Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫ поселокӗ юлашки ҫулсенче сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Поселок аталаннипе пӗрлех ӑна хӑтсӑрлатакансем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра паян ирпе сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патӗнчи лаптӑк ҫӑрӑлакан вырӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавӑншӑн айӑплисем — автомобильсем. Нумаях пулмасть район центрӗнче спорт лапамӗ йӗркеленӗ. Анчах ун патӗнчи курӑк ҫине те машинӑсем хӑпарса кайма тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен автомобилӗсене малтан ҫӑрса пӗтернӗ вырӑна лартасшӑн мар иккен. «Аплах пулсан ку ҫерем те ҫӑрӑлчӑка ҫаврӑнӗ», — пӑшӑрханать Татьяна Степанова ятлӑ хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дон ҫинчи Ростов хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелте ҫуралнӑ арҫынна авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Палтиел ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Замире Шарафутдинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Дамир Вахитов 1987 ҫулта ҫуралнӑ. «Блокнот Ростов-на-Дону» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Петренко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри лифтра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫав самантра унта пулнӑ Шӑмӑршӑ район арҫыннин ӳчӗ 95 процент таран пиҫсе кайнӑ. Маларах эпир асӑннӑ сайтри хыпара сӳтсе явакансем хушшинче пушар сӑлтавӗ пирки тӗрлӗрен ҫырнӑ. Пирус туртнипе кладовкӑра пушар тухнӑ текен те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ростов ҫинчи Дон хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки «Блокнот Ростов-на-Дону» порталта пӗлтернӗ. 29 ҫулти арҫын – Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнчен. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хулари пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртра лифт шахти ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм подъездра сарӑлнӑ, чылай ҫын хваттерӗнчен тухайман. Ҫав вӑхӑтра вара лифтра пирӗн ентеш, ҫар ҫынни, пулнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ. 29 ҫултискерӗн кӗлеткин 95 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл кӑштахран тӑна кӗмесӗрех сывлама пӑрахнӑ. Унӑн арӑмӗ, икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографи 2015 ҫулта панкрута тухнӑ. Унта ӗҫленӗ ҫынсене шалу парса татман-ха: 201 ӗҫчене 16,7 миллион тенкӗ тӳлемелле. Типографи ҫурчӗ кивӗ, 1973 ҫулта хӑпартнӑскер. Ӑна тинех туянакан тупӑннӑ. Кӑҫал ҫурта виҫӗ хутчен сутма хӑтланнӑ, кашнинчех хака чакарса пынӑ. Малтанхи хак 85 миллион тенкӗ пулнӑ, юлашкинчен 55 миллионпа сутса янӑ. Ӑна «ЛОФТ СПЭЙС» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ (кӑҫал акан 6-мӗшӗнче регистрациленнӗ компани). Компани типографин ҫуртне, хут складне, ҫӗр лаптӑкне тата тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. «На связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, типографин ҫӗнӗ хуҫа тупӑнсан унта ӗҫленӗ ҫынсен ӗҫ укҫин парӑмне татма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ваттисен кунне паллӑ тунӑ. Ҫавна май Шупашкарта, Чӑваш Енри район-хулара тӗрлӗ мероприяти, акци иртнӗ. Ваттисем валли кӑмӑллӑ пулӑмсем вӗҫленмен-ха. Ыран тивӗҫлӗ канури ҫынсене Шупашкарти кӳлмеке васкама сӗнетпӗр. Унта 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен чуччу урапапа вӗсене тӳлевсӗрех ярӑнтарӗҫ. Анчах тивӗҫлӗ канӑва тухнине ӗнентерекен улостоверение манса хӑвармалла мар. Унсӑрӑн чуччупа тӳлевсӗр ярӑнасси пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Таджиксен наци культура центрӗн Чӑваш Енри организацийӗн ертӳҫи Абдулмаджид Гафуров ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин Ленин район сучӗ арҫынна хупса усрама йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Абдулмаджид Гафуров пысӑк сӗтевле ентешне пулӑшма шантарнӑ. Лешне аслӑ шкултан кӑларса янӑ-мӗн. Гафуров ӑна унта вӗренме кӗртме шантарнӑ. Таджиксен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Мускавра пурӑнакантан пысӑк сумма илнӗ чух тытса чарнӑ. Лешӗн тӗлӗшпе право хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен. Ӑна та хайхи пулӑшма шантарнӑ. Гафуров Шупашкарта кафе тытнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Курган-Тюбере йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ. Унта самана йывӑрланса кайсан Раҫҫее килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти художество салонӗсенчен пӗринче дизайнерта ӗҫлекен хӗрарӑм ҫинчен ТАСС информагентство ҫырса кӑтартнӑ. Женя ятлӑ дизайнер ҫын пӗверӗпе ҫӳрет иккен. Йывӑр операци тутарнӑ хыҫҫӑн ӑна шӑпа амӑшӗн телейне курма пилленӗ. Паян ҫемьере ҫулталӑкри ача ӳсет. Женя Шупашкарти педагогика университӗнче вӗреннӗ. Операцине ӑна 18 ҫул тултарсан тунӑ. Пӗчӗкрен йывӑр чирпе нушаланнӑ вӑл. Малтан пӗвер аптӑратнӑ, кайран пӳре ыратнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланӑ та, анчах чир хайӗн ҫинчен аса илтерсех тӑнӑ. Мускаври консультацире пӗвер поликистозне тупса палӑртнӑ. Ват хӑмпине касса илме тивнӗ. Кайран Кароли синдромне асӑрханӑ. Ҫавӑнпа Женьӑн пӗверне операци тума тивнӗ. Асӑннӑ органӑн сылтӑм пайне хӗрне амӑшӗ пама килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫӗтӗк ялав вӗлкӗшет. Ҫакӑн пирки Алёна Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта ҫырнине ӗненсен Шупашкар хулин варринче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫурӑк пулса тухать. Пост авторӗ икӗ сӑнӳкерчк вырнаҫтарнӑ. Вӗсенче сӑнланнӑ ялав, чӑн та, ҫӗтӗк. Ку хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри: «Ку вӑл тем мар-ха», — тесе ҫырнӑ май тахҫан министерствӑсенчен пӗри ялав кутӑн ҫакса хунине аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Белорусси ҫӗршывӗнчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: чылай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ кинорежиссер тата писатель, киносценарист тата художник Дмитрий Никонорович Михлеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Д.Н. Михлеев 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографистсен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Белорусьфильм» студире ӗҫленӗ. «Косые майские дожди» (1975), «В земле наши корни (1975), «Интернат ты наш» (1986), «Капля в музее» (1988), «Конец сезона туманов» (2000), «Аптрамансен йӑхӗнчен» (2000) документлӑ фильмсен, «По секрету всему свету», (1977), «Воля вселенной» (1999), «Шахтеры» (1999), илемлӗ фильмсен режиссерӗ, «Дум-Пабиби-Дум» (2017) илемлӗ фильмӑн сценари авторӗ пулнӑ. Шупашкарта унӑн «Поле перейденное» (1985), «Ось земли» (2014) кӗнекисем тухнӑ. Д.Н. Михлеев Шупашкара час-часах килсе ҫӳренӗ, Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑннӑ, чӑваш писателӗсемпе тата журналисчӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. |
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ. «Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ. Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |