Тӗнче тетелӗнче паллашни темле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм вара паллашу сайтӗнче вӑхӑта ирттермен, ун патне палламан арҫын хӑйех шӑнкӑравланӑ.
Пӗр уйӑх каялла ӑнсӑртран шӑнкӑравланӑ арҫынпа хайхискер тӑтӑшах калаҫма тытӑннӑ. Анчах лешӗ хӑйӗн пирки ытлашши нимӗн те каламан. Ҫакна ҫеҫ пӗлтернӗ: нумаях пулмасть ватӑ амӑшӗ патне килнӗ-мӗн. Хӗрарӑм 18 ҫул тултарман икӗ ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнине пӗлсен укҫан пулӑшма шантарнӑ. Кӑштахран арҫын тӗл пулма сӗннӗ, хӗрарӑм килӗшнӗ.
Тӗлпулу кунӗнче «савни» ун патне килме тухсан инкеке лекнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсенчен хӑтӑлма 5 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Тӗлпулӑва хатӗрленнӗ хӗрарӑм йӑлтах ӗненнӗ, укҫа куҫарса пама хӗрхенмен. Унтан арҫынна каллех укҫа кирлӗ пулнӑ, тепӗртакран – татах… Ҫапла икӗ ача амӑшӗ пӗр кунра палламанскере 31400 тенкӗ куҫарса панӑ.
Арҫын телефона тытма пӑрахсан тин хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, телефон номерне Ӗренпур облаҫӗнче регистрациленӗ.