫитерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ. Ку вӑл ахальтен мар — пӗлтӗр пирӗн ҫӗршывра хакерсем 43 пин преступлени тунӑ, 400 млрд тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ. Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире. Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шӑнкӑртам ялӗ Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ. Ҫынсен шухӑшне пухма йӗркеленӗ участоксем ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи саккӑрччен уҫӑ пулнӑ. Сасӑлава 4 вырӑнта йӗркеленӗ: Шӑнкӑртамри 3 участокра тата Ксыл-Камышри 1 участокра. Рефрендума хутшӑнма тивӗҫҫисен списокне 4018 ҫынна кӗртнӗ. Сасӑлава пынисен пӗртен пӗр ыйтӑва хуравлама тивнӗ: «2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни хуҫалӑхран ҫулталӑкне 1000 укҫа пуҫтарма эсир килӗшетӗр-и?» Вӑл укҫана вырӑнти ыйтусене татса пама ярасшӑн: каҫхине урамсене ҫутатса тӑма, йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарма, автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма, пушара хирӗҫ мероприятисем йӗркелеме. Ытларах пайӗ укҫа пуҫтарма килӗшнӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек референдума пирӗн республикӑра пуҫласа ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |