Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: паллашу

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм, медучрежденире администраторта ӗҫлекенскер, Интернетри Максима шанса 7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене виҫӗмкун пӗлтернӗ.

Шар курнӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллашу сайтӗнче Максим ятлӑ ҫынпа ҫыру ҫӳретме тапранса кайнӑ. Кӑштахран хайхискер хӗрарӑма криптобиржӑра укҫа ӗҫлесе илме май пур тесе ӗнентернӗ.

Малтанласа хӗрарӑм 70 пин тенкӗ инвестици хывнӑ. Кӑштахран пысӑкран та пысӑк сумма хума тапранса кайнӑ. Кӑштахран банка хваттерне 4,5 миллион тенкӗлле салука хывнӑ.

Криптобиржӑна хӗрарӑм пӗтӗмпе 7 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. Хӑйӗн пухса пынӑ укҫисӗр пуҫне тата кредит, пӗчӗк займ илнӗ, пӗлӗшӗсенчен кивҫене кӗрсе кайнӑ.

Пакунлисем асӑрхануллӑ пулмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.

 

Сывлӑх
www.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри санаторисемпе тата курортсемпе паллашма аякри регионсенчи хӑнасем килӗс. Инҫе ҫула ҫывӑхлатса пирӗн патӑмӑра Иркутск, Тӗмен, Курган облаҫӗсенчен, Ханты-Манси автономи округӗнчен тата Ямалтан килсе ҫитӗҫ. Хӑнасем пирӗн патра ҫу уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Делегатсем - асӑннӑ регионсенчи пысӑк производствӑсенче ӗҫлекенсем тата профсоюз хастарӗсем.

Икӗ кун хушшинче вӗсем Чаваш Енри санаторисемпе паллашӗҫ, номерсене кӗрсе курӗс, медицина бази тата сывлӑх программисем пирки пӗлӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм телее халах тетелӗнчи паллашу сайчӗсенчен пӗринче шыранӑ.

Унта вал пер арҫынпа ҫыру ҫӳретме пуҫланӑ. Темиҫе кун пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретнӗ. Унтан арҫын чуна уҫнӑ. Вӑл рынокра укҫа тума май инструментсемпе усӑ курса укҫа туса пурӑннине ӗнентернӗ, ӗҫлемесер лайӑх пурӑнма май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑна аналитик пулӑшса пырать иккен, ҫав ырӑ ҫын Шупашкар хӗрарӑмне те пулӑшма хирӗс мар-мӗн.

Хӗрарӑм телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ, «биржа сайтӗнче» регистрациленнӗ, унта пӗр миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ӗслемен хӗрарӑмӑн ун чухле укҫа пулман-ха, ӑна вал кредит илнӗ. Тупӑш курайманнине кура тӑванӗсене пӗлтерннӗ, лешсем ӑна улталаннине пӗлтернӗ.

 

Хулара
tsn.ua/ru сайтри сӑн
tsn.ua/ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайчӗсенче савни шыранӑ. Хайхискер ют ҫӗршыв арҫыннисемпе паллашнӑ, анчах ку кашнинчех ултавпа вӗҫленнӗ.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ют ҫӗршыври виҫӗ арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ, пурте укҫа ыйтнӑ. Анчах пурте нухрат куҫарса парсан ҫухалнӑ.

Пӗрремӗш арҫынни — АПШри «ҫар тухтӑрӗ», «хӗрӳ точкӑра» службӑра тӑрать-мӗн. Ӑна 350 доллар кирлӗ иккен: ӑна улӑштарма килӗшнӗ специалиста тӳлеме. Унтан самолета ларма билет туянма 3500 доллар ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: арҫын вӗҫсе килмен.

Тепри те — «ҫар ҫынни», хӗрарӑма АПШран 5 миллион доллар илсе тухма сӗннӗ. Хайхискер виртуаллӑ савнине 7700 доллар куҫарса панӑ.

Шупашкар хӗрарӑмӗ тепӗр савнине 1500 доллар куҫарса панӑ. Унтан каллех укҫа куҫармалли пирки ҫыру килнӗ: 4500 доллар. Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.

Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӗлтерӳ

Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарти «Renaissance» кану керменӗнче «Aван party — Чӑвашсен чаплӑ каҫӗ «Republic night» дискотека иртӗ, ӑна Республика кунне халалланӑ.

Дискотека йӗркелӳҫисем ҫамрӑксем валли хаклӑ мар билетсем, чӑваш эстрада юрӑҫисен ҫӗнӗ юррисене, професилле фотосесси, ташӑ шоувӗ, «Хӑвӑн юратӑва туп...» паллашу акцийӗ, конкурссем, хаклӑ парнесем хатӗрленӗ. Сӗтеле те маларах саккаслама май пур.

«Aван party» дискотекӑна паллӑ юрӑҫ Леонид Антонов ертсе пырӗ. Юрӑҫсен йышӗнче Сергей Павлов, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Типшӗм Сашук, Алина Выйгетова, Сергей Лекеров тата ыттисем пулӗҫ.

Билет хакӗ: малтан туянсан — 300 тенкӗ, дискотека кунхине — 400 тенкӗ. VIP-сем валли билет хакӗ 1000 тенкӗ. «Renaissance» кану керменӗ Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-967-470-44-46.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/avan_party
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын