Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.

Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.

Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.

Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49823
 

Хулара

Шупашкарта 37-мӗш маршрутка ҫулне улӑштарнӑ. Унччен вӑл Чапаев поселкӗнчен «Энергозапчасть» чарӑну таран ҫӳренӗ.

Малашне, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа, маршрутка «Нефтебаза» чарӑну таранах ҫитӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ.

Маршрута тӑсма хӑй хуҫи ыйтнӑ. Ку сӗнӳпе вӑл хула администрацине тухнӑ.

Аса илтерер: 37-мӗш маршрутка ҫулӗ улшӑнасси пирки ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ун чухнех «Садовый» микрорайона троллейбус ярасси пирки сӑмах тухнӑ. Кӗркунне микрорайона 10-мӗш номерлӗ мӑйракасӑр троллейбус ярӗҫ. Вӑл ӑна хулан тӗп пайӗпе ҫыхӑнтарӗ.

 

Хулара

Шупашкарти Ленин районӗнчи приставсем Тӗп пасарти типӗтнӗ улма-ҫырла складне пичет ҫапнӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ. Унӑн ӗҫӗ-хӗлне миграци сакунне пӑснӑшӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн чарса лартнӑ.

Следстви материалӗсене тишкерсен акӑ мӗн паллӑ: Таджикистанри харпӑр усламҫӑ хӑйӗн ентешӗпе ӗҫ килӗшӗвӗ алӑ пуснӑ, анчах кун пирки миграци ведомствине виҫӗ ӗҫ кунӗ хушшинче пӗлтермен.

Таджикистан ҫынни судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ют ҫӗршыв ҫынни сутуҫӑра ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. Унпа тунӑ килӗшӳ суту-илӗ вырӑнне тара илме ҫеҫ кирлӗ пулнӑ-мӗн.

Ҫапах суд ку тӗслӗхре миграци саккунне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Приговорта Тӗп пасарти мӑйӑр тата типӗтнӗ улма-ҫырла упранакан склада пичет ҫапнӑ хут 14 кунлӑха ҫыпӑҫтармалла тесе палӑртнӑ. Приставсем суд йышӑнӑвне мӗнле пурнӑҫланине икӗ эрне сӑнаса тӑрӗҫ.

 

Хулара
Кил хуҫин ӑпӑр-тапӑрӗ. Николай Петров тунӑ сӑн
Кил хуҫин ӑпӑр-тапӑрӗ. Николай Петров тунӑ сӑн

Шупашкарти Гузовски урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансен пӗр канӑҫ та ҫук. Унта кун кунлакан 74 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне темӗн те пӗр сӗтӗрет-мӗн, йӑлтах ӑпӑр-тапӑрпа тултарса лартать. Ҫавӑнпа ҫав хваттертен ырӑ мар шӑршӑ тухать.

Ҫынсем управляющи компанийӗнчен пӗрре мар пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем хӑйсен вӑйӗпе ҫӳп-ҫапа темиҫе хутчен те илсе тухнӑ. Анчах усӑсӑр, кил хуҫи хваттере каллех ӑпӑр-тапӑрпа тултарать. Вӑл вӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗнчен сӗтӗрет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Петров каласа кӑтартнӑ.

Ӗнер вара ҫав шӑршлӑ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Кӳршисем тӗтӗм шӑршине туйнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра килте пулман. Юрать, ҫулӑма вӑхӑтра сӳнтернӗ, унсӑрӑн кӳршисем та шар курӗччӗҫ.

РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм коридорта тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49806
 

Политика

РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Владимир Путин Президента Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерствине икӗ ведомствӑна уйӑрма сӗннӗ. Вӗсем ҫӗршыври вӗренӳ ӗҫӗпе ӗҫлӗҫ.

Пӗри – Ҫутӗҫ министерстви. Унӑн тивӗҫӗ – пӗтӗмӗшле вӗренӳ ӗҫӗҫен ыйтӑвӗсене татса парасси. Урӑхла каласан, вӑл шкулсемпе тата вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисемпе ӗҫлӗ.

