Юсав ӗҫӗсем вӑраха тӑсӑлнине пула Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларайман. Ӗҫе вӗҫлес тесе подрядчике улӑштарнӑ. Вӑрнартан лайӑх хыпар ҫитнӗ – ачасем юпан 19-мӗшӗнче парта хушшине ларайӗҫ.
Шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш хутсенче сӗтел-пукан вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах вӗҫлентӗр тесе ачасен ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшать. «Вӑрнар шкулӗ – мӗнле ӗҫлеме юраманнине кӑтартакан тӗслӗх. Кун пек тӑрлавсӑрлӑх урӑх пулмалла мар. Мерӑсем йышӑннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче.
Палӑртмалла: хальлӗхе кӗҫӗн классем 1950-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ зданире вӗренеҫҫӗ, аслӑ классем – дистанци мелӗпе.