Республикӑра
![]() Никита Тӗнче (хушаматне улӑштариччен Васильев пулнӑ) пӗр вӗҫӗм ҫулҫӳревре. Нумаях пулмасть вӑл Мари Республикине ҫитсе килнӗ. Анчах Никита унта нумай вӑхӑт пулайман, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗшӗн, пӗчӗк хӗрӗшӗн тунсӑхланӑ. Ҫамрӑк ашшӗ кӳршӗ республикӑра пӗр эрне пурӑннӑ. Никита ку таранччен Атӑл тӑрӑхӗнче, Алтайра, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче, Ҫӗпӗрте, Китайра, Монголире, Казахстанра пулса курнӑ. Анчах кӳршӗ республикӑна велосипедпа кайни уншӑн чи йывӑрри пулнӑ. «Ӳлӗмрен пӗччен ниҫта та каймӑп, ҫемьепе пӗрле кӑна ҫула тухӑп. Мари Республикине кайни маншӑн чи йывӑрри пулчӗ – хамӑннисемшӗн питӗ тунсӑхларӑм. Ҫавӑнпа киле часрах таврӑнас тесе маршрута кӑштах кӗскетрӗм», - тенӗ Никита Тӗнче. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен Аяран ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Кӑҫал кӗркунне вӗсем ҫемйипе ҫула тухма палӑртнӑччӗ, анчах плансене улӑштарнӑ. «Пирӗн йӑлтах хатӗр мар-ха, ҫавӑнпа ҫулҫӳреве тепӗр ҫул ҫуркунне кайӑпӑр. Ая та ун чухне кӑштах ӳсӗ», - тенӗ Никита. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин Атӑлҫи округӗнчи кадет корпусӗн строительстви пирки хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳрерӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне, ӑна туса пӗтереймеҫҫӗ тесе те калаҫрӗҫ. Строительство пынӑ вӑхӑтра объектра водитель вилни те пуплеттерчӗ. Сӑмах май, ку фактапа РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗ. Кадет корпусӗпе ун ҫывӑхӗнчи парка хӑтлӑх кӗртме ашшӗ-амӑшӗ, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата ытти организацирен пырса нимелле кайса пулӑшрӗҫ. Корпуса Пӗлӳ кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадет корпусӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа канашлу ирттернӗ. Унта строительствӑра палӑрнисене чысламаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Матвеев Шупашкар ҫынни Мускав облаҫӗнче текех министр маррине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ҫӗр хута пӗлтернӗччӗ. Унти ҫав ҫемҫе пукана каллех Чӑваш Енри ҫын йышӑннӑ. Аса илтерер, Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗнче тӑрӑшнӑ Дмитрий Марков яваплӑ ҫав тилхепене текех тытмасть. Контракчӗ тухнӑ тесе унӑн ӗҫ вӑхӑтне тӑсман. Министр портфельне Дмитрий Матвеева тыттарнӑ. 2009 ҫулччен вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран Киров облаҫӗнче Сывлӑх сыхлав департаментӗнче тимленӗ, асӑннӑ тӑрӑхра социаллӑ ыйтусемпе кӗпӗрнаттӑр ҫумӗ пулнӑ. 2016 ҫулта вӑл Чӑваш Енре «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2017 ҫулхи ҫулла Пермь облаҫӗнче малтан сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗн, унта министрӑн пуканне йышӑннӑ. |
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑмӑн укҫи ахаль те пулнӑ пуль-ха. Ҫапах вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫлесе илме тӗллевленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Унпа темӗнле фирма ҫынни ҫыхӑннӑ, ставкӑсен проценчӗсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Анчах тӳлевсӗр сыр шӑши тапкӑчӗнче кӑна пур теҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫапла пулса тухнӑ. Хайхи арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ӗҫлес тесен регистрациленмеллине, укҫа хывмаллине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗшнӗ – лешӗн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ. Хайхискер япӑххи пирки шутламан-тӑр - 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗртакран хӗрарӑма укҫана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне тин унӑн сехри хӑпнӑ, пӗтӗмпех полицие пӗлтернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кредит илнӗ те вӑхӑтра тӳлемен пулмалла: кридиторсем ӑна тапӑнма пуҫланӑ. Шӑнкӑравласа сӑмахпа ӑнлантарнипе ҫырлахман вӗсем – сывлӑхне тата пурнӑҫне сиен кӳрессипе хӑратса СМС-ҫырусем те ҫырнӑ. Хӗрарӑм вара саккуна лайӑх пӗлет: кредиторсен унашкал хӑтланма юрамасть. Хайхискер финанс организацине суда панӑ. Материалсене суда памашкӑн ҫителӗклӗ пухнӑ. Хӗрарӑм микрокредит организацийӗ парӑма шыраса илнӗ чухне саккуна пӑснине судьяна ӗнентернӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Чулхулари кредит организацийӗн штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Палӑка уҫнӑ самант Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ? Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи. Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар. Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫулла Шупашкарти шкулсенче вакансисем пурри пирки, ертӳҫӗсемпе педагогсене шырани ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ пӗтӗмлетӳ паллӑ. Шел те, икӗ лицей халӗ те директорсӑр ӗҫлет. Бауман урамӗнче вырнаҫнӑ 44-мӗш лицейра ертӳҫӗ шыраса икӗ хутчен те конкурс ирттернӗ, анчах ҫӗнтерӳҫе ниепле те палӑртайман. 3-мӗш лицей те ертӳҫӗсӗр-ха. Унта малтан ку тивӗҫе Ирина Полбенникова пурнӑҫланӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн конкурс ирттересси пирки пӗлтермен-ха. Унччен Афанасьев урамӗнчи 2-мӗш шкулта та директор пулман. Халӗ ку пукана Марина Михалёва йышӑннӑ. Вӑл унччен те унта директор пулнӑ. Мир проспектӗнчи 33-мӗш шкула Луиза Григорьева ертсе пырать. Палӑртмалла: Шупашкарти 5 ача пахчи валли те ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Хальлӗхе 15-мӗш, 30-мӗш, 35-мӗш, 88-мӗш, 146-мӗш ача пахчисенче заведующи ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева, ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, усламҫӑсем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков канаш йӗркеленӗ. Кун пирки вӗсем паян калаҫнӑ. Ҫак канаш уполномоченнӑйсене вӑйлӑрах, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, информаципе тата опытпа ылмашӑнма май парӗ. Виҫӗ упономоченнӑй тӗл пулсан хӑйсен ӗҫӗнчи ҫивӗч ыйтусем тавра та калаҫнӑ. Кайран пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑҫал тӑваттӑмӗш кварталта пӗрле ӗҫ саккунӗн ыйтӑвӗпе «ҫавра сӗтел» ирттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Марков «Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман. Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей футболисчӗ Артем Дзюба Кӑҫал ҫулла футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди Испание ҫӗнтерсе чӗрӗк финала тухнӑ хыҫҫӑн футболистсене кашниех килӗштерме пуҫларӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш юнӗллӗ футболистсем пуррине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ. Авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти Дзюба хушаматлӑ ҫамрӑк ҫемьере ывӑл ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ Артем ят хунӑ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |