Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Нумах пулмасть Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: хирӗҫсе кайнӑ ҫамрӑксен ушкӑнӗ патне полицейскисем ҫитнӗ, Ладыков-кӗҫӗннине тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫине тапӑннӑ, пӗрне полици уйрӑмӗнче питрен ҫапнӑ.

Паян Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Инстаграмри страницинче кун пирки комментари ҫырнӑ. «Ман ывӑлпа пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки, мӗн калаятӑп. Ман ывӑл – 18 ҫул тултарнӑ ҫын, хӑй тӗллӗнлӗхе хӑнӑхнӑ. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл айӑпне йышӑннӑ, саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма хатӗр. Манӑн тивӗҫ ҫакӑ тесе шутлатӑп: тепӗр хутчен шар курнӑ ҫынсенчен каҫару ыйтатӑп», - ҫапла ҫырнӑ сити-менеджер.

 

Ял пурнӑҫӗ
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче район шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче унта тӗрлӗ ялтан 12 ҫын хутшӑннӑ. Кун пирки район администрацийӗн официаллӑ порталӗ хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулшӑн «Ҫулталӑк ҫынни» ята республикӑри «Чикӗ хуралҫисен тӑванлӗхӗ» пӗрлӗхӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Быков тивӗҫнӗ. Ӑна тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура дипломпа тата «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурс ҫӗнтерӳҫин кубокӗпе чысланӑ.

Палӑртса хӑвармалла, ҫак сумлӑ ята пӗлтӗр хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, Патӑрьел тата Шамӑршӑ районӗсен вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен зоотехник-консультанчӗ Николай Пирожков ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Сантӑр Савкилта
Сантӑр Савкилта

Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫараканӗ Александр Савельев паян 30 ҫул тултарнӑ. Ашшӗ амӑшӗ унӑн Тутарстанри Нурлат районне кӗрекен Лачака ялӗнчен. Александр хӑй вара нумай ҫул Мускавра пурӑннӑ, унтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Савкилта чӑваш ятне илнӗ ҫамрӑк инҫетри ҫӗршыва ахаль кайман — унта вӑл тӗпчев ӗҫӗсене хутшӑнать. Eurasia3angle тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗ алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ. Сантӑр Савкилта вӑл ушкӑнра 2016 ҫултанпа ӗҫлет. Сӑмах май, 2017 ҫулта, Александр историлле чӗлхе пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери 23-мӗш конференцине хутшӑннӑ (Сан-Антонио, АПШ) — унта вӑл чӑваш чӗлхинчи вырӑнти калаҫӑвӗсем кӑк тӗрӗк чӗлхине реконструкцилеме мӗн енчен пулӑшма пултарни пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Китайри конференцисене хутшӑннӑ, Шупашкара та пӗрре мар килсе кайнӑ.

Сантӑр Савкилтана ытларах «Ирӗклӗ сӑмах» сайт йӗркелӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе ҫав сайт хыпарсене аналитикӑллӑ та тӗрлӗ енлӗ ҫутатакан ресурс пек палӑрса юлчӗ.

 

Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн

Куславккари автостанцие хупма пултараҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакна тума темиҫе сӑлтав та пур.

Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче автостанци харпӑрҫи хупӑнасси пирки администрацие пӗлтернӗ. Ӑна нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хупма планланӑ. Вокзалӑн тупӑш ҫук-мӗн. Анчах вӑл хупӑнсан ҫынсен ытти ҫӗре мӗнле тухса ҫӳремелле? Ҫак ыйту шухӑшлаттарать тӳре-шарана. Анчах «АвтоВАСа» ку пӑшӑрхантармасть.

Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерствинче пӑхса тухнӑ. «АвтоВАС» малалла икӗ условипе ӗҫлеме килӗшнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, перевозчиксен килӗшӳ тумалла тата хӑйсен автобусӗсене автостанцирен Куславкка районӗнче 6 маршрутпа ямалла. Иккӗмӗшӗнчен, пассажирсен вокзал кассинчен билет туянмалла. Тепӗр майлӑ каласан, водительсен хулари ытти чарӑнура чарӑнса ҫынсене лартмалла мар. Анчах ку услови куславккасен пурнӑҫне йывӑрлатӗ: автостанцие ҫитес тесен сахал мар утмалла.

Автостанци чӑнах та хупӑнсан ҫынсем автобуссене «Булат» кафе умӗнче кӗтсе тӑма пуҫлӗҫ, унтах расписани ҫакӗҫ. Кун пек чухне билетсене водительсем хӑйсем сутӗҫ.

Куславккари автостанци мӗнле майпа ҫакӑн пек лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ-ха?

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55289
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хӑйӗн ачине чышкӑпа воспитани парасшӑн пулнӑ. Хайхискер 2009 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлне пӗрмай ҫапнӑ. Ҫакна амӑшӗ чӑтса тӑрайман – полицие кайса заявлени ҫырнӑ.

Куншӑн ашшӗне явап тыттарнӑ. Ҫак кунсенче суд пулнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи утӑччен ывӑлне ытлашши ҫирӗп воспитани панӑ, пӗчӗкскере пӗрре мар ҫапнӑ. Юлашкинчен амӑшӗ ҫакна пӑхса тӑрайман, йӗрке хуралне кайса заявлени ҫырнӑ. Унччен вӑл полицие ҫитме шикленнӗ, мӗншӗн тесен упӑшкинчен хӑранӑ.

Судра ача ашшӗ ӑна чӑнах та хӗненине ҫирӗплетнӗ, кӳнтеленсем те арҫын ывӑлне ҫапнине каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55288
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.

Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55291
 

Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?

Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.

Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.

Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.

 

Ӑслӑлӑх
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ.

Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Ульяна Салмина амӑшӗпе пӗрле Тӗкӗрҫ рашчин администрацийӗ патне вӑрӑм ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл зубр ҫури валли ят шыранине ҫырса кӑтартнӑ.

Ульянӑпа амӑшӗ 20 яхӑн ят сӗннӗ. Рашча администрацийӗн ӗҫченӗсене тӳрех иккӗшӗ килӗшнӗ: Мулат тата Юман. Мулат ятра зубр амӑшӗн саспаллисем пур: вӑл Мулана ятлӑ. Юман вара ҫирӗп сывлӑха кӑтартать. Чӑвашсем сывлӑха юманпа танлаштараҫҫӗ-ҫке-ха. Кунсӑр пуҫне юман – республикӑн символӗ. Ҫапла майпа зубр ҫури Мулат Юманович пулса тӑнӑ.

Рашча администрацийӗ пӗчӗк Ульянӑна 2019 ҫул валли календарь парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемйипе зоопарка пӗр уйӑх тӳлевсӗр ҫӳрӗ.

 

Хулара

Юратакансен кунӗ ҫывхарать. Аса илтерер: Ҫветтуй Валентин кунне нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Юратакансен уявӗнче Шупашкарти Мускав районӗ акци ирттерме палӑртнӑ. «Уйрӑлмасӑр – пӗр кун» ятлӑ вӑл. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун ЗАГС уйрӑмӗнче уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсенчен заявлени йышӑнмӗҫ. Уявра ҫак шухӑшпа пынӑ упӑшкипе арӑмне тепӗр хутчен ларса тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ.

Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЗАГС пайӗнче уйрӑлакансем хальлӗхе ҫук-ха. Кӑмӑллӑ хыпар пур вара: ҫак кун 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55278
 

Страницӑсем: 1 ... 1867, 1868, 1869, 1870, 1871, 1872, 1873, 1874, 1875, 1876, [1877], 1878, 1879, 1880, 1881, 1882, 1883, 1884, 1885, 1886, 1887, ... 3894
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 17

1927
98
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...