Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Комендант сехетне пӑхӑнманнисене штрафлама пуҫласшӑн. Прокуратура тата ЧР ШӖМӗ ҫакна регион шайӗнче йышӑнасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер республикӑри прокуратурӑра иртнӗ коллеги ларӑвӗнче ҫӗкленӗ.

ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрле тунӑ преступленисен йышӗ ӳсет. Айӑпӗ ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин ҫӗрле полиципе рейда тухас килменнинче те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ачасем 23 сехет хыҫҫӑн та урамра ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла унашкал 100 ытла ачана общество вырӑнӗсенче асӑрханӑ. Республикӑра куншӑн штрафламаҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте вара ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енре те штрафлама сӗннӗ.

Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ку сӗнӗве ырланӑ. Вӑл саккун проектне хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫулла ачасене 23 сехетчен, ытти чухне 22 сехетчен ҫӳреме ҫеҫ ирӗк парасшӑн.

 

Республикӑра

Метеостанци Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнине пула каллех тӑпрара нӳрӗк ҫитменнине палӑртнӑ. Уйрӑмах Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫумӑр ҫуман.

Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкавра тата Патӑрьелта те тӑпрара нӳрӗк сахал, ҫапах ку тӑрӑхсенче, Улатӑртипе танлаштарсан, лару-тӑру питех хӑрушӑ мар.

Тӑпрара нӳрӗк ҫукки кӗрхи культурӑсене шӑтма май памасть. Вӗсен вара хӗл лариччен аталанса юлмалла.

Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнӑран инкеклӗ лару-тӑру тӑрӑмне йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.

Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52415
 

Сывлӑх

Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ.

Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать.

Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52425
 

Республикӑра

Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ.

Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ.

Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52430
 

Апат-ҫимӗҫ

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнар савут СОМ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.

Ҫак предприяти «Белоусовы» брендпа паллӑ. Унта услам ҫу, типӗ сӗт, сӗт юр-варӗ туса кӑлараҫҫӗ. Продукцие проба илсе тӗрӗслеме янӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 20 процент ҫуллӑ хӑймара тата «Бифолайф» ятлӑ юр-варта тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик тупса палӑртнӑ. Халӗ предприяти тӗлӗшпе административлӑ производство пырать.

Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтӗр те ҫак савутӑн хӑймине тӗрӗсленӗ. Ун чухне те вӑл сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни палӑрнӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эльвира Матренина пурнӑҫлӗ. Эльвира Леонидовна ЧР Спорт министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Эльвира Матренинӑна министрӑн пӗрремӗш ҫумне иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗрех ӑна «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Эльвира Леонидовна аслӑ пӗлӳллӗ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Министерствӑра вӑл 1994 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ.

Аса илтерер, паян Чӑваш Енӗн спорт министрне Сергей Шелтукова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.

 

Республикӑра

ЧР Арбитраж сучӗ Чӑвашавтотранс панкрута тухнӑ тесе палӑртнӑ. Халӗ конкурс производствине уҫнӑ. Панкрута тухни пирки суд сайтӗнче хыпар пур, анчах хальлӗхе йышӑну тексчӗ курӑнмасть.

Чӑвашавтотранс панкрута тухсан 800 ҫын ӗҫсӗр юласси паллӑччӗ. Чӑннипе, предприяти шурлӑха кӗрсе ӳкнӗрен чылайӑшӗ ӗҫе тухма та пӑрахнӑ.

Чӑвашавтотранс сӑнав процедуринче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кредиторсем конкурс производствине ирттерме ҫине тӑнӑ. Ҫавӑнтанпа предприяти ура ҫине тӑрасса, ахӑртнех, никам та шанман.

Нумаях пулмасть Чӑвашавтотранс автобуссене ҫӳретме пӑрахнӑ, транспорчӗсене тара панӑ. Ун вырӑнне харпӑр усламҫӑсем ҫынсене турттараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

РФ Вӗренӳ министерстви шкулти паллӑсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Паллӑсен системине улӑштарасси пирки вӗренӳ сообществипе пӗрре мар канашланӑ, ҫавӑнпа Раҫҫейри вӗренӗве аталантаракан Общество палати ку тӗлӗшпе ҫынсен шухӑшне пӗлме шут тытнӑ.

Хальлӗхе пуҫламӑш тата вӑтам шкулсенче паллӑсене пӑрахӑҫлама сӗнеҫҫӗ. 10-11-мӗш классем пирки калаҫу пулман.

Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Общество палатин сайтӗнче ыйтӑм пуҫарнӑ. Ку ыйтӑва РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче ҫӗкленӗ. Ыйтӑма авӑнӑн 25-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Раҫҫей Общество палатин сайтне кӗрсе эсир те сасӑлама пултаратӑр.

Пилӗк баллӑ шкалана пӑрахӑҫлас ыйтӑва педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ чылай ҫул сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакна хирӗҫ, хальлӗхе шкул кун валли хатӗр мар-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52400
 

Страницӑсем: 1 ... 2064, 2065, 2066, 2067, 2068, 2069, 2070, 2071, 2072, 2073, [2074], 2075, 2076, 2077, 2078, 2079, 2080, 2081, 2082, 2083, 2084, ... 3969
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...