Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ.

Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ.

Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81295
 

Сывлӑх

Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре грипп эпидемийӗ чакма тытӑннӑ. Ҫапах чир тӗлӗшпе профилактика ирттермеллине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Шупашкарти ача пахчисенче, ав, шӑпарлансене массаж тӑваҫҫӗ тата сывлава лайӑхлатмашкӑн хусканусем ирттереҫҫӗ.

52-мӗш ача пахчинче ачасене кашни кунах сӗт юр-варӗ ҫитереҫҫӗ. Унта ачасене пиҫӗхтерес тӗллевпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасем ирхине гимнастика тӑваҫҫӗ, вӑй-хал культурине урамра та, спорт залӗнче те ирттереҫҫӗ.

Ачасем ҫавӑн пекех ятарлӑ кавирсем тӑрӑх утаҫҫӗ, ҫывӑрса тӑрсан гимнастика ирттереҫҫӗ, массаж тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ медицина ӗҫченӗсем сӑнаса тӑнипе пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81294
 

Чӑвашлӑх

Паян техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ, чӑвашлӑхшӑн укҫи-тенкине шеллемен Василий Васильевич Николаев пурӑннӑ пулсан 77 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел, те 2007 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлчӗ. Ҫавах та унӑн ырӑ ӗҫне астӑвакансем ҫук мар. Паян кӑнтӑрла чӑваш хастарӗсем унӑн палӑкӗ патне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Константин Василевич Иванов ячӗллӗ фонд ертӳҫи Иванов Виталий Петрович йӗркеленӗ.

Пухӑннисен йышӗнче Иванов Виталий Петрович профессор, «Сӑвар» чӑваш наци культурин фончӗн ҫыннисем, Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем — Юрий Ювенальевпа Владислав Николаев — тата ыттисем пулчӗҫ.

Николаев Василий Васильевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикине кӗрекен Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче ҫуралнӑ. Ӗпхӳри нефть техника универститӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1956–1976 ҫулсенче Салават хулинче ӗҫленӗ, 1976 ҫултанпа «Оренбурггазпром» ПО тӗп директорӗ вырӑнӗнче тӑрӑшнӑ. 2002 ҫулта канӑва тухнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтне чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчес ӗҫе уйӑрнӑ. Вӑл пурӗ 85 ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутне чӑвашсен историйӗпе культури пирки ҫырнӑ 11 монографи кӗрет.

Малалла...

 

Спорт

Чӑваш спортсменӗсем слоуп-стайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӗсем тупӑшура малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Ӑмӑрту Ленинград облаҫӗнчи «Холотая долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртнӗ. Наградӑсене тивӗҫессишӗн 34 каччӑ тата 30 хӗр тупӑшнӑ.

Чӑваш спортсменӗсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Лана Прусакова хӗрсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ. Дмитрий Мулендеев вара иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Лана Прускова, ҫӗршыв чемпионки, темиҫе кунран ҫамрӑксен хӗллехи Олимп вӑййинче вӑй виҫӗ. Вӑл Норвегири Лиллехаммерта иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65332
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Пӗтӗм вырӑссен тата чӑвашсен диктанчӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Акцисене кӑҫал та йӗркелесшӗн.

Хальлӗхе Пӗтӗм вырӑссен диктантне хӑҫан ирттересси паллӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 150 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Диктанта Раҫҫейри ҫынсем кӑна мар, ытти ҫӗршыври вырӑссем те ҫырӗҫ.

Чӑваш Енре диктант яланхи пекех И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Пӗлтӗр республикӑри 400 яхӑн ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 7-шӗ ӑна «5» паллӑлӑх ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81280
 

Политика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев партирен тухнӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗччӗ. Чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне Дмитрий Евсеев РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ.

Партирен тухас шухӑш тытнине Дмитрий Евсеев брифинг пухсах пӗлтернӗ. Хӑйӗн утӑмне ҫамрӑк коммунист коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗпе Валентин Шурчановпа сиксе тухнӑ ӑнланманлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Енсем РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавне хатӗрленессипе тата ирттерессипе пӗр-пӗрне ӑнланман иккен.

Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн рескомӗнче маларах та ӑнланманлӑх тупӑннӑччӗ. Ун чухне Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарьне Виктор Ильина партирен кӑларнӑччӗ.

 

Республикӑра

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ «шанӑҫ телефонӗн» номерне улӑштарнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Малашне следстви управленине (8352) 624-658 номерпе шӑнкӑравлама пулать. «Ача хӑрушлӑхра» тӳрӗ линипе вара (8352) 624-657 номере ҫавӑрттармалла. Ача хӑрушлӑха лекнине кӗсье телефонӗнчен 123 номерпе те шӑнкӑравлама май пур. «Ача хӑрушлӑхра» телефон линийӗ ачасене хӳтӗлеме пулӑшать.

«Шанӑҫ телефонӗпе» кашниех усӑ курма пултарать. Унпа шӑнкӑравласа преступлени пирки пӗлтерме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81269
 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.

Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать.

Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ.

Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/365
 

Персона Чӑвашавтотранс пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Мореплавцев
Чӑвашавтотранс пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Мореплавцев

Чӑвашавтотранс предприятин пуҫлӑхне ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Ку должноҫре юлашки вӑхӑтра Евгений Мореплавцев ятлӑ ҫын тӑрӑшнӑ.

Чӑвашавтотранс патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Ҫавна май пуҫлӑха кама лартассине, ӑна хӑҫанччен ҫемҫе пукан ҫинче тытса тӑрассине республикӑна ертсе пыракансем татса параҫҫӗ.

Мореплавцева пуҫлӑх тилхеписӗр хӑварасси пирки калакан хушӑва ӗнер Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» ярӑмра нарӑсӑн 11-мӗшенче вырнаҫтарнӑ.

Официаллӑ документра 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе предриятие ертсе пыракан ҫын мӗнпе тивӗҫтерменнине ӑнлантарса тӑман, паллах.

 

Вӗренӳ

Тутарстанри Нурлат районӗнчи Вӑтам Хӑмӑшлӑри шкула юсама пуҫланӑ. Мӗншӗн шӑпах вӑл шкула ҫӗнетни пирки хыпарлас тенин сӑлтавне тӳрех уҫӑмлатар: Вӑтам Хӑмӑшлӑ — чӑваш ялӗ. Унта шкул 30 ҫул ӗҫлет. Анчах Тутарстан пек пуян республикӑра та вӗренӳ учрежденине ҫав тапхӑрта пӗртте юсаман иккен.

Кӑҫал вара Вӑтам Хӑмӑшлӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑваш ялӗнчи шкула юсама йышӑннӑ. Ҫакна республика хӑй хыснин шучӗпе мар, федерацинчен килекен «кӗмӗлпе» пурнӑҫлӗ.

Паянхи куна вӗренӳ заведенийӗнче юсав ӗҫӗ пуҫланнӑ. Строительсен шкулта юсаса ҫӗнетмелли плансем сахал мар. Чи малтанах вӗсем чӳречесенчен тытӑннӑ — вӗсене ылмаштарса та тухнӑ. Халӗ шкула хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫпа малалла тимлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2520, 2521, 2522, 2523, 2524, 2525, 2526, 2527, 2528, 2529, [2530], 2531, 2532, 2533, 2534, 2535, 2536, 2537, 2538, 2539, 2540, ... 3623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...