Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ветеринари участокӗн заведующийӗ полици ӗҫченне сӗтев панӑ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, заведующи полицейские 50 пин тенкӗ пама тӑнӑ. Ҫапла майпа заведующи ветеринари справкисен тӗрӗслевӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ. Полицейски сӗтев илме хирӗҫленӗ. Заведующие вара тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25. Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ. Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ. Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Vagayst.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ. Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Геннадий Айхи. Чӑваш наци музейӗн сӑн ӳкерчӗкӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине хатӗрленсе республикӑри культура учрежденийӗсем тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртни Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи хыпарсенчен аван сисӗнет. Чӑваш тӗррин музейӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехетре, авӑ, «Отмеченная зима». 1982. История издания книги» (чӑв. «Паллӑ тунӑ хӗл». 1982. Кӗнеке кӑларнин историйӗ») ятпа курав уҫӑлассине пӗлтерет. Геннадий Айхи — чӑваш халӑх поэчӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ преми лауреачӗ, хрантсуссен «Командор Ордена Искусств и литературы» (чӑв. Ӳнер тата литература орденӗн командиорӗ) культура наградине тивӗҫнӗ. Чӑваш тӗррин музейӗнчи курава поэтӑн Парижри «Синтаксис» издательствӑра пичетленнӗ «Отмеченная зима» кӗнекине кӑларма хатӗрленнӗ тапхӑра халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ольга Кошелева качака сӗтӗнчен пӗҫерекен сыр Мускав облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. «Лучший сыр России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх сыр) ӑмӑртӑва «Сыр Пир Мир» Пӗтӗм Раҫсейри фестивале йӗркеленӗ май ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Истра хула округӗнчи Дубровское ялӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса сыр пӗҫерекен 141 предприяти 482 тӗрлӗ сырпа пырса ҫитнӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫне 12 номинацире хакланӑ. Конкурса хутшӑнакансен апат-ҫимӗҫне Раҫҫейри, Швейцаринчи, Францинчи тата Италинчи сыр ӑстисем пахаланӑ. Ольга Кошелева пӗҫерекен «Валансе» сыр «Качака сӗтӗнчен пӗҫернӗ сырсем» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Светлана Романова ӗҫӗсенчен пӗри. Ruscivilization.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен ҫыннисем сӑнӳкерчӗксен пӗтӗм тӗнчери конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. «Русская цивилизация» (чӑв. Вырӑс цивилизацийӗ) конкурсра ӑмӑртакансенчен пӗри — Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А. Афанасьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Светлана Романова. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, сӑнарлав ӳнерӗн, черчени тата тӑван ен культурин учителӗ, аслӑ квалификациллӗ педагог, Н.А. Афанасьев муйзейӗн ертӳҫи, «Тӑван ен» ача-пӑчан шыравпа таврапӗлӳ пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Светлана Романова ӗҫӗсемшӗн ҫак каҫӑпа https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3428#filters иртсе сасӑлама пулать. Конкурса вӑл 14 фото сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ. Чӑваш Енри тепӗр автор, Леонид Корнилов, конкурса 10 ӗҫпе https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3463#filters хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Информаци политикин министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче Лидия Филиппова журналистӑн тата ҫыравҫӑн «Заколдованная черемуха» кӗнеки пичетленнӗ. Лидия Филиппова — Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ. Сӑвӑсем ытларах ҫырма кӑмӑллакан автор прозӑпа та ӗҫлет. Лидия Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнеки, сӑмах май, унччен пичетленнӗччӗ. 2012 ҫулта вӑл чӑвашла кун ҫути курнӑ. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекери хайлавсене тата унта кӗменнисене халӗ вырӑсла пичетленӗ. Ҫӗнӗ кӗнекере — 16 калав. Вӗсене чӑвашларан Ольга Васильева куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Михаил Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zakon.kz сайтри сӑн Чӑваш Енри каччӑ саккуна пӑснӑ, тӗрмене лекнӗ. Вӑл – тӑлӑх. Ун патне Вӑрмар район администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Надежда Борисова пырса кайнӑ. Ахальтен мар – тӑлӑхсене найм мелӗпе паракан хваттершӗн килӗшӳ тума ҫитнӗ. Эппин, каччӑ юсанмалли колонирен тухсан хваттерлӗ пулӗ. Йӗпле пралук леш енчен тухсан ӗҫе вырнаҫни, ҫемье ҫавӑрни пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки юсанмалли колони ӗҫченӗсем те калаҫҫӗ, каччӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑрасса шанаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмрӑкскер срокран маларах ирӗке тухма, ҫӗнӗ хваттерте таса совеҫпе пурӑнма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ. Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |