Персона
![]() capella21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Морис Яклашкин дирижёр паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 75 ҫул тултарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижёрӗнче ӗҫлет. Морис Николаевич Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Горький хулинчи М.И.Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн дирижерпа хор факультетӗнче вӗреннӗ. «Тутарсен симфони оркестрӗ пур. Эпир мӗнпе кая текен шухӑш Чӑваш патшалӑх телерадиокомпани хорӗнче ӗҫленӗ чухнех мана канӑҫ памастчӗ. Моцарт, Бах, Чайковский, Рахманинов, Римский-Корсаков тата ытти классик хайлавӗсене юрлаймастӑмӑрччӗ. 2000 ҫулта республика правительствине симфони оркестрӗ йӗркелеме пулӑшма ыйтрӑм. Пулӑшрӗҫ», — аса илнӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче. Морис Яклашкин — Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |