Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!
Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.
Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп. Пӗлместӗп хальхи шкул программинче пур-и, ҫук-и вӑл калав — пӗр ача пирки унта сӑмахччӗ. Хайхи ача ҫӑмӑллӑн укҫа ӗҫлесе илет те аслисем вӑл укҫана кӑвайта пӑрахаҫҫӗ. Ачи кун пирки ним те шарламасть. Тепӗр хутӗнче ача тар тӑкса укҫана ӗҫлесе илет. Аслисем каллех вӑл укҫана кӑвайта пӑрахма тӑраҫҫӗ те ачи вара тӳрех хирӗҫ тӑрать. Ара, тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫан хисепӗ пысӑк! Пирӗн халӑх хытӑ тесе эп ҫавна пулах каламастӑп — кашни пуса тар тӑкса ӗҫлесе илнӗрен ӑна ют ҫынна, лешӗ ӑна пархатарлӑ ӗҫе юрасса шантарать пулин те, пама йывӑртарах ҫав. Ҫавӑнпа хамӑн проектсем валли укҫа-тенке хамӑн ӗҫлесе илмелли пирки тахҫантанпах пӗлетӗп.
Шел те манӑн тупӑш халӑхӑн ытлашши юлакан укҫапа ҫыхӑннӑ (мӗнпе ҫыхӑннине каласа тӑмӑп). Тепӗр май каласан, ҫынсен ытлашши укҫа пур пулсан — эпӗ тупӑшсӑр мар. Экономика аван ӗҫлет пулсан ытлашши укҫа халӑхӑн пурах. 2019–2021 ҫулсенче Раҫҫейре экономика кӑшт та пулин ура ҫине тӑчӗ темелле, тупӑш япӑхах маррипе усӑ курса эпир миллион ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлеме пултартӑмӑр. Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ валли уйӑхне 45 пин таран тӑкаклама май пурччӗ (ку укҫана кулленхи тӑкаксем хыҫҫӑн юлнӑ хайхи «ытлашши» укҫа пек хаклама пулать). Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ (ытларах енӗпе вырӑссемпе украинсем — ман тупӑш ҫӑлкуҫӗсем шӑп вӗсем) «пулӑшнипе» эпир, чӑвашсем, 1 миллион ытла мӑшӑр пухма пултартӑмӑр.
Шел те, укҫасӑр ӗҫлес текенсем пит сахал. Кӑна практика ҫирӗплетет. Калӑпӑр, Гулливер текстне пӗрине юсама патӑм — тӳлевсӗрех туса пама шантарчӗ. Шел те ҫулталӑк ытла иртсе кайрӗ, ӗҫ пӗр шит те малалла куҫмарӗ. Кайран вара ҫавах укҫа тӳлесех текста юсама тиврӗ.
Малашлӑх пирки калама вара хӗнтерех. Ӗҫлемелли-тумалли ӗҫсем пайтах. Калӑпӑр, 1971 ҫулта тухнӑ пысӑк вырӑсла-чӑвашла словаре сканерласа сӑмахсарсен сайтне кӗртесшӗнччӗ. Унта пурӗ 892 страница. Патшалӑх ку ӗҫе ҫавах тумӗ. Чӑваш чӗлхине аталантарасран паянхи тӳре-шара питӗ хӑрать. Вӗсене темле тархасласан та пурнӑҫласшӑн мар. Хамӑр ҫинех шанма тивет. Тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи мӗн таран хӑвӑртрах пӗтет ҫав таран аванрах пулас. Хӑйсем тахҫанах вырӑс чӗлхи ҫине куҫнӑран пирӗн тӑван чӗлхе вӗсене пӗрре те пӑшӑрхантармасть. Тутӑ ҫын выҫӑ ҫынна ӑнланмасть тенӗшкел ӗнтӗ.
Паянхи пек йывӑр лару-тӑру, паллах, яланлӑхах мар. Хуть те мӗнле хирӗҫӳн те вӗҫӗ пур. Ҫавах та пуш уйӑхӗ вӗҫлениччен лару-тӑру ҫӑмӑлланасса шанма ҫук. Пенси таврашӗ илекенсем, хыснаран шалу илекенсем, тен, йывӑрлӑха сисмесӗрех ирттерӗҫ. Манӑн та паллах, укҫа-тенкӗ енчӗкре тӳрех пушанса юлмасть — малтанхи вӑхӑтра пухса хуни пур-ха. Ҫавах Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑма йывӑртарах пулӗ: сервер ахаль ӗҫлемест, журналистсем те, эпӗ вӗсене пысӑках мар укҫа тӳлетӗп пулин те, тӳлевсӗр ӗҫлесшӗнех пулмӗҫ (вӗсен хе хӑйсен ҫемйисене тӑрантармалла).
Хӑшӗ-пӗри, тен, калама та пултарӗ — выҫса вилмӗпӗр, ҫӗрулми ӳстерӗпӗр, ӗне тытӑпӑр, пӗтмӗпӗр. Ку ҫапла. Анчах чуралӑхри халӑх (чухӑнлӑх та чуралӑхах вӑл) нихӑҫан та ирӗкри пек аталанаймӗ. Этем ҫут тӗнчене хӑйӗн хырӑмне тӑрантарма ҫеҫ килмен. Выҫӑ вилесрен ҫеҫ шикленекенсем этемпе выльӑх хушшинчи уйрӑмлӑха пӗрре те курмаҫҫӗ тенӗ пулӑттӑм — выльӑх вӗт-ха апат ҫиет те ҫывӑрать, урӑх ун ним ӗҫӗ те ҫук. Пирӗн те ҫав шая анса лармалла мар ӗнтӗ.
Украинӑна ятарласа асӑнмастӑп (Тимӗр Акташӑн статйи айӗнче хӑшӗ-пӗрисем хирӗҫни те ҫитет). Унти лару-тӑру пире мӗнле витӗм кӳни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм.
Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ӗненетӗп. Енчен те камӑн та пулин кӑмӑл пур пулсан:
Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;
Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;
СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);
Qiwi: ASTAHAR никнейм;
Ю-мани: 4100 1106 9561 50.
Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников
Укҫа пухасси пирки пӗлтернӗ пулсан, кам пулӑшнине те каламалла пуль.
Тата ҫакна каламалла: нарӑс уйӑхӗшӗн пӗтӗмпех тӳленӗ (журналистсене те, серверсемшӗн те). Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑ кӑна пулин те, анчах пуҫламӑшӗ аванах мар. Унсӑрӑн ку текста ҫырман пулӑттӑм.
Пулӑшакансем (инициалсене, кам куҫарнине палӑртасран, тӗрлӗрен палӑртнӑ: хушамата мала лартса та, хыҫра палӑртса та):
2022.03.05. Пулӑшакансем тупӑннӑ май вырӑсла-чӑвашла словарьпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр, тата тепӗр кӗнекене мӑшӑрлама илтӗмӗр. Уйӑх вӗҫӗччен, тен, укҫа-тенкӗ енчен майлашӑнса ҫитӗ тесе ӗненсе ку ӗҫсене пуҫларӑмӑр. Пулӑшакансене пурне те тав! Мӗн куҫарса пани сая каймӗ — йӑлт ӗҫ валли.
2022.03.14. Ӗнерпе паян куҫаракансем йышланнӑран Николай Максимовӑн «Тапӑ» романӑн пӗрремӗш кӗнекене юсама патӑмӑр. Сӑмах май вӑл икӗ кӗнекерен тӑрать. Ун хыҫҫӑнхи «Синкер» романа вара хальхи вӑхӑтра хам юсатӑп (вулама кӑсӑклӑ та). Вӗсене пурне те корпуса кӗртме хатӗрлетпӗр.
2022.03.25. Александр Гринӑн ҫырнисен пуххин 1-мӗш томӗшӗн (Алексей Леонтьев куҫарнӑ) 5100 тенкӗ тӳлерӗмӗр. 2-мӗш томӗпе ӗҫлетпӗр.