Республикӑра
![]() ЧР Юстици министерстви «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» АУн патшалӑх пакечӗсене каллех сутма тӑратнӑ. Тӳре-шара ӑна пӗлтӗрех приватизацилеме хӑтланнӑ, анчах туянакан тупӑнман. Аукцион ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унта республика харпӑрлӑхӗнчи мӗнпур акцие сутма тӑратӗҫ. Малтанхи хак – 722,1 миллион тенкӗ, аукцион утӑмӗ – 7,2 миллион тенкӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Палӑртмалла: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» - Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӑнӑх туса кӑларакан пысӑк предприяти. Вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекен, пылак ҫимӗҫ хатӗрлекен, макарон туса кӑларакан организацисене ҫӑнӑхпа тивӗҫтерет. Унӑн филиалӗсем Шупашкарти тата Канашри элеваторсем, Вӑрмарти, Вӑрнарти, Тӗрлемесри, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен предприятисем шутланҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ен 2 миллион тенкӗ тӑракан 27 шкул автобусӗ туянасшӑн. Ку тӗллевпе 54 миллион та 621 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Автобус хакӗсем унта, тен, кӑштах йӳнелӗҫ те. Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен кӑҫал туса кӑларнисем пулмалла. Кусӑр пуҫне унта 20 ача вырнаҫтӑр. Транспортра цифра тахографӗ, ГЛОНАСС, маяк, ЭРА-ГЛОНАСС пулччӑр. Документацире автобус калӑпӑшне, мӗнле двигатель пулмаллине палӑртман. Аукционра ҫӗнтернӗ организаципе килӗшӳ тӑвӗҫ. Кун хыҫҫӑн унӑн 60 кунра автобуссене Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умне килсе лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗперӗн карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Унсӑр пуҫне хунар ҫутин линийӗ сиенленнӗ, светофор ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра авари пулма пултаракан ҫак кӗпер ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хунарсене, светофора тӳрлетеҫҫӗ, карлӑка юсаҫҫӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫал ҫак кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсама тытӑнӗҫ. Ҫитес уйӑхра ҫак ӗҫе ирттерме тивӗҫ подрядчике палӑртма аукцион йӗркелӗҫ. Строительство организацийӗн икӗ ҫул хушшинче кӗпере тӗпрен юсамалла. Унсӑр пуҫне вӗсемех карлӑксене тӑвӗҫ, тротуар плитине хурӗҫ, ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Сад» микрорайонӗнче пурӑнакансене эвакуаци пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май вырӑна ятарлӑ служба ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дементьев урамӗнчи 3/2-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъезчӗн стени ҫурӑлса аннӑ. «Пурӑнмалли ҫурт умӗнче МЧС машинисем лараҫҫӗ, ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ», — ҫакна курнисенчен пӗри ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне ҫапла пӗлтернӗ. Шупашкар хулин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Андреев каланӑ тӑрӑх, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушши нимӗн те ҫук. «Ҫӗнӗ ҫурт пусӑрӑннӑ, шикленмелли сӑлтав мар ку», — комментари панӑ тӳре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ шӑмат кун, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Тутарстанри «Сувар» хаҫат хӑйӗн чӗрӗк ӗмӗрхине уявларӗ. Унта Чӑваш Енри делегаци те, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, хутшӑнчӗ. Уяв вӑхӑтӗнчи вулакансен конференцине тӗрлӗ регионтан пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов, сӑмахран, Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енри чӑвашсен кӑна пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн корреспондент пункчӗсене чӑвашсем йышлӑ регионсенче те йӗркелемеллех. Чӑваш наци телекуравӗн анлӑшӗ сарӑлсан вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ ентешӗмӗрсен пурнӑҫне те ҫутатӗ. Вулакансен конференцийӗнчисем Юрий Михайловӑн шухӑшне ырланӑ. Вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пек чӗнӳпе тухма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑвашстат курӑмлатнӑ статистикӑна пичетленӗ: Чӑваш Республикинчен пӗлтӗр 21 пин те 59 ҫын куҫса кайнӑ, пирӗн пата 15 пин те 734 ҫын килсе тӗпленнӗ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑран куҫса каякансенчен ытларахӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗнче пурӑнма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенче тӗпленнисем те пур: унашкаллисен йышӗ 2337 ҫын. Ҫапла майпа Чӑваш Енри миграци чакӑвӗ 5325 ҫынпа танлашнӑ. 2017 ҫулпа танлаштарсан 2218 ҫын ытларах. Пирӗн пата пурӑнма куҫнисен пысӑк пайӗ — Раҫҫейӗн урӑх регионӗнчен. Чикӗ леш енчен 2191 ҫын куҫса килнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ, Етӗрне, Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсенче вара чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте пулнӑ аварире 8 ҫулти ача вилни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫул ҫинче «Фольксвагенпа» «Лада Ларгус» ҫапӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнче 32 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн 10-ри ывӑлӗ тата 8 ҫулти виҫӗреш пулнӑ. 8-ти ачана тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫӑлайман. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара илсе кайма тӑнӑ, анчах ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ. Шел те, ачан чӗри тапма пӑрахнӑ. Авари 32 ҫулти арҫын айӑпӗпе пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр ун тӗлӗшпе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн 26 административлӑ протокол ҫурнӑ. Чылайӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Василиса Варенова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Про Город» редакцие йӑтӑнса аннӑ балкона сӑн ӳкерсе ярса панӑ. Тӗрӗсрех каласан, балконӑн ҫӳлти пайӗ юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ӳкнӗ, аялти пайӗ вырӑнтах юлнӑ. Хӗвел урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра 5-мӗш хутра пурӑнакан пӗр ҫыннӑн балконӗ ку. Камӑн айӑпӗпе пулнӑ ку? Ҫак ҫурта пӑхса тӑракан управляющи компанийӗ айӑпа хваттер хуҫи ҫине йӑвантарать, вӑл юра вӑхӑтра тасатман-мӗн. «5-мӗш хутри балкон рами тата козырекӗ ҫурт проектне кӗмен. Ҫынсем ӑна хӑйсем туса лартнӑ. Ахӑртнех, козырека кирлӗ пек вырнаҫтарман, ҫавӑнпа юр унтан ӳкмен. Балкон рами кивӗ пулнӑ, юр йывӑрӑшне чӑтайман. Ҫак конструкцие тунӑ хуҫан юра хӑйӗн тасатмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ ЖКХ управляющи компанийӗ» ҫурт-йӗр фончӗн эксплуатаци пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Кашуба. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх писателӗ, Ҫемен Элкер преми лауреачӗ, Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. Шел те, мухтавлӑ ҫыннӑмӑр ҫак юбилейччен пурӑнаймарӗ, 2013 ҫулти март уйӑхӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче «Л.В Таллеровӑн илемлӗх тӗнчи» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Чӑваш халӑх писательне Л.В Таллерова, хамӑр ентеше аса илме, сумлӑ ӗҫӗсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Салам сӑмахӗ каласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Н.К Ефремова, «Кӑмӑлпа пӑхса илсемӗр эпӗ утнӑ ҫул ҫине…» ятлӑ курава пӑхма сӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн кун йӗркипе районти чӑваш чӗлхипе литератури методисчӗ С.Г.Индюкова паллаштарчӗ. Конференцие ӑнӑҫлӑ ирттерме сӗнсе шкул директорӗ Н.А. Петрова сӑмах илчӗ. «Л.В.Таллеровӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем хамӑр тӑрӑхра пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем. Вӗсем ҫинчен пӗлес тесен Чӑваш халӑх писателӗн произведенийӗсене кашнинех юратса вуламалла», — терӗ шкул пуҫлӑхӗ ачасене конференцире пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунса. |
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова Ҫук-ҫук. Пур ҫӗре те мар. Элтеперпе ытти пысӑк пуҫлӑхӑн тӑванӗсене Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатинчи хӑш-пӗр ӗҫе илмӗҫ. Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Тӗрӗслевпе шутлав палатипе ҫыхӑннӑ саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫав утӑма федераци саккунӗнче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн тунӑ. Республикӑн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи, унӑн ҫумӗ тата аудиторсем пулмалли должноҫсене Чӑваш Ен Элтеперӗпе, республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫипе, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫипе, суд тата право органӗсен ертӳҫисен ҫывӑх тӑвансене е хурӑнташсене (ашшӗ-амӑшне, мӑшӑрсене, ачасене, пиччӗшӗ-шӑллӗсене, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, мӑшӑрӗн ҫывӑх тӑванӗсене) ӗҫе илме юрамасть. Маларах капла чару Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫине ҫеҫ пырса тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |