Хулара
![]() Шупашкарти ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансене ҫуллахи вӑхӑтра унчченхинчен урӑхларах апатлантарма йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем ачасен ҫуллахи менюне епле йӗркелессине палӑртма тӗв тунӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ рационта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла кирлӗреххине пӗлтернӗ. Ҫапла вара тӑварлӑ купӑстаран, хӗрлӗ кӑшмантан, тӑварлӑ хӑяртан хатӗрленӗ салатсем вырӑнне чӗрӗ хӑяр-помидор салачӗсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫулла ӑш хыпнине кура ачасене улма-ҫырла сӗткенӗсем пама тытӑннӑ. Шупашкарти ача пахчисенче тӑватӑ хутчен апатлантараҫҫӗ. Рациона ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне кура ылмаштарса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Акатуй саманчӗ. Лариса Никитина сӑн ӳкерчӗкӗ. Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ. «Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ. Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакансем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру хатӗрленӗ. Ӑна «Контрактра» халӑх тетелӗн «МБОУ «Карачуринская ООШ» Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗнчи «Карачурари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ) страницӑра ҫӗркаҫ вырнаҫтарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ялти шкул ӗмӗрӗ пӗр ӗмӗртен иртнӗ, унӑн тӑрӑмӗ питех те начар. Йывӑҫ стенасем ҫӗрӗшнӗ, никӗс ишӗлет. «Республикӑри тата вырӑнти ертӳҫӗсем пире валли ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ҫӗнӗ шкул туса параймаҫҫӗ. Проект документацийӗ хатӗр, анчах укҫа-тенкӗ ҫук. Стройкӑна икӗ хут та пуҫарнӑ, анчах вӑл кашнинчех чарӑнса ларнӑ. », — тесе пӗлтернӗ видеоҫырура. Шкулта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен, анчах лав вырӑнтан хускалман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗчӗк ачасем килте пӗчченех ларнине асӑрханӑ. Кун пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ кӳршӗсем васкавлӑ медпулӑшӑва тата полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача килте темиҫе кун аслисемсӗр пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 8 уйӑхра, ыттисем 3-ре, 6-ра тата 7 ҫулта. Пӗчӗкскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем ОРВИпе чирленӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ашшӗ шапаша кайнӑ, амӑшӗ вара эрехпе айкашнӑ. Полици тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн ачасен шӑпине татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен. Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ. Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ. Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Ен ҫӗршыври таса регионсен шутне кӗнӗ. Экологи танлаштарӑмне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пирӗн республика ҫӗршывра экологи енӗпе чи таса 10 регионтан тӑххӑрмӑшне йышӑннӑ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркере тӑраканни — Тамбов облаҫӗ. Алтай Республикипе Алтай крайӗ малти иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Курск, Белгород, Мурманск облаҫӗсем, Питӗр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики тата Крым Республики пыраҫҫӗ. Свердлов облаҫӗнче экологи тӑрӑмӗ пуринчен начарри. Челепирсене те ӑмсанмалла мар — вӗсем 84-мӗш вырӑнта. Мускав облаҫӗ — 83-мӗш йӗркере. Ҫӗршывӑн тӗп хули — Мускав — 23-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫынсен правине хӳтӗлекен Европӑри суд Чӑваш Ен арҫыннине майлӑ пулнӑ. Вунӑ ҫул каялла пакунлисем кӳрентернӗ этем тӗрӗслӗх шыраса Страсбурга ҫитнӗ. Юридици енчен ӑна Алексей Глухов юрист пулӑшнӑ. «Зона права» (чӑв. Право зони) юридици организацийӗпе ӗҫлекен Алексей Глухов пӗлтерни тӑрӑх «Интерфакс» информаци агентсви хыпарланӑ. Этем правине хӳтӗлекен суд йышӑнӑвне Страсбургри суд хӑйӗн сайтӗнче паян вырнаҫтарнӑ иккен. Асӑннӑ суд енсене мирлӗ килӗшу тума сӗннӗ имӗш. Унти тӳресем 7100 еврӑпа калаҫса татӑлма ыйтнӑ. Анчах Раҫҫей правительстви шар курнӑ арҫынна хай вӑхӑтӗнче 20 пин тенкӗ тӳленипе ҫырлахасшӑн пулнине журналистсене Алексей Глухов пӗлтернӗ. Иванов хушаматлӑ арҫынна 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти милицин 1-мӗш номерлӗ участокри пунктне тытса кайнӑ. Унта хайхине милици капитанӗ темиҫе хутчен ҫапнӑ. Шар курнӑ арҫыннӑн хӑрах хӑлхи илтми пулнӑ. Пакунлине 2008 ҫулта виҫӗ ҫуллӑха хупса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ. Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ. Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ. Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ. Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ. Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |