Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ҫур ҫӗрте Шупашкарти «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче пушар тухнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Кӑмрӑк ашӗнче хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Хӗрарӑм – 65-ре, арҫын 53 ҫулта пулнӑ.
Экспертсем халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 729 пушар тухнӑ, вӗсенче 30 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепӗр 35 ҫын суранланнӑ.
Пăшатанпек // 1294.24.7584
2020.06.13 19:41 | |
Шутла ха, Саванеш, "çур çĕрте" тесе уйрăм çырни шухăщша тĕрĕс калама май парать-и? Çурçĕрте çÿрçĕр çитеспе тесен? Айван Виноградов хыççăн кайсан вакка сикен. | |
Agabazar // 3612.7.2523
2020.06.14 20:15 | |
кунта уйрăм çырмалла | |
