Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Управленческая команда» (чӑв. Ертсе пыракансен команди) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ. Конкурса ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ, ӑмӑрту кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ.
Кӑҫал конкурса 500 ытла заявка тӑратнӑ. Конкурсантсене темиҫе ӑстрӑмпа хакланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Мазур, «Эстет» компанисен ушкӑнӗн ӗҫ тӑвакан директорӗн заместителӗ Юрий Алексеев, Шупашкарти «Рябинушка» 158-мӗш ача пахчин заведующийӗн зместителӗ Татьяна Майорова, Мускаври физикӑпа техника институчӗн (наци тӗпчев унивреситечӗн) цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Корэ, «Барарус» общество директорӗ Валерий Григорьев тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енӗн управлени кадрӗсен резервне конкурссӑрах кӗртӗҫ.
Хамӑр ял // 2838.94.9548
2021.12.23 10:25 | |
Ҫак ҫынсем хушшинче икӗ хамӑр ял курӑнать. Урӑххисем вара варягсем? Кадр политики та курӑнать. Ҫакӑ тӗрӗс-и? |