Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятин пуҫлӑхне организаци укҫине пытарнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ

пӗлтернӗччӗ.

Парӑма тӳлес мар тесе хайхи ҫын 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тапаҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтра организацин налук тата ытти тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Апла пулин те пуҫлӑх парӑма тӳлесе татас вырӑнне ытти контрагента куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курман вӑл.

Тӗпчевҫӗсем тата Ҫӗмӗрле район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатнӑ. Халӗ пуҫлӑха суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

 

Хулара

Шупашкарти савутра рабочи суранланнӑ. Смена вӑхӑтӗнче вӑл ӳтне пӗҫертсе янӑ.

Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ савута ҫак арҫын каҫхи сменӑна кайнӑ. Ҫав кун, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 19 сехет тӗлӗнче унпа инкек пулнӑ.

«Рабочи кӑмака вӗри пулнипе суранланнӑ. 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пичӗ тата алли пиҫсе кайнӑ», — ҫапла каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.

Савутран пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫчене пульницӑна вырттарман. Халӗ вӑл килте ларать. Предприятири инкеке тӗпчеме комисси йӗркеленӗ, вӑл ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗ.

 

Республикӑра
Алексей Милашин тунӑ сӑн
Алексей Милашин тунӑ сӑн

Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ пысӑк пулӑ тытнӑ. Вӑлтана кӗнӗ ҫуйӑн 90 килограмм таять, тӑршшӗ икӗ метр ытла. Ҫак арҫынсем кун пек пысӑк пулӑ 18 ҫул каялла та тытнӑ пулнӑ.

Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан арҫынсем пулла утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем Атӑлӑн тарӑн вырӑнӗ патне ҫитнӗ.

Ҫуйӑна тытма ҫӑмӑл мар. Алексей каланӑ тӑрӑх, ку ҫапӑҫу пекех. Вӑйлӑ пулмасан ҫуйӑн тарма, хӑйӗн хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайма пултарать.

Арҫынсем каланӑ тӑрӑх, пысӑк ҫуйӑн нумайлӑха ҫитӗ. «Пулӑ шӳрпи, шашлӑк, балык пӗҫерӗпӗр. Саппас ҫулталӑклӑха ҫитет», - каласа кӑтартнӑ пулӑҫсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58156
 

Культура

Тутарстанри Аксура чӑвашсен Уявне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑннӑ тӗрлӗ фольклор коллективӗпе пултарулӑх ушкӑнӗнчен пӗри — Николай Полоруссов-Шелепи ялӗнчи фольклор коллективӗ.

Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен Елена Алексеева журналист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнне, сӑмах май, Еленӑн амӑшӗ Валентина Селиванова (вӑл фельдшерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ) та ҫӳрет. Фольклор коллективӗ учительсенчен, библиотекарьпе пенсионерсенчен, кил хуҫи арӑмӗсенчен тӑрать иккен. Ушкӑн ертӳҫи — маларах асӑннӑ ял клубӗн ертӳҫи, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Андреева (Левукова). Ҫамрӑксен «Шурӑ ҫӑл» ушкӑнне 10 ҫын ҫӳрет, аслисен «Хамӑр ял» ушкӑнне — 7-ӗн, ҫав шутра — 3 арҫын.

 

Ҫул-йӗр
Шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫул
Шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫул

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗн Николай (Аҫтахар) Плотниковӑн иртнӗ канмалли кунта, вырсарникун, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ ҫумӗпе иртсе кайма тӳр килнӗ. Шӑхасантан иртсен ҫул самай пӑсӑк пулни питех те тӗлӗнтернӗ вара — вӑл тем тесен те Ҫеҫпӗл ялне илсе каять-ҫке. Унта вара Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, «Ҫеҫпӗл Мишши тӑван килӗ» комплекс вырнаҫнӑ. Хӑнасем те тӑтӑш кунта килсе ҫӳреҫҫӗ — сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем аллӑ ҫынна яхӑн йышпа килсе кайнӑ.

Ҫула хӑҫан юсама палӑртни пирки ыйтӑва Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн администрацийӗ умӗнче тӑратнӑ. Хурав килсен вулакансене паллаштарӑпӑр.

 

Республикӑра

Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.

Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.

Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторире ӗҫ укҫипе парӑм пухӑнса кайнӑ. Икӗ уйӑхра 5,8 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санатори 189 ҫын умӗнче парӑма кӗнӗ.

Пӑтӑрмаха Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Парӑм кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсемшӗн пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн Раҫейӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 5.27-мӗш статйин 6-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ саккунне пӑсни ҫинчен санатори директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Санаторин шалу парӑмӗ пирки республика шайӗнче иртекен тӗрлӗ ларура та пӗрре кӑна мар сӑмах хускатнӑ. Халӗ тинех парӑма тӳлесе татнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхӗнчен пӗри — фольклор. Ӑна кӗнекене пухса кӑларни вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑҫа тухассинчен асӑрханма май парать.

«Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество) ярӑм — шӑпах ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсенчен пӗри. Ӑна пухса кӑларакансем чӑваш халӑхӗн пуянлӑхне ытти наци хушшинче те сарас тӗллевлӗ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ фольклора икӗ чӗлхепе 40 томпа кӑларма йышӑннӑ.

«Паттӑр юмахӗсем. Богатырские сказки» кӗнекене пухаканӗ – Н.Г. Ильина, редакторӗ – А.Г. Майорова, ӑслӑлӑх редакторӗ – Г.А. Николаев.

Вулакансем ҫӗнӗ кӑларӑма юратса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑвашла пӗлменнисене те кӑсӑклантармалла. Юмахсене оригинала ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.

 

Культура

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) акци иртӗ. Юлашки ҫулсенче йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие пирӗн республика та хутшӑнать.

Хӑш кинона пӑхассине халӑхпа татса парасшӑн. Списокри кирек мӗнле фильма та суйлама пулать. Анчах вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫӗнтерӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.

«Кино каҫне» пирӗн республикӑра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви «Чӑвашкино» киностудипе пӗрле ирттерӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри кинотеатрсем, культура керменӗсем, музейсем, вулавӑшсем те акцие хутшӑнӗҫ. Кино юратакансем валли лекцисем, концертсем, экскурсисем пулӗҫ. Тата, паллах, кино кӑтартӗҫ. Килӗшекен кинона суйлас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Унта стрелкӑпа кӑтартнӑ тӗле пусмалла.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1795, 1796, 1797, 1798, 1799, 1800, 1801, 1802, 1803, 1804, [1805], 1806, 1807, 1808, 1809, 1810, 1811, 1812, 1813, 1814, 1815, ... 3943
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 19

1990
35
Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1994
31
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...