Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑвашлӑх: Урамсен чӑваш ячӗсем

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 28.01.2021 15:28 | 1166 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.

Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).

Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская». Попой (Хурӑнлӑх) ялӗнчи урам ячӗсем кӑсӑклӑ. Пӗрин ячӗ ҫук пулас, ӑна ытларах «Вӑрӑм урам» тенӗ (хальхи Вӑрман урамӗ), кӗскин ячӗ вара темиҫе: Турчка урамӗ те, Урлӑ урам та, Пирчук урамӗ те. Иккӗшӗ ун хурмине пула лекнӗ пулас, виҫҫӗмӗшӗ — ҫын ятӗнчен. Хӑй вара халь Шкул урамӗ ятлӑ (унта малтан, 1980-мӗш ҫулсем таранах, пуҫламӑш шкул пулнӑ).

Атайкасси ялӗнчи темиҫе урам ятне пӗлтӗм: Йокшу урамӗ (хальхи ячӗ — Завод урамӗ); Катимыш урамӗ (хальхи ят — Симӗс урам пулас). Ҫавӑн пекех вӗсен Турикас, Анаткас урамӗсем пур. Йокшу ячӗ пит кӑсӑклӑ — юнашар Йӑршу шывӗ юхса иртет...

Тата интереслӗ урам ячӗсем ман аттен тӑван ялӗнче пур. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ, Мӗшӗл ятлӑ (унта, сӑмах май Николай Овчинников художник ҫуралнӑ). Ак вӑл ятсем: Хӑрах урам (хальхи ят — ул. Николаева; унта ҫуртсем пӗр енӗпе ҫеҫ вырнаҫнӑ), Ваҫли картиш (ул. Васильева), Пуян картиш (ул. Овчинникова), Пиллӗк килли (ку урамра ман атте ҫуралнӑ; халь вӑл ул. Речная), Малтикас урамӗ (ул. Восточная), Шапа ҫырми (ул. Лесная), Лешайкки (Школьная пулас). Ялтисем калаҫура чӑвашла ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ... Хам та Пиллӗк килли ята ҫеҫ пӗлсе, «Речная» ята вара — картта ҫине пӑхсан тин.

Эсир те хӑвӑр ялӑрсенчи чӑваш ячӗсене пӗлетӗр пулӗ? Вӗсем илемлӗ пулсан ҫырса пӗлтерӗр.

#Шупашкар районӗ, #Мӗшӗл, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Хурӑнлӑх, #Атайкасси, #Лапсар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Несӗлсен чӗлхине вӗрентекен» конкурс иртнӗ
2020, 02, 22
Чӑрӑшкассисем пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырнӑ
2020, 04, 25
Чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ
2020, 04, 28
Кинемей чӑвашла сӑвӑ вуласа палӑрнӑ
2020, 05, 03
Шывпа юхса аннӑ турпас
2020, 07, 07

Комментари:

2021-01-29 00:24
Аçтахар Плотников
Картиш тени «урам» пӗлтерӗшпе унта.
Agabazar // 3518.68.1677
2021-01-29 13:51
Agabazar
Улица Васьли.
Agabazar // 3518.68.1677
2021-01-29 13:51
Agabazar
Юрать ĕнтĕ, картне ларнă.

Хушаматсем тата. Овчинник — тирçĕ, сурăх тирне малаштаракан. Плотник — платник, йывăç материала майлаштракан. Профессисем.

Урамне çуртсем кĕпĕрленсе ларнăран «картиш» тенĕ пулмалла. Çапла вара, вырăсла «улица Васьли-Кардиш» тесен, урамăн çак уйрăмлăхĕ те ятра ÿкерĕнет. Кам ячĕпе пани çеç мар. Тулли информаци.
Владимир Николаев - Изачак // 1321.38.7558
2021-01-29 15:29
Почему в Чебоксарах улицу Шумилова не называют Уйп Мишши ураме, ведь в честь его же?
Agabazar // 3518.68.1677
2021-01-29 20:13
Agabazar
Çав тери тĕрĕс сăмах.
Чăваш сăмахĕнчен шуйттанран хăранă пек хăраççĕ. Ирĕксĕрех çапла калама тивет.

Анчах кунта хăрани çеç мар.

Ав, Илпек Микулайĕ пулнă. Анчах урамĕ темшĕн «улица Ильбекова»

Мĕншĕн «улица Ильбека» мар?

Мĕнле «Шумилов»? Шумилов мар вăл, Уйăп. эппин «улица Уйпа» пулмалла.

Нумаях пулмасть «улица Алендеева» пулать тесе пĕлтерчĕç. Ята тĕрĕс парассишĕн кам та пулин кĕрешнĕ-ши, çук-ши, ку мана паллă мар.
Евразиец // 1977.69.9930
2021-01-30 13:26
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Малай // 2520.93.1573
2021-01-31 18:11
Шумилов урамē малтан "Улица Уйпа"ччē. Кайран улāштарчēç. Малтан троллейбусра "Остановка " Улица Уйопа" тетчēç. Халāх кулатчē.Тахш cамантра улāштарса хучēç.
Галина Зотова // 2675.28.7413
2021-01-31 22:38
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчи урамсен ӗлӗкхи ячӗсем: Мӑн урам, Анат урам, Лешайкки, Юманлӑх, Выҫӑлккӑ (Выселки). Ҫур ялӗ тата малтан Пиделе (Пиделей) ятлӑ пулнӑ, документ тӑрӑхах, Пиделейре ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ ҫуралнӑ хут ҫине. Леонид Агаковӑн "Юманлӑхра ҫапла пулнӑ"- хайлавне вуланӑ пуль: шӑпах Кӑкшӑм ялӗн пуҫламӑшне ҫапла чӗннӗ. Халь унта юмансем ӳсмеҫҫӗ ҫав, ӗлӗк ӳснӗ.
Галина Зотова // 2675.28.7413
2021-01-31 22:44
Эп пурӑнакан ялти урамсен ячӗсем: Йӑлӑмкас- тӗп урам, яла кӗнӗ ҫӗрти - Уйкас, ҫырма айккинчи - Качча карти (уйрӑлса тухнисем кунта пурӑнма тытӑннӑ). Колхоз туса лартнӑ ҫуртсем Ҫамрӑксен (Молодежная) урамӗнче.
Паспорт тӑрӑх урамсем урӑхларах, Йӑлӑмкас, сӑмахран, Октябрьская.
Agabazar // 1464.92.2423
2021-02-03 04:52
Agabazar
Малай // 2520.93.1573
2021-01-31 18:11
Шумилов урамē малтан "Улица Уйпа"ччē. Кайран улāштарчēç. Малтан троллейбусра "Остановка " Улица Уйопа" тетчēç. Халāх кулатчē.Тахш cамантра улāштарса хучēç.


Суян, никам та кулман.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org