Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Александра Пунда Пӗтӗм тӗнчери «Красота Божьего мира: «Великая победа: наследие и наследники» ача-пӑча конкурсне хутшӑнса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. 6 ҫулти Александра регион шайӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш шайра вара пӗрремӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ.
Раҫҫей шайӗнчи конкурса 3115 ӗҫ ҫитнӗ: Раҫҫейрен, Молдовӑран, Украинӑран, Беларуҫран, Кипртан, Аргентинӑран.
Александра Пундӑна конкурса ҫӗнтернӗшӗн Кирилл Патриарх тата Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матиенко чысланӑ. Ӑна вӗренӳре тата ӳкерӳре кирлӗ парне парса та хавхалантарнӑ.