Иккӗмӗшӗ – Ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министерстви. Вӑл вара ӑслӑлӑх учрежденийӗсемпе, университетсемпе ӗҫлӗ.

Владимир Путин ҫак сӗнӗве ырланӑ, хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра премьер-министр сӗнӗвӗсем пурнӑҫа кӗрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49813
 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.

Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.

Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

 

Культура
Наталия Овсепян
Наталия Овсепян

Игорь Дадиани модельер чӑваш хӗрарӑмне «Миссис России» (чӑв. Раҫҫей хӗрарӑмӗ) илем конкурсне хатӗрлет. Ҫакӑн пирки вӑл «Idel.Реалии» сайта панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

Дадиани тата Потоцких кнеҫсен йӑхӗнчен тухнӑ художник-модельер 41 ҫулти Наталия Овсепяна ҫӗршыври илемлӗх конкурсне хатӗрлет. Ун пек ӑмӑртусене, Игорь Дадиани шучӗпе, чӑвашла калаҫаканӑн хутшӑнмалла. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле хӑйне май республика. «Тымара пирӗн манма юрамасть», — палӑртнӑ шухӑшне модельер.

Наталия Овсепян — чӑваш. Хушамачӗ — упӑшкин. Конкурсра вӑл чӑвашла та калаҫӗ.

Игорь Дадиани хамӑр атте-аннемӗр йӑли-йӗркие упрамалла, ӑна ачамӑрсене кипкеренех ӑша хывтармалла тесе шухӑшлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29221387.html
 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ӗнер уҫнӑ.

Хӗлле пӑр вӑйлӑ ларсан Сӑр урлӑ пӑр ҫулпа машинӑсем ҫӳремелле туса параҫҫӗ.

Аса илтерер, кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Юханшыв урлӑ ҫула кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хупрӗҫ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннӑччӗ.

Сӑр урлӑ халӗ хывнӑ вӑхӑтлӑх понтон кӗпер урлӑ 5 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен иртсе ҫӳреме юрать. Вӗсене талӑкӗпех каҫма ирӗк панӑ.

 

Культура

Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Чи кирли, чи юратни...» (Ален Делон) спектакле пырса курма чӗнет. Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, пьеса авторӗ — Ольга Туркай. Спектакле театрӑн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер лартнӑ. Художникӗ — Гуля Кабилова.

Тӗп сӑнарсене калӑплакан актерсем — пултаруллӑ сцена ӑстисем, халӑх юратакан артистсем: Чӑваш халӑх артистки Валентина Музыкантова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова, Чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов.

Театрти мӗнпур спектакль культура учрежденийӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче, унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑскерте (халӗ вӑл театр харпӑрлӑхӗнче), иртет.

 

Пӑтӑрмахсем
Пушарта ҫуннӑ ҫурт
Пушарта ҫуннӑ ҫурт

Вӑрмар районӗнче паян ҫӗрле пушар алхаснӑ. Унта чутах амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлман. Пушарта шар курнӑ хӗрарӑма, пиҫсе кайнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.

Пушар ирхи 2 сехет ҫурӑра 84 ҫулти кинемей килӗнче тухнӑ. Йывӑҫ ҫурт хӑвӑрт ҫунма тытӑннӑ. Пӳртре кинемей тата унӑн 54 ҫулти хӗрӗ пулнӑ.

Пушар тухнине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсемех кил хуҫисене урама тухма пулӑшнӑ. 54-ри хӗрарӑм хытах пиҫсе кайнӑ.

Ӗнер Шупашкарти Алькеш поселокӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 37 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ кӗлленнӗ. Унӑн 62 ҫулти ашшӗ, шел те, ҫӑлӑнайман.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 331 пушар алхаснӑ, вӗсенче 33 ҫын вилнӗ, 32-ӗн аманнӑ, 195 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2324, 2325, 2326, 2327, 2328, 2329, 2330, 2331, 2332, 2333, [2334], 2335, 2336, 2337, 2338, 2339, 2340, 2341, 2342, 2343, 2344, ... 4143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...