Пӑтӑрмахсем
![]() Мари Эл Республикинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарта вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫумӗнче Шупашкарти Президент бульварӗнчи суту-илӳ центрӗнчи пӗр пайра сутакан сакӑр япала тата хачӑ пулнӑ. 27-ри хӗрарӑм хӑйӗн алли кукӑррине йышӑнман. Лавккаран япала вӑрланине тунаканскер: «Йӑлтах хамӑн», — тесе хытах ӗнентерме хӑтланнӑ. Шар курнӑ суту-илӳ точки тӑкака 18 пин тенкӗ ытла тесе хакланӑ. Мари Элтан килнӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хайхи ытти ҫӗрте те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши тесе тӗрӗслесшӗн. Пакунлисем тытса чарнӑ чух тупса палӑртнӑ япаласене мӗнле майпа тата хӑҫан вӑрланине те вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ашшӗпе амӑшне хӗненӗ. 58 ҫулти ашшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ, 56-ри амӑшӗ вара тӑнне ҫухатнӑ. 35-ри арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакскер килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ҫав кун вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та вӗсене тимӗр япалапа хӗненӗ. Ашшӗ вилмеллех суранланнӑ. Амӑшӗ тӑна кӗрсен упӑшки сывламаннине асӑрханӑ. Ывӑлӗ килте пулман ӗнтӗ, вӑл тарса ҫухалнӑ. Хӗрарӑм упӑшки вилни пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ следстви пырать, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе экспертизӑсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра. Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫак пуҫлӑх ывӑлӗн 1,5 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе харпӑрлӑх прави пур тесе суя документ хатӗрленӗ. Каярахпа ывӑлӗ регслужба урлӑ ҫак участокӑн харпӑрҫи пулса тӑнӑ. Чӑннипе вара ҫӗр район администрацийӗн пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн следователӗсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Унччен маларах сайтра Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем Патӑрьел ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. |
Республикӑра
![]() Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ. Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти каччӑ тетелте шар курнӑ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче вӑл хӑйне «Анастасия» тесе паллаштарнӑскерпе ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ унран ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсем ыйтнӑ. Ҫамрӑк ҫын ҫав сӑнсене ярса парсанах ун патне хӑратса укҫа ыйтса ҫырма тапратнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑратакансем укҫа ыйтнӑ, памасан ҫаппа-ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсене тетелте пурте курмалла вырнаҫтарассипе шиклентернӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ҫын хурахсене 6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑнах полици уйрӑмне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем ҫав хурах кам иккенне тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш Енре иртнӗ ҫул кун йышши 30 тӗслӗх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Росстат кӑҫалхи карлач уйӑхӗн ӗҫсӗрлӗх енӗпе лару-тӑру мӗнле пулнине тишкернӗ, танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ӑна Патшалӑх статистикин федераци службин сайтӗнче курма пулать. Ведомство Чаваш Енри лару-тӑрӑва та хакланӑ. Палӑртмалла: Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти регионпа танлаштарсан, Чӑваш Республикинче ӗҫсӗр ҫынсем сахал. Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсен хушшинче Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта ӗҫлеме пултаракан 620 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 590-шӗ ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, ӗҫсӗррисем нумай. Вӑл – юлашки вырӑнта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ровесник» культура ҫурчӗ» чарӑнура кӗрт йыттисем хӗре тапӑннӑ. Ӑна йытӑсем ҫыртнӑ ахӑртнех: вӑл ҫухӑрашнӑ. Йытӑсем хӗрӗн ҫиелти тумне ҫурнӑ, аллинчи сумкине туртнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра машина иртсе пынӑ. Водитель чарӑнса пулӑшма тухнӑ, хӗрӗн япалисене пуҫтарнӑ та ӑна салона лартса пульницӑна леҫнӗ. Шел те, кӗрт йыттисем ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем тата пулнӑ. Эрне каялла йытӑсем ачаллӑ хӗрарӑма тапӑннӑ, пепкене туртса илме хӑтланнӑ. Пӗр арҫынна та йытӑсем шар кӑтартнӑ: вӗсем унӑн урине ҫыртнӑ. Ҫынсем йытӑсене тытакан службӑна шӑнкравласа пӗлтернӗ. Анчах, «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗнле хурав та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Ҫак кун пирӗн пата ют ҫӗршыв усламҫисем, ҫав шутра – яппунсем те, килӗҫ. Хӑнасем форумсене, ҫавра сӗтелсене, сессисене хутшӑнӗҫ. Республика кунӗнче Шупашкарта культура форумӗ иртӗ. Халӗ ун проектне тата интернет-сайтне хатӗрлеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форум Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсемпе, эксперт сообществисемпе, патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе пленарлӑ лару иртӗ. Ҫавӑн пекех дискусси лапамӗсем ӗҫлӗҫ, туризм, культура тытӑмӗсенчи инвестици проекчӗсен хӑтлавӗсем пулӗҫ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пусӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |