Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата тепӗр Добрыня Никитич ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ҫапла ят панине вырӑнти загс уйрӑмӗнче шута илнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Добрыня – Никитӑпа Екатерина Александровсен ҫемйинчи иккӗмӗш ача. Ҫӗн кайӑка ашшӗ-амӑшӗ вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир ятне парас тенӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ ячӗпе Добрыня питех те килӗшӳллӗн илтӗнет. Загс ӗҫченӗсем ҫемьене йыш хутшӑннӑ ятпа саламланӑ. Александровсен ывӑлне вӗсем сывлӑхлӑ пулма суннӑ. Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те ачана Добрыня Никитич ят панӑ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулнӑ. Чӑвашла ят паракансем, шел те, сайра тӗл пулаҫҫӗ. Илемлӗ чӑваш ячӗсене пӗлменнипе ҫыхӑннӑ-ши п ҫакӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри паллӑ тележурналистӑн, драматургӑн, сӑвӑҫӑн, сценаристӑн Марина Карягинӑн ӗҫӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑнӗ. Мероприяти Питӗр хулинче юпа уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ. «Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) ят панӑ кинофестивале хутшӑнас кӑмӑллисем чылай ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем художниксемпе, кинематографистсемпе, музыкҫӑсемпе, балет артисчӗсемпе тата ыттисемпе паллаштарӗҫ. Фестивалӗн программа директорӗ Виктория Цетлина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, 300 ытла картинӑран чи лайӑххисене суйласа илме ҫӑмӑл пулман. «Тоня Стефанскаяпа иксӗмӗр 120-е яхӑн сехет видеопа паллашрӑмӑр», — тесе ҫырнӑ кинофестивалӗн программа директорӗ. Суйласа илнӗ фильмсем хушшинче Марина Карягинӑн ӗҫӗ те пур. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов хутшӑннипе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Унта Чӑваш Енпе Тутарстан чиккине палӑртас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Росрестрӑн республикӑри управленийӗнче, «ЗЕМЛЯ» (чӑв. Ҫӗр) тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех Тутарстанран килсе ҫитнисем: асӑннӑ республикӑн Ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин, «Фонд пространственных данных Республики Татарстан» (чӑв. Тутарстан Республикин пространство даннӑйӗсен фончӗ) патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн — ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Чикке тӗрӗс палӑртасси объектсене кадастр учетне илессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра регионсем хушшинчи чикӗсен 75 процентне кадастр учетне илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑнӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче темиҫе ыйту пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра – пӗр депутата мандантсӑр хӑварас ыйту та. Сӑмах – Алексей Никитин депутат пирки. Унччен маларах ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тата коррупципе кӗрешекен управлени тӗрӗслев ирттернӗ. Алексей Никитин декларацире хӑйӗн тата мӑшӑрӗн счечӗсене пурне те кӑтартманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Счетсем ҫинче вара – вун-вун миллион тенкӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн материалсене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ярса панӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухнӑ та Алексей Никитина мандатсӑр хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nevnov.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл. Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ. Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра. Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр. Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. «Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шалу виҫи ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑра малта пыракан муниципалитетсен шутӗнче. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере хула кунне ирттернӗ. Ҫав ятпа тӗп мероприятисене хулан Тӗп лапамӗнче тата хулари культурӑпа кану паркӗнче йӗркеленӗ. Унта вырӑнти предприятисен ҫитӗнӗвӗпе, ал ӑстисен пултарулӑхӗпе, вырӑнтисен пуҫарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Шалу шайӗ ӳснипе Ҫӗмӗрле хули республикӑри муниципалитетсен хушшинче малтисенчен пӗри. Уйӑхри вӑтам шалу виҫи кӑҫалхи ултӑ уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 21 процент ӳснӗ. Хула кунне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, ҫӗмӗрлесене уявпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма. Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |