Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Ҫулла Шупашкарти шкулсенче вакансисем пурри пирки, ертӳҫӗсемпе педагогсене шырани ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ пӗтӗмлетӳ паллӑ.

Шел те, икӗ лицей халӗ те директорсӑр ӗҫлет. Бауман урамӗнче вырнаҫнӑ 44-мӗш лицейра ертӳҫӗ шыраса икӗ хутчен те конкурс ирттернӗ, анчах ҫӗнтерӳҫе ниепле те палӑртайман. 3-мӗш лицей те ертӳҫӗсӗр-ха. Унта малтан ку тивӗҫе Ирина Полбенникова пурнӑҫланӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн конкурс ирттересси пирки пӗлтермен-ха.

Унччен Афанасьев урамӗнчи 2-мӗш шкулта та директор пулман. Халӗ ку пукана Марина Михалёва йышӑннӑ. Вӑл унччен те унта директор пулнӑ. Мир проспектӗнчи 33-мӗш шкула Луиза Григорьева ертсе пырать.

Палӑртмалла: Шупашкарти 5 ача пахчи валли те ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Хальлӗхе 15-мӗш, 30-мӗш, 35-мӗш, 88-мӗш, 146-мӗш ача пахчисенче заведующи ҫук.

 

Политика

Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева, ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, усламҫӑсем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков канаш йӗркеленӗ. Кун пирки вӗсем паян калаҫнӑ.

Ҫак канаш уполномоченнӑйсене вӑйлӑрах, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, информаципе тата опытпа ылмашӑнма май парӗ.

Виҫӗ упономоченнӑй тӗл пулсан хӑйсен ӗҫӗнчи ҫивӗч ыйтусем тавра та калаҫнӑ. Кайран пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑҫал тӑваттӑмӗш кварталта пӗрле ӗҫ саккунӗн ыйтӑвӗпе «ҫавра сӗтел» ирттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
Дмитрий Марков
Дмитрий Марков

«Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман.

Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ.

 

Республикӑра
Раҫҫей футболисчӗ Артем Дзюба
Раҫҫей футболисчӗ Артем Дзюба

Кӑҫал ҫулла футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди Испание ҫӗнтерсе чӗрӗк финала тухнӑ хыҫҫӑн футболистсене кашниех килӗштерме пуҫларӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш юнӗллӗ футболистсем пуррине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.

Авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти Дзюба хушаматлӑ ҫамрӑк ҫемьере ывӑл ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ Артем ят хунӑ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Тунтикун, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сирена янӑраса кайсан хӑраса ан ӳкӗр. Ку – вӗренмелли тревога кӑна.

Юпан 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха пӗлтермелли системӑна планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслӗҫ. Ҫак кун республикӑри кашни район-хуларах сирена кӑшкӑрса ярӗ, громкоговорительсем янӑрӗҫ.

РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Внимание всем!» сигнал икӗ хутчен янӑрӗ: 10-ра тата 10 сехет ҫурӑра. Ку вӗренӳ тревоги кӑна пулнӑ май ҫӑлавҫӑсем пурне те хӑйсен вырӑнӗнчех пулма, малалла ӗҫлеме ыйтаҫҫӗ.

«Внимание всем!» сигнал – граждан хӳтӗлевӗн асӑрхаттармалли палли. Ҫапла майпа халӑха авари, катастрофа, тӑшман тапӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Комсомольски районӗнче сиенлӗ ҫӳп-ҫап куписене тупнӑ. Вӗсене Халӑх фрончӗн хастарӗсем Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем хӑйсемех интерактивлӑ ресурса хыпар ярса панӑ.

Пӗр ҫӳп-ҫап купинче – пластик канистрсем, вӗсенче вара – тӗттӗм шӗвек. Чылай савӑт ҫине бор йӳҫекӗн формулине ҫырнӑ. Иккӗмӗш купара вара – фармацевтика препарачӗсен картон курупкисем. Унта ҫавӑн пекех хими элементне ҫырнӑ савӑтсем те пур.

Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫӳп-ҫап тавралӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, вырӑнти халӑхӑн сывлӑхне сенлетме пултарать.

Ҫак ҫӗр лаптӑкӗ - вырӑнти сахӑр савучӗн. Халӑх фрончӗн хастарӗсем вырӑнти тӳре-шарана ҫӳп-ҫапа пӗтерме, территорие карта тытса ятарлӑ паллӑсем лартма хушнӑ.

 

Хулара

Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен.

Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ.

 

Республикӑра

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине халӗ те палӑртман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.

Вилене Уйпуҫ Ялӑра ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле 3 ҫухрӑмра тупнӑ. Ун ҫинче спорт костюмӗ (50-мӗш калӑпӑшли), кӑвак-шурӑ йӑрӑмлӑ тельняшка, хура труҫҫи, хура носки пулнӑ.

Хӑй 51-65 ҫулсенчи пек курӑнать, 156-176 сантиметр ҫӳллӗш, сӑмси сылтӑм еннелле кӑшт кукӑр.

Пуҫ купташкине кура унӑн реконструкцине хатӗрленӗ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52633
 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ.

Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/52636
 

Хулара

Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…

Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.

Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.

Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52656
 

Страницӑсем: 1 ... 1980, 1981, 1982, 1983, 1984, 1985, 1986, 1987, 1988, 1989, [1990], 1991, 1992, 1993, 1994, 1995, 1996, 1997, 1998, 1999, 2000, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 19

1878
147
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
110
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
38
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
34
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...