|
Хулара
![]() 56 ҫулти арҫын Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнчи пӳлӗмре пурӑннӑ. Пӗр кунхине унӑн алӑкне суд приставӗсем шакканӑ, пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтернӗ. Арҫын коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен-мӗн. Парӑм самаях пухӑннӑ: 65 пин тенкӗ. Суд приставӗсем пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтерсен те арҫын парӑма татма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл пӳлӗмрен куҫма пачах хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн суд приставӗсем полицейскине чӗнсе пӳлӗм алӑкне уҫнӑ, унти пур япалана та арестленӗ. Вӗсене икӗ уйӑхран илсе каймасан сутма тӑратӗҫ. Арҫынран вара куншӑн 5 пин тенкӗ шыраса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Ялта» спектакльти сыпӑк Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ҫӗр ҫул тултарнӑ республикӑри чи аслӑ театр учрежденийӗ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ — республикӑри районсем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Юбилея халалласа йӗркеленӗ ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнӗ-ха. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче Федор Павловӑн «Ялта» спектакльне кӑтартӗҫ. Куракансемпе спектакль умӗн артистсем курнӑҫӗҫ. Ҫав шутра — Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснисем те. Вӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Василиса Петрова тата Петр Садовников, театр артисчӗсем Ирина Иванова, Надежда Зубкова, Григорий Федоров. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш драма театрӗ Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драмӑпа Хусанта пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа. Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫамрӑк вӑрӑ усал ӗҫ тӑвиччен чиркӗве хӗрес хурсах кӗнӗ. Унтан вӑл мӑнастире парне паракансем валли ҫакса хунӑ ешчӗкрен 15 пине яхӑн тенкӗ йӑкӑртнӑ. 28 ҫулти арҫын усал ӗҫпе унччен те ҫакланкаланӑ иккен. Тӗрмерен черетлӗ хутчен пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче тухнӑ. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑнне каллех йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ. Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирне арҫын икӗ хутчен кайнӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл мӗн пур укҫана вӑрламан. Тепӗр икӗ кунтан тепре ҫул тытнӑ. Турӑ ырламан ӗҫ тӑваканскер кашнинчех тӗрлӗ хӗрарӑмпа пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра видеокамера пулӑшнипе тытса чарнӑ. Укҫана ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл никамӑн та мар тесе пупленӗ хайхискер. «Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть», — теҫҫӗ йӗрке хуралҫисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланманлӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ. Хӑнана хуралҫӑ асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитсе пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартнӑччӗ. РФ Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ. Паян суд хуралҫӑна 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, администратор пулӑшуҫи пулнӑ ҫыннӑн ирӗкне 2 ҫуллӑха пӳлме пӑхса хӑварнӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ольга Антонова (варринчи) Тӗменти чӑваш пуканине ӑсталакан маттурсемпе вӑл тӑрӑхри «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен облаҫӗ паян) интернет-хаҫат паллаштарнӑ. «Тюменские чуваши берегут свадебный наряд весом пятнадцать килограммов» ят панӑ материалта Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ тӑван халӑх культурине упраса хӑварассипе хастар ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Аса илтерер, «Тӑван» ассоциацие унти аслӑ шкулта ӗҫлекен Ираида Маслова ертсе пырать. Пӗрлешӗве Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухса кайнӑ Антоновсен ҫемйи (вӗсем — усламҫӑсем) те самай пулӑшать. Кун пирки Ираида Маслова ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтерчӗ. Тӗменти чӑваш культурин центрӗнче иртнӗ «Народная кукла своими руками» (чӑв. Хамӑр алӑпа халӑх пукани) маҫтӑр-класа та Ольга Антонова ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ. Наци Конгресӗн I-мӗш Президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнер Петрович Конгресӑмӑрӑн хисеплӗ Президенчӗ пулса ӗҫлет. 1993-мӗш ҫулта Атнер Петрович Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫула тухрӗ. Нью-Йорк хулинче ООН (Чӑмӑртаннӑ Нацисен Пӗрлӗхӗ) йышне кӗмен Патшалӑхсен Мӑн Пухӑвӗн ӗҫне хутшӑнчӗ вӑл! Шупашкартах Конгресӑн Аслӑ Пухӑвӗнче «Пирӗн хамӑрӑн Патшалӑха ҫӗнсе илмелле» текен вӑрӑм сӑмахпа халӑх умне тухрӗ! 1993-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйларӑмӑр. |
|
Спорт
![]() Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ. Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ. Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм йӗрке хуралне сайра тӗл пулакан ыйтупа пынӑ. Упӑшки ют паспортпа усӑ курса авланнӑран хайхискер мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑнма тата икӗ ачин ҫуралнине ӗнентерекен хучӗсенче ашшӗн ятне тӗрӗс мар палӑртнине ҫирӗплетме ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла качча тухнӑ. Вӗсен 2015 тата 2017 ҫулсенче икӗ ача ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ют ят-хушаматлӑ паспортпа усӑ куракан Узбекистан гражданинӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Лешӗ пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей гражданинӗн суя паспорчӗпе пурӑннӑ. Ку кӑна та мар, 2015-2016 ҫулсенче вӑл темиҫе преступлени тунӑ, ҫакӑншӑн ӑна пӗлтӗр судпа айӑпласа явап тыттарнӑ. Суд хӗрарӑмӑн ыйтӑвне туллин тивӗҫтернӗ, мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑннӑ, ачисен ашшӗн ячӗ тӗрӗс маррипе те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Татьяня Акимова Пхёнчханра иртекен олимп вӑййисенче паян биатлон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Хӗрарӑмсем вунӑ ҫухрӑм чупрӗҫ, пасьют (чӑв. хӑвалани) мелӗпе ӑмӑртрӗҫ. Пирӗн ентеш Татьяна Акимова 20-мӗш вырӑнтан пуҫларӗ. Малта вырнаҫнӑ Лауры Дальмайертан (Германи) вӑл пӗр минут та 18 ҫеккунтран кӑна пуҫларӗ. Сӑмах май Германи спортсменки мала тухрӗ, пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Пӗрремӗш ҫаврӑмра Татьяна пӗр хут тӗл лекеймерӗ, ҫапла май 22-мӗш вырӑна анса ларчӗ. Юлашки хут пенӗ чухне пирӗн ентеш 28-мӗш вырӑна анчӗ — вӑл пурӗ тӑватӑ хут тӗл лекеймерӗ. Финиша Татьяна 31-мӗш ҫеҫ ҫитрӗ. Пирӗн ҫӗршывран ӑмӑртӑва килнӗ тепӗр спортсменка — Ульяна Кайшева — 52-мӗш кӑна. Кӗмӗл медале Словаки смортсменки Анастасия Кузьмина ҫӗнсе илчӗ. Вӑл маларах Раҫҫей командинче пулнӑ, 2008 ҫултанпа Словакишӗн ӑмӑртать. Виҫҫӗмӗш вырӑн хрантсус хӗрне Анаис Бескона лекрӗ. Юлашкинчен вӑл кӗмӗл медальшӗн питӗ тупӑшрӗ, ҫавах Анастасийӑна хӑваласа иртеймерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
