Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(«Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?» кӗнекерен)

 

«Литература халӑха туйма, шухӑшлама, критикӑллӑ ӑс-тӑна туптама вӗрентет. Хӑйӗн сӑнне те вӑл литературӑра тупать. Ҫак сӑна вӑл ялан улӑштарма, лайӑхлатма тӑрӑшать.

Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ.

Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар. Тӗнче литературӑсӑр та пулма пултарать. Ҫынсӑр тӗнчене тата та лайӑхрах».

Ҫапла вӗҫлет Жан-Поль Сартр хӑйӗн «Мӗн вӑл литература?» (1948) ӗҫне. «Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ?» ҫапла ят панӑ вӑл кӗнекен пӗр сыпӑкне.

Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ?

Мӗншӗн эпӗ ҫырмастӑп?.. Е, тӗрӗсрех каласан, мӗншӗн ҫырӑнмасть?.. Пуҫра пин-пин шухӑш хӗвӗшет… Вӗсем апла-и капла-и пурте тенӗ пекех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ, чӑвашлӑх тавра ҫаврӑнаҫҫӗ... Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ пур япала-пулӑм та улӑх-ҫаран чечекӗ пек хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, хӑйӗн пирки калаттарасшӑн, калаҫтарасшӑн – шухӑшлаттарасшӑн… «Сассуна пар!

Малалла...

 

Республикӑра

Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.

Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.

 

Персона

РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерӗҫ.

Астӑвӑм каҫӗнче Виктор Родионов пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илӗҫ. Унтан «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартӗҫ. Спектакле Арсентий Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.

Виктор Родионов Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта Чӑваш музыка училищинчен, виолончелипе композици класӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1947 ҫулта — А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнчен. Чӑваш театрӗнче музыкант, артист пулса ӗҫленӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Раҫҫей халӑхӗсен демократиллӗ конгресӗ» ятлӑ Мускав хулинчи халӑх юхӑмӗ Альберт Разин хӑйне ҫунтарса янӑ куна уйрӑммӑн палӑртма сӗннӗ. Вӗсен шухӑшӗпе авӑнӑн 10-мӗшне Альберт Разина асӑнмалли кун туса хумалла, ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхине хӳтӗлемелли кун темелле. Ку пуҫарупа вӗсем ПНО-на (ООН-на) тата Европа Канашне тухасси пирки пӗлтернӗ, паллӑ куна тӗнче шайӗнче ҫирӗплетесси пирки тӑрӑшӑпӑр тенӗ.

Чӗнӳ айӗнче Хуснутдинов Ренат, Адельбаев Х.А., Жамниханов Ш.С., Жиганшин Н.Ю., Бикбаев А.Ф., Хафизов Р.М. тата ыттисем алӑ пуснӑ.

Аса илтеретпӗр, Альберт Алексеевич Разин тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне хӑй Удмурти парламенчӗ умӗнче авӑнӑн 10-мӗшӗнче ҫунтарса янӑ. Кӗлеткин 90% ытла пиҫсе кайнӑран ҫав кунах пульницӑра вилнӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн видео скринӗ
ШӖМ тунӑ сӑн видео скринӗ

Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ.

Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика.

Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59598
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Форд-Транзит» юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку 11 сехет те 20 минутра Константин Иванов урамӗнче пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 32 ҫулти водитель руле итлеттереймен. Вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартакан паллӑсем пулман.

Салонра пулнӑ икӗ пассажир, хӗрарӑмсем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/59605
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкодиспансерӗнче пуҫ тата мӑй усал шыҫҫисене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртмалли кун ирттерӗҫ. Ҫынсем ҫав кун онкологпа ятарлӑ направленисӗр тӗл пулса калаҫма пултарӗҫ.

Йышӑну ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Пациентсемпе Елена Колчина тата Дмитрий Кононцев консультаци ирттерӗҫ.

Ҫак тухтӑрсем патне лекес тесен электронлӑ регистратура урлӑ ҫырӑнма май пур. Республикӑри клиника онкодиспансерӗ Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул ҫурла уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн полномочийӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Тепӗр суйлава вӑл хутшӑнӗ-и? Ку ыйту журналистсене кӑсӑклантарнӑ. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Элтепер журналистсемпе тӗл пулнӑ чухне «Про Город» корреспонденчӗ ҫак ыйтӑва панӑ.

Михаил Игнатьев суйлава хутшӑнасси халӑх ӑна шаннипе шанманнинчен килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Президенчӗ унӑн кандидатурине шанни те пӗлтерӗшлине каланӑ.

«2015 ҫулта, тӗслӗхрен, кандидатурӑна шаннӑшӑн манна пуҫлӑха суйларӗҫ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче эпӗ саккуна пӑхӑнса отставкӑна кайрӑм, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑтӑм», - тенӗ Михаил Васильевич тӗлпулура.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59542
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Канашри 1-мӗш шкул директорӗ судра явап тытнӑ. Канаш районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ, патшалӑх тата муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлеме икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор темиҫе ӗҫченне преми парасси, укҫан пулӑшасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара куҫарнӑ укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа директор ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫулсенче кӗсйине 460 пин тенкӗ ытла чикнӗ.

Лешсем, вӗрентекенсем, вара директортан шикленнӗ. Ыйтнине пурнӑҫламасан тем курасси те пур-ҫке-ха. Пуҫлӑх вара ӗҫченӗсенчен илнӗ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫанталӑк чӑннипех те савӑнтарать вӗт! Чӑнах та ҫуллахи пек шӑрӑх тӑрать. Термометр 25 градус таранах кӑтартать. Кун пекки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пулать. «Карчӑк ӑшши» ку!

Анчах, шел те, лайӑх ҫанталӑк пирӗнпе сывпуллашать. Ыран уйӑх тулать, ҫавна май ҫанталӑк та улшӑнать. Ыран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫапах сывлӑш температури 20-15 градус пулӗ. Вырсарникун 13-18 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Циклон килнӗ май ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫӗрле 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.

Тунтикун ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ. Юнкун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, вырсарникунччен сывлӑш температури 7-12 градус ҫеҫ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1771, 1772, 1773, 1774, 1775, 1776, 1777, 1778, 1779, 1780, [1781], 1782, 1783, 1784, 1785, 1786, 1787, 1788, 1789, 1790, 1791, ... 3967
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 25

1906
119
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
66
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...