Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: 8 районта автобуссем ҫула тухмӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.07.2018 07:54 | 2027 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.

«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.

Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.

Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ. Чӑн та, вӑл прибор кирлӗ. Хулаҫум маршрутпа ҫӳрекен автобуссене унпа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тивӗҫтермелле пулнӑ. Ӑна-кӑна тӗшмӗртекенсен шучӗпе вара тӗп сӑлтав ҫапах та урӑххи: районсенчи чылай маршрут тӑкакли.

#Транспорт министерстви, #Ҫӗмӗрле, #Куславкка, #Канаш, #ҫул-йӗр, #транспорт, #Канаш районӗ, #Улатӑр районӗ, #Куславкка районӗ, #Комсомольски районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑвай районӗ, #Улатӑр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #предприятисем, #экономика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем