Культура
![]() Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти халӑх апатланӑвӗн предприятийӗсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Кафе тӗп хулари Энтузиастсен урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пушар пирки интернет-хаҫатсенчен пӗри халӑх корреспонденчӗ Дмитрий Калашников пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 21 сехетре пулса иртнӗ. Ҫулӑм кафен мангал валли уйӑрнӑ ҫуртӗнче тухнӑ. Ҫакна асӑрханисем кафе ӗҫченӗсене систернӗ тата пушар хуралне шӑнкӑравланӑ. «Кафере ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех сӳнтерчӗҫ, кӑштахран патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫитрӗҫ. Ҫулӑм ҫивиттине тата стенасене сиенленӗ», — каласа кӑтартнӑ хаҫатсене инкеке курнӑ Дмитрий. Кафери пушар сӑлтавне специалистсем тӗпчесе палӑртӗҫ. Инкекре ҫынсем шар курнине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ. Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Артем Дзюба футболист Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ. Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ. Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑйне евӗр кӳмесен парачӗ иртнӗ. «Кӳмесен парадне» 8 амӑшӗ ачисемпе хутшӑннӑ. Парадра ракета, космос турилкки, упа ҫури, чечек евӗр илемлетнӗ кӳмесене курма май пулнӑ. Теприсем кӳмене ҫамрӑк футболист пек хитрелетнӗ. Пӗри вара чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса илемлетнӗ. Наци йӑлине тӗпе хурса илемлетнӗ амӑшӗ ачисене те чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ, хӑй те ҫавнашкаллинех тумланнӑ. Кӳмене вара тӗрӗллӗ алшӑллисемпе хитрелетнӗ. Ун ҫинче выртакан пуканесене те наци ҫи-пуҫне тӑхӑнтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куславккара чӑваш драматургне, прозаикне Никифор Мраньккана халалланӑ палӑк лартнӑ. Чӑннипе, палӑка 1977 ҫултах вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл 40 ҫулта кивелнӗ. Ҫак кунсенче палӑка ҫӗнетсе ҫӗнӗрен уҫнӑ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман унӑн. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускава киносценаристсен курсне кайнӑ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫатра редакторта. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Димобилизациленсен «Ӗмӗр сакки сарлака» роман ҫырма пуҫланӑ. Унпа вӑл темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн палӑкне ҫӗнетес шухӑш Пушкӑртсан чӑвашӗсен ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсем Никифор Мраньккан вилтӑпри ҫинче пулса курнӑ, ҫавӑн чухне ҫӗнӗ палӑк лартмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫне ҫийӗнчех тунӑ – укҫа пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта общество транспорчӗн паркне ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарлать. Парка маршрут автобусӗсене вӑтам тата пысӑк модельсемпе улӑштарассишӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем Раҫҫейри пысӑк предприятисен элчисемпе тӗл пулнӑ ӗнтӗ. 2018-2019 ҫулсенче Шупашкарта вӑтам класлӑ 180 яхӑн автобус ҫӳреме пуҫламалла. Транспорт мӗн тӗслӗ пулассине ҫынсем хӑйсем олайн-сасӑлавпа палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ, 4 пин ҫынран ҫурри, шурӑ тӗсшӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри симӗс, сарӑ тӗссене те суйланӑ. Сӑмах май, Шупашкарта кунсерен 550 автобус тата 200 яхӑн троллейбус ҫула тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шӑрӑх тата типӗ ҫанталӑк тӑнӑ май вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ӗнертенпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑ. Кунсӑр пуҫне унта кӑвайт чӗртме, мангалпа усӑ курма, пирус туртма, сӳнмен шӑрпӑк, пирус тӗпӗ ывӑтма, пӑшалтан пеме, пиротехника хатӗрӗсемпе усӑ курма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрманта бензинпа, краҫҫынпа е ҫунакан ытти шӗвекпе сапнӑ материал хӑварма ирӗк ҫук. Хӗвел хӗртекен вырӑнта, уҫланкӑра, кӗленче таврашӗ хӑварасран та асӑрханмалла. Ҫак йӗркесене пӑснӑшӑн административлӑ штраф ҫырса параҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 5 пин таран, должноҫри ҫынсен – 40 пин таран, юридици сӑпачӗсен 500 пин тенкӗ таран тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин сайтӗнче ача-пӑча уйлӑхӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Патӑрьел районӗн прокуратури ачасем кӑнтӑрла канакан уйлӑхсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкул ҫумӗнчи хӑш-пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи йӗркисене, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫ блокӗсенче продукцин срокӗ хӑҫан тухнине палӑртман, апатлану рационӗ менюпа килӗшсе тӑман, хатӗр продукцие кирлӗ пек упраман. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тытмаллах. Вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсен пуҫлӑхӗсен тӗлӗшпе 6 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, наукӑра тата искусствӑра ӗҫлекен 15 ҫынна ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 3 пин тенкӗпе танлашакан стипенди парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Тӗпрен илсен, ку стипендие вӗсем пысӑк искусство произведенийӗсем хайланӑшӑн, ӑслӑлӑхпа литература тӗпчевӗсем ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ. Списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Татьяна Альпидовская, Татьяна Корнилова, Маргарита Финогентова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Викторов, Георгий Матвеев, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки Ольга Дикина, тӗп дирижерӗ Юрий Романько, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Александра Зайцева, Николай Сергеев, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин артисчӗ Николай Смирнов, Ҫамрӑксен театрӗн артистки Полина Чамжаева, Пукане театрӗн артистки Юлия Мельник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Любовь Любовцева, Елена Минеева тата Алексей Терентьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |