Тӗнчере
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ватӑ хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ӑна ӑнсӑртран ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ хупса лартнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсене ачан амӑшӗ пӗлтернӗ. Ку паян 13 сехетре пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хваттерте хӗрарӑм йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухнӑ. Мӑнукӗ питӗрса лартсан ӑна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ватӑ хӗрарӑм патне пусмапа балкон ҫине хӑпарнӑ, алӑка уҫма пулӑшнӑ. Амӑшӗ ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем профессионалсем, алӑка ҫӗмӗрмесӗрех уҫма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |