Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Эндокринологсем Шупашкарта пурӑнакансене сывлӑха ҫирӗплетме чӗнеҫҫӗ. Вӗсем Скандинави мелӗпе мӗнле утмаллине вӗрентеҫҫӗ. Урок кашни юнкун 16 сехетре пуҫланать, 17 сехетре вӗҫленет. Кунашкал урока кашниех хутшӑнма пултарать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн эндокринологӗсем кун пек акцие пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑҫал уроксене ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Тухтӑрсем Скандинави утти чӗрешӗн усӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл начарланма, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Етӗрне – Николаевски – Ҫӗнӗ Атикасси» автоҫулӑн 6-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ: «Тайота» автомобиль «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Хытӑ ҫапӑннипе «Лада» ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Тайота» рулӗ умӗнче Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урах пулнӑ. Кӑҫал вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн 8 штраф тӳленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Грантӑра» пулнӑ 18 ҫулти пассажир йывӑр аманнӑ. Вӑл халӗ те пульницӑра выртать, тӑна кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Www.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле пирӗн республикӑра альбом кӑларӗҫ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫавӑн пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) хушу кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ документра каланӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ ушкӑна йӗркелессишӗн тата ытти енӗпе пулӑшса тӑрассишӗн республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви яваплӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи — ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов. Ертӳҫӗн ҫумӗсем — ЧР цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Михаил Анисимов тата экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Павел Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳ районӗнчи хресчен хресчен хӑй туса илекен продукцие чикӗ леш енне ӑсатать. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — Андрей Васильевич Хорошавин усламҫӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас тӑрӑхӗнче тӑрӑшать. Чӑваш хресченӗ чикӗ леш енне, Европӑна, вика ӑсатнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслевӗн тата Раҫҫей чиккинчи тата транспортри тӗрӗслевӗн пайӗ тӗш тырӑна пахаланӑ. Выльӑх апачӗллӗх вика Раҫҫейӗн тата Евросоюзӑн ветеринари нормисене тивӗҫтернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ мӗнпур парти — 22 тонна вика — Польшӑна кайма юрӑхлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ. Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Nsss-russia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Дениса Паспекова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ специалиста ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи пукана кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул тимленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Денис Паспеков — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ветеринари участокӗн заведующийӗ полици ӗҫченне сӗтев панӑ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, заведующи полицейские 50 пин тенкӗ пама тӑнӑ. Ҫапла майпа заведующи ветеринари справкисен тӗрӗслевӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ. Полицейски сӗтев илме хирӗҫленӗ. Заведующие вара тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25. Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ. Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ. Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |