Культура
![]() Ҫурла уйӑхӗн 23-25-мӗшсенче Шупашкарта Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен V «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗ иртӗ. Ӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансем валли йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти пуҫаруҫи — РФ Культура министерстви. Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен фестивальне Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруселӗ) I фестивальне пуҫтарӑннӑ май ирттерӗҫ. Чӑваш Ен тӗп хулине Китайран, Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчен: Мускавран, Улатимӗр, Волгоград, Воронеж, Мускав облаҫӗсенчен, Тутарстантан, Удмурт Республикинчен пултарулӑх ушкӑнӗсем килмелле. «Юмахсен каруҫҫельне», сӑмах май, хӑнасем 7 ют ҫӗршыран: Бангладешран, Беларуҫран, Германирен, Казахстанран, Китайран, Японирен тата Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти пӗр арҫын кӗпепе ҫурална пулӗ. Ӑна тухтӑрсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫав арҫын клиника вилӗмӗнче 20 минут пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «103» номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ: арҫыннӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Тухтӑрсем пациент патне 6 минутран ҫитнӗ. Медиксем ҫитнӗ тӗле унӑн сывлӑхӗ тата йывӑрланнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Шурӑ халатлисем тӳрех реанимаци ӗҫӗсене тума пуҫланӑ. Вӗсем пациентӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. 20 минутран арҫыннӑн пульс тупӑннӑ, вӑл тӑна кӗнӗ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Анисим Асламассен динаситине халалласа «Асламас+» юрӑпа кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑвашсен классик-композиторӗ Анисим Асламас (1924-2000) ҫуралнӑранпа 95 ҫул, унӑн ывӑлӗ ывӑлӗ Алексей Асламас (1959- 2017) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш композиторӗн ывӑлӗ Алексей Ленинградри консерватори хыҫҫӑн 1993 ҫулта Чехие ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл — дирижёр, пианист. Унти Брно хулинчи наци театрӗнче, консерваторире тата музыка академийӗнче тӑрӑшнӑ. Шупашкара Алексей Анисимовичӑн мӑшӑрӗ Инна Георгиевна (вӑл Брно консерваторийӗнчи фортепиано уйрӑмӗнче заведующийӗ пулса ӗҫлет), чӑваш классикӗн мӑнукӗ Антон Асламас, Алексей Асламас-кӗҫӗнни килсе ҫитнӗ. Вулавӑшри уяв каҫне ҫавӑн пекех Хусанти консерватори студентки, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Екатерина Чеботарёва тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Федотова хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть пирӗн республикӑна «Мир 24» телеканал саккасӗпе «Студия Ивана Усачева» (чӑв. Иван Усачев студийӗ) телевидени ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ чӑваш сӑрипе ӑш пиллӗн илнӗ. Ку хисепе Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамблӗ, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи «Тӑран Ен» фольклор ансамблӗ, Мошкасси ял тӑрӑхӗнчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗ тивӗҫнӗ. Телеканал «Любовь без границ» (чӑв. Чикӗсӗр юрату) кӑларӑм валли чӑваш туйне укернӗ. Унта 40 ытла ҫын хутшӑннӑ. Туя Надежда Михайлова килӗнче ӳкернӗ, хӗрсем ларнине – Валентина Леонтьева, хӗр туйне – Галина Матвеева патӗнче. Шыв ҫулне уҫнине Ҫӑкалӑхӗнче ӳкернӗ. Фильм эфира тепӗр уйӑхран тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ. Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия. Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хурт-хӑмӑр ӑстисемшӗн кӑҫал кулянмалли тупӑннӑ: чылайӑшӗ вӗлле хурчӗсем вилсе пӗтни пирки калать. Ҫакна вӗсем уйсене пестицидсем сапнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫак ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Унта хурт-хӑмӑр ӑстисем мӗн чухлӗ тӑкак курнине шутлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсемпе, вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемпе калаҫу ирттерӗҫ. Сӑмах май, вӗлле хурчӗсем Чӑваш Енре кӑна мар нумаййӑн вилнӗ. Пушкӑрт, Тутар, Удмурт республикисенче, Пенза, Томск, Ростов, Сарӑту, Тамбов, Липецк облаҫӗсенче тата ытти регионта кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Ял хуҫалах министерстви утӑ уйӑхӗн вӗҫленнӗ тӗле шутланӑ тӑрӑх, 40 пине яхӑн вӗлле хурчӗсен ҫемйи пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн явап тытнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм килти мунчара ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗк ачана полиэтилен хутаҫа чикнӗ, шыв юхса пухӑнакан вырӑнта пытарнӑ. Пепке сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Кайран хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнӑ, вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Унти тухтӑрсем вӑл тин кӑна ҫӑмӑлланнӑ хӗрарӑм пулнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юлашки 150 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. «Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать», — хӑратмалла хыпар пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат. Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе ытахальтен палӑртман-тӑр. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхӑн абориген чӗлхи пулсан вӗсемпе этемлӗхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать иккен. Ҫӗр ҫинче кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейре — 190 наци. Вӗсенчен ҫӗре яхӑн — тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе институчӗ Раҫҫейре 150 чӗлхе тесе палӑртнӑ. Диалектсене шута илсен, 300-тен ытларах-мӗн. Чӗлхесе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ унпа килте калаҫманни теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке тенине Тутарстанри «Сувар» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Томск тӑрӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнчи чӑвашсем иртнӗ уйӑхра Питрава пухӑннӑ. Ӑна вӗсем Пӗтрекке теме хӑнӑхнӑ. Уяв ячӗпе така пусса шӳрпе пӗҫернӗ, тултармӑш хатӗрленӗ. Томск чӑвашӗсемпе савӑнма Кемер облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри «Хӗлхем» ансамблӗ пырса ҫитнӗ. Ушкӑн юрӑсемпе ташӑсенчен, миниатюрӑсенчен тӑракан концерт кӑтартнӑ. «Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ. Яков Мульдияров ертсе пыракан «Палан» ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ», — ҫырнӑ «Суварта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетнӗ. Унпа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паллашнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Шуршӑл ял тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Шӗнерпуҫӗнчи клуба икӗ уйӑх юсанӑ. Ун валли «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. Программи — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӑннӑскер. Клубра ҫивиттине ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене тата ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарнӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама пӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкакланӑ. Иван Моторин клуба пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсемпе калаҫнӑ. Йыш Екатеринбурга, Ӗпхӗве, Самарӑна, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне концертпа тухса ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |