Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта ача люка кӗрсе ӳкнӗ. Шӑпӑрлан ирхи 6 сехет ҫурӑра ача пахчи ҫумӗпе амӑшӗпе тата унӑн тусӗпе иртсе пынӑ. Унччен те пулман – 3 ҫулти ача «Теплосеть» предприятин люкне кӗрсе ӳкнӗ. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, люка кӑштах ҫеҫ хупнӑ пулнӑ. Ача хуппи ҫине ӑнсӑртран пуснӑ та аялалла чӑмнӑ. Амӑшӗ ачана туртса кӑларнӑ. Шӑпӑрлан суранланнӑ, ҫурӑмӗ чӗрмекленнӗ. Предприяти ӗҫченӗсем вара люк уҫӑ пулман тесе ӗнентереҫҫӗ. «Люк халӗ те кӑштах уҫӑ, хуппи ҫине кирпӗч хурса янӑ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче 123-мӗш ача пахчи ӗҫлеме пуҫланӑ, люка ытти ача та ӳкме пултарать вӗт. Предприяти ӗҫченӗсем хӑнк та туманни тӗлӗнтерет. Эпир полицирен пулӑшу ыйтӑпӑр», - тенӗ ашшӗ «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена сассине илтсен хӑраса ан ӳкӗр: ку вӗренӳ ҫеҫ пулӗ. «Республикӑра пурӑнакансене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗнчех ларма ыйтатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре автоматизациленӗ пӗлтерӳ тытӑмне планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслӗҫ. Граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни пирки урамри сиренӑсем тата громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. «Пурне те тимлӗ пулма ыйтатпӑр!») тени икӗ хутчен янӑрӗ: 10 тата 10.30 сехетсенче. Палӑртмалла: кунашкал тӗрӗслевсене ҫулсеренех Граждан хӳтӗлевӗн кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Уява юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн те вӗҫленсе пырать. Ҫанталӑк вара халӗ нормӑран 5-7 градус сивӗрех. Анчах кулянмалли сӑлтав ҫук: юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланать. Канмалли кунсенче ҫумӑр ытлах ҫумӗ, ҫил лӑпланӗ. Хӗвел те пӑхма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла термометр 6-11 градус кӑтартӗ. Тунтикун вӑрӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Урамра самаях ӑшӑ пек туйӑнӗ. Юпан 1-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӗрӗ. Аслати те авӑтма пултарать. Сывлӑш температури 10-15 градус таран ӑшӑнӗ. Эрне варринче тинех «ылтӑн кӗркунне» ҫитӗ, 20 градус таранах ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 73.rodina.news сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри предприятисем промышленноҫа цифра ҫине куҫарма хыснаран укҫа илме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци порлитикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Тупрана федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ. Субсиди цифра платформисемпе программа продукчӗсем хатӗрлесе тӑкакланнин пайне саплаштарма кайӗ. Укҫана пысӑк технологиллӗ промышленность продукцине туса илме хатӗрленӗ проектсем валли уйӑраҫҫӗ. Кунта робот тата сенсорика компоненчӗсемпе, нейтротехнологисемпе, искусствӑлла ӑс-тӑнпа, пӑралуксӑр ҫыхӑнупа, виртуаллӑ тата квант технологийӗсемпе усӑ курнине кӗртме пулать. Субсиди виҫи тӑкаксен 50 процентӗнчен иртмӗ. 2018 кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ проект пулмалла. Заявкӑсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон: +7 (495) 870-29-21 (хушма номер 22575). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем Португалинчи Одивелаш хулинче иринӗ тухӑҫ кӗрешӗвӗн тӗнче чемпионатӗнчен тата ӑмӑртӑвӗнчен 4 медальпе таврӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен: Александр Аввакумов, Александр Максимов, Богдан Авдеев тата Виктор Фомиряков — кӗнӗ. Сетоканӑн чи сумлӑ енӗпе, кумитэ мелӗпе, кӗрешсе Шупашкарти «Будокан» клуб воспитанникӗ Александр Аввакумов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Уйрӑм зачетра Александр кумитэ енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 16-17 ҫулсенчи каччӑсен йышӗнче Виктор Фомиряков пулнӑ. Асӑннӑ ушкӑн та ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Чи ҫамрӑк ушкӑнра, 14-15 ҫулсенчисем хушшинче, ката енӗпе Александр Максимов мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shkolazhizni.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пӗр кунра пӗр ялта пурӑнакан икӗ ҫын вӑкӑртан шар курнӑ. Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Элмен Сунар ялӗнче икӗ хӗрарӑм суранланнӑ. Пӗрне вӑкӑр тӗкнӗ. Ҫав кун ирхине уйра 8 сехетре выльӑх хӗрарӑма тапӑнса тӗкнӗ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав кунах 12 сехет те 35 минутра тепӗр хӗрарӑм, 52 ҫултискер, вӑкӑра вӗренпе ҫавӑтса пынӑ. Вӗрен ӑнсӑртран хуҫине ҫакланнӑ. Выльӑх ӑна ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Хӗрарӑман пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Ян Шредер тата Виктор Чугаров. Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейбсукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫу хальхинче килти пек хӑтлӑ иртнӗ. Чӑваш Енӗн Германин тӗп хулинчи штаб-хваттерӗ евӗр туйӑннӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем хушшинче Германие Шупашкартан куҫса кайнисем те, Ерӗнпур облаҫӗнчен тухса кайнӑ чӑвашсем те пулнӑ. Тӗлпулупа Виктор Чугаров «Чӑваш чӗлхи» ҫӗнӗ фильмра паллаштарма шантарнӑ. Ӑна режиссер-документалист 2020 ҫулта Шупашкарта кӑтартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ. Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать. Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |