Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш чӑвашла калаҫманнине социаллӑ тӗпчев те ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 08.12.2017 12:35 | 2528 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чӑваш Республикинчи этнокультура аталанӑвӗн тата халӑхсен хутшӑнӑвӗн паянхи шайӗ» ятпа ирттернӗ социаллӑ тӗпчеве пӗтӗмлетнӗ.

Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче ирттернӗ. Халӑхсен хутшӑнӑвӗ тӗлӗшпе республикӑра йывӑрлӑхсем ҫуккине ыйтӑма хутшӑннисен 90% каланӑ. Апла пулин те Чӑваш Енре пурӑнакансен ытларах пайӗ мигрантсене хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, халӑх, кунта килнӗ мигрантсем республика экономикине тӳпе хывнине лайӑх пӗлменнипе ҫыхӑннӑ.

Унсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑван чӗлхе, пӗрлехи ҫӗр тата истори, халӑхсен йӑли-йӗрки, тӗн, халӑх искусстви туслаштарнине асӑннӑ.

Республикӑра кун кунлакансен 40% халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхӗ ҫухалса пынишӗн пӑшӑрханать. Чи ҫивӗч ыйту вара — чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе унпа усӑ курасси. Халӗ чӑвашсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна килте тӑван чӗлхепе калаҫать иккен, ӗҫре, вӗренӳре, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче чӑвашла пуплекен тата сахалрах.

#чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #тӗпчевсем, #ыйтӑмсем, #халӑхсем, #йӑла-йӗрке

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3089.34.8172
2017.12.08 15:58
Agabazar
Патшалăх тара тытнă "социологсем" тĕрĕссине каласса шанса ан лартăр.

Хуть те мĕнле çын та хурав парас умĕн Кремль еннелле пăхса илет. Респондент суйса та хурав пама пултарать.

Хăйĕн чăн-чăн шухăшне пĕлтерме вăл ухмах мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем