«Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проектне пурнӑҫласси пирӗн республикӑри хӑш-пӗр районпа хулара тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланса пыманнине иртнӗ эрнере Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн объектсенче тӗреслев пуҫарнӑ. Республикӑн Стройминӗн тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пайташӗсем Ҫӗрпӳ тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пулнӑ.
Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи Тӗп паркри пӗвене хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах материал кӳрсе килессипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Лиственница вырӑнне йӳнӗ лӑсӑллӑ йывӑҫ кӳрсе килнӗ. Халӗ кирлӗ материала турттарса килнӗ. Пӗве тавралли территорире хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Подряд организацийӗ ӗҫе юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ.